Ытарайми скарабей нăрă

Вӑтӑр пин ҫул кая скарабей нӑрӑ

Ытти нӑрӑсенсен уйрӑлса тӑнӑ,

Ӗҫлӗхлипе чаплӑ скарабей нӑрӑ

Тӗлӗнтерет халӗ те ҫут тӗнчене.

 

Леш ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенче

Ежи Кавалерович хатӗрленӗ

«Фараон» кинофильм пуҫламӑшӗнче

Курӑнаҫ нӑрӑ скарабей сӑнӗсем.

 

Ҫӗр вӑтӑр ҫулсем кая Фабр Жан Анри —

Хурт кӑпшанкӑсен паллӑ тишкерӳҫи

Ӗмӗрхи скарабей нӑрра ырланӑ,

Ытти тӗслӗ нӑрӑсенчен уйӑрнӑ.

 

Якатнӑ чӑмӑра скарабей нӑрӑ

Ӑрӑва ҫитерме шӑтӑка хунӑ,

Хӑш чух тӳрех пӗчченех ҫиҫе янӑ

Шӑтӑкри апат ҫимелли пӳлӗмре.

 

Ҫепӗҫ юрӑ-кӗвӗ генийӗ Верди

Пин те сакӑр ҫер ҫитмӗлмӗш ҫулхине,

Кӗвӗленӗ «Аида» оперӑри

Ӗҫ-пуҫ ҫӳлӗлет скарабей ҫӗршывне.