Сувар сăмахĕ (Асăмри çулсем): Сăвăсем, юрăсем, шухăшлавсем

Львова А.Г. Сувар сăмахĕ (Асăмри çулсем): Сăвăсем, юрăсем, шухăшлавсем. — Шупашкар: Историпе культура тĕпчевĕсен К.В. Иванов ячĕллĕ фонд, 2011. — 200 с., ÿк.Проект ертÿçисем —
истори наукисен докторе В. П. Иванов,
таврапĕлуçĕ Ю. А. Львов

 

Львова А. Г. Сувар сăмахĕ (Асăмри çулсем): Сăвăсем, юрăсем, шухăшлавсем. — Шупашкар: Историпе культура тĕпчевĕсен К.В. Иванов ячĕллĕ фонд, 2011. — 200 с., ÿк.

 

Руководители проекта —
доктор исторических наук В. П. Иванов,
краевед Ю. А. Львов

 

Львова А. Г. Слово сувара (Памятные годы): Стихи, песни, размышления. — Чебоксары: Фонд историко-культурологических исследований им. К.В. Иванова, 2010. — 200 с., ил.

 

Çак кĕнекене кăларма пулăшнăшăн «Сувар» фонда тата Тутарстанри сувар-чăвашсен эрнесерен тухса таракан «Сувар» хаçат редакцине пысăк тав тăватпăр.
Çыхăнмалли индекссем:
Тутарстанра — 54156
Раççейре — 79273

 

© Львова А. Г., 2011
© Фонд историко-культурологических исследований им. К. В. Иванова, 2011

 

Тата вулăр

 

Тупмалли

Хисеплĕ вулаканамăр!
Эпир суварсем

«Вăрçă чухнехи асăмрах»

Вăрçă пуçланнă кун Трак районĕнче мĕнле иртнĕ
Çĕр-аннемĕр чĕнет
Шĕтме шывĕ юхать макăрса
Çулсем иртсен
«Ты чем помог фронту?» пшакат çинчен
Эсĕ фронта мĕнпе пулăшнă?
Хулара
Вăтăр çултан
Çулсем иртсен
Хальхи Шупашкарта
Плакатсем, плакатсем...
Вăрçă вăхăтĕнче Шупашкара кайни
Хулана кайни
Хваттерте
Ялта пурнăç çăмăл
«Ĕмĕр-ĕмĕр тивĕç мухтава», «Тав тăватпăр аннемĕрсене»,
«Вăрçă вăхăтĕнче» тата ытти хăш-пĕр юрăсем çинчен калани
Саламлатпăр аннемĕрсене
Мăнтарăн ачисем
Вăрçă чухнехи асăмрах
Вăрçă чухне
Манмасть хура халăх
Саламлатпăр аннемĕрсене
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа 55 çул
Ĕмĕр-ĕмĕр тивĕç мухтава
Никам та, нимĕн те тухман манăçа
«Ĕмĕр асăмра» юрă çинчен
Ĕмĕр асăмра
Вăрçă вăхăтĕнче

«Атте алăк ай уçăлчĕ» (салтак юррисем)

Салтак юррисем çинчен
Атте, маншăн ма макăран
Атте алăк ай уçăлчĕ...
Ялтан-йышран уйрăлтăм
Тăлăх ача салтаклăх
Çырман пулнă Турă пĕрле пурăнма (салтак юрри)

«Ĕмĕр-ĕмĕр тивĕç мухтава» (юрăсем)

Вăрçă вăхăтĕнче
Ĕмĕр пулĕç халăх асĕнче
Ĕмĕр-ĕмĕр тивĕç мухтава
Саламлатпăр аннемĕрсене
Мăнтарăн ачисем
Çуркуннепе аслă вăрман...
Тав, мухтав сире, Çĕнтерÿçĕсем!

«Халăх сăмах-юрри пуян»

Тăван юрă-кĕвĕ çинчен
Çуралнă кун ячĕпе
Сăвар юрри юхтăр хăватлă саспа
Тăван халăхăн сăмах пуянлăхне пухасси - пирĕн ĕç
Юрă, çумри юлташ пек, яланах çынна пулăшать
Тăван халăхăн сăмах пуянлăхне çулсерен пухар
Никамшăн та усăллă мар шутланакан ĕçсенче вырăнти
халăхăн историйĕ упранать
Тăван юрăсем пуриншĕн те хаклă
Ÿсмен хут çинче
Сăмах пуянлăхĕн пĕр тĕслĕхне те çухатас марччĕ

