Мифсем, легендăсем, халапсем

Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Мифсем, легендӑсем, халапсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2004. — 567 с.УДК 821, 512.111
ББК 82. 3 (2 Рос=Чув)—6
             Ч 12

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн
Ӑслӑлӑх канашӗ пичете ҫирӗплетнӗ

Редакци канашӗ:
В. С. Григорьев, В. Д. Димитриев, М. Г. Кондратьев, В. П. Станьял, А. А. Трофимов, Г. Ф. Юмарт

Редакци ушкӑнӗ:
Е. С. Сидорова, В. П. Станьял, А. А. Трофимов, Г. Б. Матвеев, В. Г. Харитонова, Г. Ф. Юмарт

Рецензентсем:
филологи наукисен докторӗ Н. И. Егоров,
истори наукисен докторӗ А. К. Салмин,
филологи наукисен кандидачӗ Г. А. Дегтярев
Йӗркелекенӗ тата ӑслӑлӑх редакторӗ В. П. Станьял

Пухса хатӗрлекенӗ Е. С. Сидорова

Ум сӑмахне ҫыраканӗсем А. А. Трофимов, В. П. Станьял

Кӗнекери хайлавсене ал ҫырусем тӑрӑх О. Н. Терентьева тӗпчевҫӗ тӗрӗсленӗ

 

Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Мифсем, легендӑсем, халапсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2004. — 567 с.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларакан нумай томлӑ ярӑмӑн пӗрремӗш кӗнеки — халӑх хайлалӑхӗн авалхи жанрӗсен пуххи — чӑваш ӑс-хакӑлӗн нумай ӗмӗр тӑршшипе пухӑнса пынӑ тӗслӗхӗсемпе паллаштарать. Унта сӗм аваллӑхра йӗркеленнӗ хайла-хачмак та (мифсемпе легендӑсем), каярахпа пулса кайнӑ хаймак-халап та вырӑн тупнӑ.

Кӗнеке чӑваш халӑх историйӗпе, тӗнӗпе, сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланакан кирек хӑш вулаканшӑн та усӑллӑ.

«Мифы, легенды, предания» — первая книга из свода текстов чувашского фолъклора — представляет собой академическое издание с наиболее полным охватом всех имеющихся в архивах Чувашии материалов.

Жанры расположены в соответствии с современной системой классификации произведений устно-поэтического творчества.

Особо интересны мифы и легенды, оригинальные по объяснению мироздания, раскрывающие древние формы религиозно-философской мысли народа.

ISBN 5—7670—1280—6

© Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, 2004
© Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004

PDF тиесе ил 23,6 MB

 

Тупмалли

Халӑхӑн иксӗлми пуянлӑхӗ
Чӑваш мифӗсем: тытӑмӗ, кӳлепи, нӗлхи, сӑнарлӑхӗ

I. Тӗнче тытӑмӗ

Тӗнче пулса кайни
Тӗнчене пултарни
Шывпа Ҫӗр
Шыв, тинӗс, юхан шыв, кӳлӗ
Шыв
Тинӗс
Путӑк
Пӗлӗт
Хӗвел
Уйӑх
Ҫӑлтӑрсем

II. Ҫӳлти тӗнче

Турӑсемпе ырӑсем
Ҫӳлти хӑватсем
Пӳлӗхпе Пӳлӗхҫӗ
Пихампар
Кепе
Пирӗшти
Ҫӳлти пулӑмсемпе хӑватсем
Аслатипе ҫиҫӗм
Асамат кӗперӗ
Вут. Вутчуль
Кӑвак хуппипе шевле
Ҫилпе тӑвӑл. Ҫавра ҫил
Ҫумӑр. Юр. Сывлӑм
Ҫумӑрпа Юр
Сывлӑм

III. Ҫут тӗнче

Ҫӗр пичӗ
Амаксар сӑрчӗ
Щыв-шур таппи
Усен-тӑран
Чӗрлӗх-чунлӑх халапӗсем
Кайӑк-кӗшӗк халапӗсем
Тискер кайӑксем
Выльӑх-чӗрлӗх
Ҫӗлен-калта
Хурт-кӑпшанкӑ
Пулӑ-сулӑ

IV. Этем. Халӑх. Паттӑрсем

Ҫынна пултарни
Халӑх тата чӗлхепе тӗн пулса кайни
Ҫын ӗмӗрӗ. Вӑхӑтпа вырӑн. Нӗсӗл пуҫӗсемпе паттӑрсем
Этем ӗмӗрӗ
Паттӑр несӗлсем
Уйӑх ҫинчи хӗр
Хӗр кайӑк пулни

V. Ӑс-пурлӑхпа хуҫалӑх

Ӗҫе вӗренни
Тырӑ-пулӑ ӗҫӗ
Ҫурла
Сӑра вӗретни
Пир-авӑр тума вӗренни
Укҫа-тенкӗ
Чӑваш кӗнеки
Сӑвӑ-юрӑ
Ташӑ-кӗвӗ

