Çăлтăр çÿлти тÿпере

Улатимĕр Сатур. Çăлтăр çÿлти тÿпере. Тĕнчене ăнланни, йăла-йĕрке. — Шупашкар, 2011. — 96 с., ил.УДК 821.512.111
ББК 82.3(2Рос=Чув)-6
          С 21

Ÿкерчĕкĕсем авторăн

 

 

Улатимĕр Сатур
Çăлтăр çÿлти тÿпере. Тĕнчене ăнланни, йăла-йĕрке. — Шупашкар, 2011. — 96 с., ил.

Кĕнекене сувар халăх мифĕсемпе халапĕсем, юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ. Маларах çак материала тĕпе хурса вырăсла «Мир наших предков», суварла «Чăваш тĕнчи» ятлă анимациллĕ фильмсем тухнăччĕ. Кĕнеке «Тĕнче тытăмĕ», «Хĕвел», «Пултарни», «Уçăмсăрри», «Асамли», «Паттăрлăх», «Кулленхи», «Этем ĕмĕрĕ» тата «Пурнăç иĕрки» пайсенчен тăрать. Унта тĕнче мĕнле пуçланса, вăпланса пырса паянхи пурнăçа çитиччен аталаннине кĕскен сăнласа кăтартнă. Сувар тĕнчи питех те аслă та пуян. Вăл çутçанталăк пулăмĕсене, тем тĕрлĕ пĕлтерĕше хăй евĕрлĕ расна ăнлантарать, хаклать. Тĕнче шайĕпе илсен, çакă вăл эпир мĕн авалах ăслăлăхра пысăк çитĕнÿсем тунине, çÿллĕ шайри культурăллă халăх иккенне ĕнентерет.

Укерчĕкĕсем авторăн. Интернетра mrkusatur (ютуб) каналра видеофильмсен кĕске сыпăкĕсене курма пулать.

Сувар культурине вĕренекен шкул ачисем, студент-филологсем тата суварлăхпа интересленекен ытти вулакансем валли.

© Улатимер Сатур, 2011

PDF тиесе ил, 2,8 MB

 

Çăлтăрсем чăмаççĕ сассăр
Яр çурса кĕрхи çĕре.
Асăрхатпăр та калатпăр:
Манăн çăлтăр тÿпере!
Ачаран çакна тăнланă,
Шухăша вăл ÿкерет:
Кам малтан тупса каланă —
Манăн çăлтăр тÿпере?..
Пурнăçа ытараймасăр
Ĕмĕтпе тапан чĕре
Каласа хăварнă, ахăр:
Манăн çăлтăр тÿпере.
Çавăн пек халăхăма эп,
Тем пулсан та тĕнчере,
Ĕненмесĕр пултараймăп:
Манăн çăлтăр тÿпере!

Петĕр Хусанкай,
Сувар халăх поэчĕ

Тупмалли

Литература

Ашмарин Н. И. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. 1—17 томсем. — Хусан, 1910, 1912; Шупашкар, 1928—1950.
Галошев В. П. Чăваш тĕнчи. — Шупашкар, 2003.
Елена Енькка. Повествование о чувашах. — Чебоксары, 2000.
Месарош Дюла. Памятники старой чувашской веры. — Чебоксары. 2000.
Мифсем, халапсем, легендăсем. Чăваш халăх пултарулăхĕ. — Шупашкар, 2004.
Наумов Н. Е. Ĕмĕр // Хыпар. — 1996. — Январĕн 1-мĕшĕ.
Пилсемпе кĕлĕсем. Чăваш халăх пултарулăхĕ. — Шупашкар, 2007.
Çуйăн Хĕветĕрĕ. Улăп. — Шупашкар, 1996.
Тимофеев Г. Т. Тăхăръял. — Шупашкар, 1972.
Уяр Ф. Е. Чуваши в русской литературе и публицистике. — Чебоксары, 2001—2002.
Чăваш халăх сăмахлăхĕ. 1—6 томсем. — Шупашкар, 1977—1987.
Юхма Мишши. Авалхи чăваш туррисемпе паттăрĕсем. — Шупашкар, 2000.