Кулленхи

Кашни халӑхӑн ҫипуҫӗ хӑйне евӗрлӗ илемлӗ. Кирек кам та тирпейлӗ те капӑр тумланма ӑнтӑлать. Таса та ҫыпӑҫуллӑ ҫын ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ.

Авал чухне суварсене кӗмӗл тумлӑ халӑх тенӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен ҫипуҫне, тӗрӗ-чӗнтӗрсӗр пуҫне, кӗмӗл тенкӗсемпе те илемлетнӗ. Ҫыннӑн ҫипуҫӗ ҫинче мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ пуррине кура вӑл мӗн таран ҫителӗклӗ пурӑннине пӗлнӗ. Мӗн тӑхӑннине, мӗн тӗслӗ, епле тӗрӗ-чӗнтӗрпе илемлетнине шута илсе ҫын хӑш енчисем — тури е анатри — иккенне чухлама пулнӑ.

Сувар: «Ҫамрӑк ӗмӗр пӗрре килет, выляса-кулса юлар!» — тесе юрлагь. Ҫамрӑксем ӗҫрен пушӑ чухне ҫеҫ мар, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче те каҫсерен ял хӗррине вӑййа тухнӑ. Вӑйӑ-кулӑ, юрӑ-ташӑ вӑхӑтӗнче ҫыннӑн кӑмӑлне, вӑй-халне, мӗне пултарнине курса пӗлме пулать. Кунта яш-кӗрӗм хӑйне валли мӑшӑр пулассине куҫ хывса хурать.

Ӗҫҫи вӑхӑтӗнче темӗн чухлӗ вылясан та, виҫ-тӑват сехет ҫывӑрса илнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксем аслисемпе пӗрле тӑрса каллех ӗҫе пикеннӗ. Ӗҫчен те ӑста этем халӑхра яланах хисеплӗ, сумлӑ.

Кам ҫамрӑк пулман-ши, кам юратса курман-ши! Вӑхӑчӗ ҫитсен кирек кам та юрату тыткӑн-не лекмесӗр иртеймест. Юрату хӑвачӗ ҫунатлантарать, вӑй хушать. Ҫав асамлӑ хӑвата пула этем илемленет, тӗрекленет, тӗлӗнмелле чаплӑ ӗҫсем тума, паттӑрлӑх кӑтартма пултарать. Юратакан ҫын ун пек чухне чӑтма ҫук йывӑрлӑхсене те ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерет. Юратура ҫуралнӑ ача сывлӑхлӑ, илемлӗ, телейлӗ пулать. Тӗлӗнмелле хӑват вӑл — юрату.

Анчах та юрату хӑвачӗпе асӑрхануллӑ пулмалла. Пуҫа ҫухатсан унӑн кӑварӗ ҫунтарса илме те пултарать. Ҫакнашкал та пулать вӗт: эсӗ юрататӑн та — сана асӑрхамаҫҫӗ, е сана килӗштереҫҫӗ те — анчах хӑвна урӑххи илӗртет. Ҫавӑниа та хӑшӗ-пӗри телейсӗр юратура шар курса ҫак туйӑма сивлеме иӑхать.

Авалхи вӑхӑтра пӗр йӗкӗт аякри ялтан хӑй савнине лаша ҫине лартса качча илсе килет. Анчах кӗвӗҫ ҫынсем ҫак хӗр ҫинчен усал сӑмах сараҫҫӗ: имӗш вӑл ӗҫлеме те юратмасть, алли те ҫыпӑҫуллӑ мар. Йӗкӗт хапхи умне ҫитнӗ ҫамрӑксем ҫакна илтсен питех те хытӑ гӗлӗнеҫҫӗ. Анчах та хӗр майне тупать. Вӑл лаша ҫинчен анмасӑрах тӗрӗ тӗрлесе кӑтартать. Тӗрри пит кӑткӑсах мар, анчах та унӑн икӗ енӗ те пӗр пек пулнӑ. Чи тӗлӗнмелли — тӗрӗ вӑрттӑнлӑхне ҫак ялта никам та пӗлмен. Хӗре ним сӑлтавсӑрах хур кӳме хӑтланнине сиснӗ каччӑн амӑшӗ калать: «Енчен те ку тӗрре ялӗпе те тума пӗлмеҫҫӗ пулсан... Ҫын пӗлмен тӗрӗ тӗрлеме пултаракан хӗр ӗҫе хӑнӑхмасӑрах ҫитӗнмен ӗнтӗ, вӑл пысӑк ӑста. Пире шӑпах ҫакнашкал ӑста кин кирлӗ.»