VI. Ҫӗр ҫинчи управлӑх. Ырӑсем. Ӑрӑмҫӑсем

Ҫын управлӑхӗ. Чун. Вилӗмсӗрлӗх. Уша юпи. Пирӗшти. Пӳлӗхҫӗ
Ҫурт-йӗрпе пурлӑх-ырлӑх управлӑхӗ. Хӗртсурт. Ийесем
Хӗртсурт
Ийесем
Кил-йыш управлӑхӗ. Вӑйкилли. Йӗрӗхсем
Ял-йыш управлӑхӗ. Тӳркилли. Мӑчавӑр
Халӑхпа ҫӗршыв управлӑхӗ. Киремет. Сӑрманчӑ. Мамале
Ӑрӑмлӑх ӑстисем: юмӑҫ, пӗлӳҫӗ, вӗрӳҫӗ, чӗлхеҫӗ

VII. Хаярсемпе усалсем. Эсремет пӑскӑнӗ

Хаяр турӑсем. Эсрел. Пир. Сехмет
Эсрел
Сехмет
Пир
Ахӑр усал йышӗ: Алпастӑ, Арҫури, Аҫтаха, Вӗреҫӗлен, Вупӑр, Вупкӑн, Вутӑш, Усал
Алпастӑ
Арҫури
Аҫтаха
Вӗреҫӗлен
Вупӑр
Вупкӑн
Вутӑш
Усал
Усал-тӗселпе чӗмересем: Ӑншӑрт, Каҫӑхи, Кӑрмасан, Мур, Ниш, Сив, Типери, Тӳм-тӳм, Хытӑм, Чӑкарми, Шатӑн
Ӑншӑрт
Каҫӑхи
Кӑрмасан (мул чирӗсем)
Мур
Ниш
Сив, сӑямак
Типери
Тӳм-тӳм
Хытӑм
Чӑкарми
Тытан амак
Шатӑн
Усал-тӗсел эсремечӗ. Пӑскӑнлӑх
Юхха
Тухатмӑш

VIII. Ахӑрсаман

Талай (Ҫӗре шыв илни)
Ҫӗр ҫӑтни
Тӗнче пӗтни

IX. Леш тӗнче

Ҫӗрпе шыври усал-тӗсел. Шуйттан
Леш тӗнче тытӑмӗ. Масар йӑли-йӗрки. Масар пуҫӗ
Аялти тӗнче йӑли-йӗрки. Ҫылӑх. Сут. Тамӑк. Ҫӑтмах
Тамӑк

Ӑнлантарусем

Библиографи

 

Разделы:

Халăхан иксĕлми пуянлăхĕ

Нумай кӗнекеллӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» кӑларӑм — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрлесе пичетлекен пысӑк ӗҫсенчен пӗри. Халӑх сӑмахлӑхне институт темиҫе хут та пухса кӑларнӑ. Туллиреххӗн пичетлени — 6 томлӑ (7 кӗнекеллӗ) кӑларӑм (1973—1987). Ку ярӑм унчченхинчен чылай пуянрах пулмалла, вӑл сахалтан та 50 кӗнекерен тӑмалла.

Кӑларӑма хатӗрлекенсем Чӑваш тӗпчев институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнчи, Шупашкарти, Хусанти, Мускаври музейсемпе вулавӑшсен управлӑхӗсенчи тӗслӗхсене пурне те шута илме тӑрӑшнӑ. Кӑларӑма сӑмахлӑх тӗсӗсем (жанрӗсем) тӑрӑх йӗркеленӗ. Кӗнекесен умӗнче сӑмахлӑх хайлавӗн тӗсне, шалти тытӑмне (поэтикине), пухса тӗпченин ҫул-йӗрне кӗскен ӑнлантарса панӑ, вӗҫӗнче вара кашни тӗслӗхе кам, хӑҫан тата камран ҫырса илнине, ӑҫта упраннине кӑтартса хӑварни пур.

Чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн аталанса пынӑ пултарулӑхӗ тишкерсе пӗтерме ҫук анлӑ та пуян. Халиччен пухса пынисене йӑлтах пичетлесе пырас пулсан кӑларӑм 10—12 теҫетке кӗнекерен иртсе каймалла. Н. В. Никольский, Н. И. Ашмарин, И. Н. Юркин, Н. Р. Романов, А. Н. Милли, КВ. Элле, И. А. Патмар, И. И. Одюков, Е. С. Сидорова, Г. Ф. Юмарт тата ытти нумай-нумай сӑмахҫӑ-фольклорҫӑ пухнисене, Г. Ф. Федоров, И. Г. Вдовина пек ӑстасем юрлани-каланисене ҫӗнӗрен хушса кӑларни те кирлӗ. Уйрӑммӑн кӑларнисен паха тӗслӗхӗсем пур. Сӑмахран, Дюла Месарошӑн «Памятники старой чувашской веры» (2000), Григорий Тимофеевӑн «Тӑхӑрьял» (2002) кӗнекисем.