«Ытарайми тăванăмсем» (юрăсем)

Юрла, юлташ, юрруна
Мана старик юратать
Утма çулпа утма лайăх
Юрла-юрла ĕçсессĕн илемлĕ
Çил çунатлă кăвак лаши
Ытарайми тăванăмсем
Шăллăм, пире ан ойăр
Савнисен тĕлне çитсессĕн...
Ял варринче сар хĕрне...
Уйăр витĕр уй курăнать
Атте мана тутара качча парас тет
Хунемене, ял-йыша ман юрасчĕ
Сăрт хĕррисем симĕссĕн курăнма пуçларĕç
Татах килсе курассăм килет
Мĕнле чĕнме манса каймарăр...

«Вырмара»

Ĕлĕкхи пурнăç
XVIII ĕмĕр тăрать илтĕнсе
Питĕ йывăр çĕр ĕçĕ
Кĕркунне çитсен
Вырмара
Ĕçсем пуçтарсассăн кĕрхи кунсенче
Кукамай пурнăç курнă, пĕлет вăл нумай
Усал çук тесе ан шутлăр
Ыйткалакансем, ыйткалакансем...
Кукамайăм, кукамай

«Сăмахра вăй-хăват иксĕлми»

Пит илемлĕ, ирĕк çÿл тÿпе
Сив сăмах çын чунне амантать
Телей çук тенипе килĕшме май çуках
Сăмахра вăй-хăват иксĕлми
Çулла хирте
Çутçанталăк, эс манăн!
Сăмах çăмхине майласси...
Çăлса кăларасчĕ кăштах куç умне
Вăхăт темĕнрен те хаклă
Çуралнă ялта
Мĕн чухлĕ çын пĕтрĕ
Çулсем хыçа юлчĕç
Тăван чĕлхене хакламанни - тăван чĕлхене
хисеплеменниех

«Кая юлса ăнлантăм»

Пасарта
Черет йышăнаççĕ
Киле май утатпăр
Виçĕ кун иртсен
Çулсем иртсен
Салам, çирĕп сывлăх сана, кукамай!
Нихçан та манаймăн
Кая юлса ăнлантăм
Хăна юрри
Саламлатпăр атгепе аннене!

«Нумай вулăр, çырăр эсир, ачасем!»

Хамăн шухăшсем, ĕçсем çинчен кĕскен калани
Нумай çулсем хушши чăваш шкулĕнче тăван чĕлхене
вĕрентнĕ май, тĕрлĕ темăсемпе хам тĕллĕн çырса пынă ĕçсем
çинчен кĕскен калани
Хам çырса йĕркеленĕ ĕçсем пирки каланă шухăшсем
Эсир хут вĕренĕр
Кайран кая пулĕ
Сăмах пуянлăхĕ иксĕлми
Нумай вулăр, çырăр эсир, ачасем!

 


 

Хисеплĕ вулаканăмăр!

Сирĕн умра ывăнма пĕлмен тараватлă та чĕрĕ шухăшлă Антонина Львовăн иккĕмĕш кĕнеки. Çакă чăнах та тĕлĕнмелле пултаруллă халăх поэтессин пĕрремĕш кăлăрăмĕ — «Манăçми сăнарсем» (2009 ç.) — вулакансене питĕ килĕшнĕччĕ. Ку хутĕнче вара Антонина Львова 1975—1995 çулсенче хайланă хăйĕн сăввисене, юррисене тата пурнăç çинчен шухăшланисене пичетлесе халăх умне кăларса тăратать.

Львова Антонина Герасимовна 1929 çулта майăн 5-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Лапракасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ — Федоров Герасим Федорович — учитель, амăшĕ — Федорова Варвара Сергеевна — колхозница пулнă. Сакăр çулта Хăймалакассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкула кайнă. Ку шкула пĕтернĕ хыççăн Муркаш районĕнчи Тивĕшри вăтам шкулта вĕренме тьггăннă. 1949-мĕш çулта Канашри учительсем хатĕрлекен институтри чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне кĕнĕ. Ку институтран вĕренсе тухсан, 1951-мĕш çулта, Чăваш АССР Çут ĕç министерствин направленийĕпе Красноармейски районĕнчи Мартынкассинчи 7 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçланă. Ку шкулта виçĕ çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1954-мĕш çулта çак районти Шупуçĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме тытăннă, ачасене чăваш чĕлхипе литератури, нимĕç тата музыка вĕрентнĕ. 1957-мĕш çулта, асăннă районти Чатукассинчи пуçламăш шкула 7 çул вĕренмелли шкула куçарнă, шкул директорĕ пулма унăн упăшкине, Львов Анатолий Львовича, уйăрса лартнă. Вĕсем пĕрле Шупуçĕнчи шкулта ĕçленĕ. Упăшкипе Чатукассинчи 7 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме тытăннă, ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ку шкула 1958-мĕш çулта 8 çул вĕренмелли шкул, 1965-мĕш çулта, общественность тата ашшĕ-амăшĕсем ыйтнине тивĕçтерсе, вăтам шкул туса хунă. Çак шкулта Антонина Герасимовна тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Малтанхи вăхăтра унта условисем лайăхах мар пулсан та тухăçлă ĕçлеме май тупнă, Вăл чăваш литератури кружокне йĕркеленĕ. Ачасене сăвăсем çырма вĕрентме тăрăшнă. Чатукасси тата ытти çывăхри ялсенчи ватăсем каласа панисене çырса илнĕ. Ялсен, шкулсен историйĕпе, çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма тăрăшнă.

