Çеçенхирти пушар. Поэмăсем

Русаков А. Н. Çеçенхирти пушар. Поэмăсем. — Шупашкар: Çĕнĕ Вăхăт, 2010. — 88 с.Русаков А. Н.
Çеçенхирти пушар. Поэмăсем. — Шупашкар: Çĕнĕ Вăхăт, 2010. — 88 с.

Русаков А. Н.
Пожар в степи. Поэмы. — Чебоксары: Новое время, 2010. — 88 с.

© Русаков А. Н., 2010

Тиесе ил PDF, 3,9 МB

Тупмалли

Виталий Енĕш. Кăлканлă уйсем-хирсем
Шумерсем
Тăмарислу
Сăварсем
Пăлхарсем
Таркăнсем
 
 

 

Кăлканлă уйсем-хирсем

Тĕп халăхăмăртан аякра пурăнакан тăванăмăрсем чăваш халăхĕн иртнĕ кун-çулĕпе уйрăмах хытă кăсăкланаççĕ. Вулакансем пит хапăл туса кĕтсе илчĕç Василий Николаев, Микул Ишимбай, Геннадий Челпир хунсем, сарматсем, сăварсемпе пăлхарсем çинчен çырнисене. Вĕсем: «Ĕнерхи куна манакана ыранхи кун тавăрать», — тенине тĕпе хурса çырнă пулас.

Акă, пирĕн алăра — Аркаднй Русаковăн çĕнĕ кĕнеки. Унта пилĕк поэма, апла пулин те çав хайлавсенче çынсем хушшннчен суйласа илнĕ тĕп геройсем çук, вĕсенчи тĕп герой — пăлхар-чăваш, сувар-чăваш, хунн-чăваш халăхĕ. Кунашкал хайлавсем вырăс, тутар, пушкăрт тата ытти халăхсен литературинче те çук мар. Тĕслĕх вырăнне, М. Лермонтовăн «Бородино» поэмине илме пулать. Поэмăри тĕп герой — халăх.

Аркадий Русаков ĕçлесе пурăнакан Хветĕркке сали тавра — куç виçейми çеçенхир. Хăть кăнтăралла пăх — тинĕс евĕр хумханса выртакан кăлканлă хир, хăть çурçĕрелле, тухăçалла е анăçалла пăхсан та çавах: кăлкан, кăлкан, кăлкан... Мĕн ачаллах çакнашкал виçесĕрлĕхе курса ÿснĕрен-ши, А. Русаков та хăйĕн поэмисене кăлканлă çеçенхирсем пекех сарать. Мĕнех — кашнин хăйĕн мелĕ, хăйĕн меслечĕ. Эпир пурте — тĕрлĕ çынсем, çырма та тĕрлĕрен çыратпăр. Ара, чăн-чăн литературăн илемĕ те çавăнта мар-им-ха?

Аркадий Русаков 1952 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикинчи Кинчеккей ятлă ялта çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Совет Çарĕнче пулнă, ун хыççăн медицина институтĕнче вĕреннĕ. Пушкăртстанрн Фёдоровка салинчи район пульницинче неврологи уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçлет.

Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ. Унăн кĕнекисем: «Инçетри тухăçра, чикĕре...» (2004), «Чуллă вар» (2006), «Страницы чувашской истории» (2006), «Çеçенхирти пушар» (2010).

Виталий Енĕш,
Пушкăртстан культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