Иккӗшин хушшинче килӗшӳ пулсан, йӗкӗт хӗр патне хӑтана ярать. Ку вӑл йӑлана кӗрсе ҫирӗпленнӗ йӗрке. Суварсен хушшинче хӗр вӑрласси те, сайра хутра ҫеҫ пулин те, пулкаланӑ. Унӑн сӑлтавӗсем чылай. Калӑпӑр, ҫамрӑксем пӗр-пӗрне кӑмӑллаҫҫӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗсем хирӗҫ. Хӗр вӑрласан, хӑтана ярса хака ларакан ӗҫкӗ-ҫикӗ туса килӗшесси пӗтет. Е тата хӗрӗ «тӗрӗс тӑватӑп-ши» тесе иккӗленет. Ун пек чухне каллех йӗкӗтӗн харсӑртарах пулма тивет.

Чагшӑ, ятлӑ хӗре кам ӑмсанмӗ-ши. Унашкаллисене вӑрлас хӑрушлӑх питӗ пысӑк пулнӑ. Йӗкӗчӗ ҫумӗнчен вӑйпа илсе кайнине те калаҫҫӗ. Вӑрланӑ хӗре каялла тавӑрсан, вӑл урӑх качча каяймасса та пултарнӑ. Ялта пурӑнакан ҫынсем пурте пӗр-пӗрне курса-пӗлсе тӑраҫҫӗ. Пӗрре ят кайсан, чунтан юратакан савни сивӗнсен, лайӑх йӗкӗте качча тухма ҫукпа пӗрех.

Хӗрне кӑларсан туй тӑвассине вӑраха яман, ҫывӑх вӑхӑтрах ирттерме тӑрӑшнӑ. Ӑмсанакансем е кӗвӗҫекенсем сӑмах сарса сивӗтесрен шикленнӗ.

Паллах, этем кирек кам та сӑмахласси пулать. Суварсен хӗрарӑм пирки «Ик хӗрарӑм пӗр пасар, виҫ хӗрарӑм — ярмӑркка» тесси пур. Арҫынсем пирки «Виҫӗ арҫын — пӗр урам» теҫҫӗ.

Мӑнуксем ачасенчен пылакрах теҫҫӗ. Паллах, ку вӑл ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачи-пӑчине сахалрах юратнине пӗлтермест. Хӑйӗн ачисем ӳснӗ чухне — этем вӑйпитти тапхӑрӗнче. Унӑн ӗҫре тӑрӑшса вӑй хумалла. Ҫине тӑрса ӗҫлесе ура ҫине тӑмалла, ҫемье валли тупра тумалла, пурнӑҫа аталантармалла. Ҫавӑн пирки унӑн ачисемпе ларма вӑхӑчӗ сахалрах. Этем хӑй аслашшӗ-асламӑшӗ пулса тӑнӑ вӑхӑталла пурнӑҫа ӑнтарнӑ ӗнтӗ, пурлӑхӗ те ҫигелӗклӗ, ӗҫре те ят-сумне тивӗҫме ӗлкӗрнӗ. Чылайӑшӗ мӑнуксем ҫуралнӑ вӑхӑталла ӗҫе ҫӳреме пӑрахса пенсие кайма та ӗлкӗрет. Ҫак сӑлтавсене пулах ваттисен мӑнуксемпе хутшӑнма вӑхӑтпа чылай. Хӑйсен ачисем ӳснӗ чух ӗлкӗрейменнине вӗсем халь мӑнуксене пӑхса киленеҫҫӗ.

Пил пани

Сувар ашшӗ-амӑшне, ытти кирек кам ваттине те сума сунӑ. Вӑл ват ҫынна кӳрентересрен шикленнӗ. Мӗншӗн тесен ват ҫынна кӳрентерекен пурнӑҫра ыр курайман, кун-ҫулне ӑнтарайман. Пил илеймен ҫын хирти тӑр-пӗччен черчен йывӑҫ пек ним хӳтлӗхсӗр тӑрса юлать. Ял-йышра та унашкал ҫын хисепсӗр. Ваттисен пилне илме тивӗҫлисем пархатарлӑ. Вӗсен пилӗпе пӗрле санра пӗтӗм йӑх, тӑван ҫӗрпе шыв вӑй-хӑвачӗ пулать. Ҫакнашкал йӑла-йӗркепе пурӑнать сувар, ӗмӗтленет, малашлӑха тимлет.