1941—1945 çç. А. Г. Львова Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисен, тыл ĕçченĕсен аса илĕвĕсене, вĕсен ушкăнпа тата пĕчченшер ÿкернĕ сăн ÿкерчĕкĕсене, журналсемпе альбомсене пухнă. Кунашкал журналсемпе альбомсем 45 яхăн пухăннă унăн. Ку çăмăл мар ĕçе вĕренекенсене те хастар хутшăнтарнă.

Эсир алла илнĕ кĕнекери сăвăсемпе юрăсем, тĕпрен илсен, Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç пирки, фронт паттăрĕсемпе тылра нумай вăй хунă ял хĕрарăмĕсем çинчен. Поэтесса хăй çав пурнăçа курнă, пĕлнĕ, тÿснĕ, çавăнпа та вăл хайлавĕсене чĕререн тухакан туйăмпа çырнă. Çавăн пекех поэтессăн чăваш сăмахлăхĕ, юррисем пирки, чăваш халăх шăпи çинчен шухăшлани тата ачасене вĕренме чĕнсе каланисем хăйне май кăсăклă.

Проект ертÿçисем.

 

Эпир суварсем

Суварсем яланах хăйсен историллĕ ятне сăвапласа пурăннă. Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнче те, Хусан ханствин тапхăрĕнче те урăх тĕне йышăнман — тăван халăхăн йăли-йĕркине упрама тăрăшнă. Хамăрăн ватă асатте-асаннесен: «Çĕнĕ йĕрке шухăшласа кăларма кирлĕ мар, киввине ан манăр» текен пилне пурнăçлани пулнă ĕнтĕ ку. Пирĕн тăван халăх XVIII-мĕш ĕмĕрчченех сувар-пулкар ятпа çÿренĕ.

«Сувар» сăмах нумай пĕлтерĕшлĕ: çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсене «супар» тенĕ (суп — ывăн, халтан кайса ĕçле — ĕçпе супрăм, ар — çын), ир тăрсан, Турра мухтаса «савир» (сав, ир), «сапăр ту» — çырлахуллă, кăмăллă пул, пĕр-пĕрне «Пĕрлех пулар, сапирсем», тенĕ. Сапир (сабир) — араб сăмахĕ — мирлĕ, йăваш, лăпкă. «Супар», «савир», «сапир» — «сувар» сăмахăн маларахри формисем. Ялсенче паянхи кун та «сума сăвар» (хисеплĕ, сумлă ар), «сăваплă ар», юратнине палăртма — «савар» (сав — юрат, ар — çын) сăмахсем пур. Паллакан çынна тĕл пулсан: «сывар», «сывă пул», «суар» (су — сывлăх, ар — çын) тетпĕр. Чăваш чĕлхинче çак сăмахсемпе сĕм авалах усă курма тытăннă, вĕсем пирĕн халăхăн этнонимĕпе тачă çыхăнса тараççĕ. Н. И. Ашмарин словарĕнче çак сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене çапла ăнлантарнă: сапăр (сабар) — шăп, лăпкă, сăпай. Сапăр ту — çырлахуллă, кăмăллă пул — «Самара кайрăм сапăрпалан». «Сепир (сабир)» тесе ĕлĕк Пугачевпа пĕрле çĕмĕрсе çÿренĕ çынсене каланă тет» (Ашм., 11 т., 53—54 с.).

Ку кĕнекере те, хамăр халăх ятне хисеплесе, сăвăсенче «сувар» тесех çырнă.

Антонина Львова.