Ку нумай кӗнекеллӗ кӑларӑма халӑхра ҫуралнӑ еткере ирӗксӗрех суйласа илсе, пахараххисене ытти вариантсенчен уйӑрса кӗртме тивет.

Халӑх сӑмахлӑхӗн тӗсӗсене ку чухнехи ӑслӑлӑх тарӑннӑн та туллин хаклама вӗренсе ҫитрӗ, тишкерӳ меслечӗсемпе мелӗсене тӗрӗслесе йӗркелерӗ. Ҫавна май чӑваш сӑмахлӑхӗн речӗсене, тӗсӗсене палӑртмалли виҫесем, жанр ячӗсем якалса, пайӑрланса пычӗҫ. Вӗсемпе нумай кӗнекеллӗ кӑларӑмра туллин усӑ курма тӗв тунӑ. Сӑмахлӑх халӑх пултарулӑхӗн ытти енӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Вӑл уйрӑмах юрӑ-кӗвӗпе, ташӑ-вӑйӑпа, йӑла-йӗркепе, шилӗк-уявпа пӗрле аталанать. Пуплев сӑмахлӑхӗ вӗсенчен уйӑрмасӑр пӑхсан кӑна туллин кӳрӑнать. Ҫавна шута илсе кӑларӑмра паллӑрах кӗвӗсен, ташӑсен ҫыравӗсене те кӑтартма палӑртнӑ.

Халӑх сӑмахлӑхӗ — халӑхӑн пин-пин ҫул упранса юлнӑ сӑнарлӑ ӗмӗрӗ, чунӗ, шухӑшӗ-туйӑмӗ. Пиншер ҫын чунӗ витӗр шӑранса тухса, хут ҫине ҫырӑнаймасӑр упранса пынӑ вӑл. Тен, чулпа патак ҫине, тӗрпе пир ҫине карт паллисемпе ҫырӑннӑ та пулӗ несӗлсен сӑмахӗ. Анчах пирӗн авалхи кӗнекене «хӗрлӗ ӗне» (вӑрҫӑ-харҫӑ пушарӗ) ҫисе янӑ. Халӑхӑмӑрӑн пурнӑҫпа вилӗм хушшинчи вутлӑ-тӑвӑллӑ ҫулсем ҫинче авалхи чылай хайлав-халапа ҫухатса хӑварма тивнӗ. Ҫавӑнпа аваллӑхӑн упранса юлнӑ кашни тӗпренчӗкӗ пирӗншӗн ылтӑнран та хаклӑрах. Вӑйланса аталанакан ӑслӑлӑх вӗсем тӑрӑх тӑван халӑх несӗлӗсен ҫулне-йӗрне шыраса пырать.

Сӑмахлӑхӑн пур тӗсӗсем те вӑрӑм ӗмӗрлӗ. Ҫапах та пуринчен те малтанхисем тесе уҫлӑхпа ҫӗр пулса кайни, ҫутӑ тӗнчери ӳсен-тӑранпа выльӑх-чӗрлӗх ӗрчеме тытӑнни ҫинчен калакан хаймаксемпе (мифсемпе) хачмаксене (легендӑсене) тата аваллӑх халапӗсене (преданисене) шутлаҫҫӗ. Ҫавсене пысӑк кӑларӑмӑн малтанхи кӗнекине кӗртнӗ.

Хыҫҫӑнах улӑп халапӗсем, кӗлӗсем, сӑрмансемпе сӑвапсем, пилсемпе халалсем, ӳкӗтсемпе ухӑтсем, калмаксемпе вӗрӳ-суру чӗлхисем, унтан ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем, ача-пӑча тата яш-кӗрӗм сӑмахлӑхӗ, юмахсем, юрӑсем тӑраҫҫӗ. Кӗске каларӑшсем, такмак-тупӑшмак, месек-шӳтек, имӗш-тимӗш тата ьпти хайлалӑх хӑйне уйрӑм кӗнеке пулса пичетленет.

Кил-йышпа тата кулленхи пурнӑҫ йӗркисемпе ҫыхӑннӑ сӑмахлӑх уйрӑм ярӑмпа пичетленӗ. Туй-ҫуй вылявӗ, вӑйӑсемпе уявсен сӑвви-юрри, пытарупа асӑну сӑмахӗ те ярӑм-ярӑмӑн сыпӑнса пырӗ.

Халӑх пур чухне унӑн сӑмахлӑхӗ пӗтмест. Яланах ҫапла пултӑр!

Кӑларӑмӑн редакци канашӗ