Юлашки чăваш…

Халăх шучĕ епле хăвăрт чакса пынине кашни çын Раççей шайĕнче çырав ирттермесĕрех хăйĕн несĕл йывăçне хут çине ÿкерсен курма пултарать. Çемьере хăш тăван хыççăн чăваш юлманнине хĕрлĕ тĕспе палăртмалла çеç. Ытти халăхсем хăвăрт йышланнă чухне чăваш халăхĕ сахалланса пырать. 1970 çулта Пушкăртстанра 126 638 чăваш пурăннă пулсан юлашки çырав тĕлне (32 çул хушшинче) чăваш йышĕ 9 321 çын таран чакнăччĕ.

Халăх йышĕ мĕншĕн чакать-ши?

Темиçе ĕмĕр хушшинче те пирĕн сăпайлă та ĕçчен‚ чăтăмлă та паттăр халăха тăшмансем тĕп тăвайман‚ XXI ĕмĕрте вара эпир хамăра хамăр пĕтерсе пыратпăр! Çакă пирĕн «çутта тухнă ăрăвăн» айванлăхĕ‚ сÿрĕклĕхĕ е истори умĕнчи преступленийĕ?

Чăваш историкĕ тата философĕ Гурий Комиссаров «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши‚ каймĕ-ши?» кĕнекере асăрхаттарнă тăрăх‚ 1918 çулта пирĕн халăхăмăр тĕп пулассине кăтартакан 11 хăрушă çитменлĕх пулнă. Çав шутра хастар ашшĕ-амăшĕ вырăнне «юрăхсăр ачи-пăчи пулни»‚ эрех-сăра ĕçме‚ чĕлĕм туртма юратни‚ сывлăх хавшани‚ ухмах ача çуратни‚ ача çуратманни‚ чăваш кăмăлĕ пăсăлни‚ пĕрле кар! тăрса ĕçлеменни‚ харпăр хăйне вĕлерни‚ урăх халăхсемпе хутăшса кайни тата ытти те. Чăваш халăхĕ аталанса каяссин тĕслĕхĕсене те палăртнă ăсчах. Вĕсен шучĕ — 21. Чăваш пурнăçĕнче ырри нумайрах пулсан мĕншĕн пирĕн ĕç-хĕл çав тери япăх-ха? «Ман шутпа‚ куншăн чи малтан ашшĕ-амăшĕ айăплă. Вĕсем ачисене кирлĕ пек воспитани памаççĕ!»‚ — шутлать Шупашкарти фольклорçă Галина Ильина.

Лайăххи пирки

92 çул хушшинче (Г. Комиссаровăн тĕпчевĕ çутта тухнăранпа) чăвашăн мăнаçланмалли мĕнле çитĕнÿ пулчĕ-ха? Çак тапхăрта Чăваш Республики çуралчĕ‚ республикăн президентне суйларĕç. Николай Ашмаринăн 17 томлă словарĕ икĕ хут пичетленсе тухрĕ‚ Андриян Николаев космосра пулчĕ‚ Геннадий Волков этнопедагогика ăслăлăхне никĕслесе тĕнче шайне çĕклерĕ. Чăвашла хаçат-журнал нумайланчĕ‚ радио тата телевидени чăвашла калаçма тытăнчĕ‚ чăваш литератури тĕнче литературин сумлă пайĕ пулса тăчĕ. Чăваш чĕлхипе литературине‚ историпе культурине аслă шкулсенче тĕпчеме тата вĕрентме пуçларĕç. Чăваш тĕрри наука пулса пырать. Эппин‚ çитĕнÿсем пур!

Апла пулсан та XXI ĕмĕрте чăваш халăхĕн пурнăç çулĕ шутсăр тумхахлă та кăткăс. Нумай çемьере хунавсăр «юлашки чăвашсене» курма пулать. Мĕншĕн-ши?

Демографи

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕччен чăваш халăхĕ йышлă пулнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи умĕн‚ ун вăхăтĕнче тата каярах çуралнă хĕрарăмсен çемйисем нумай ачаллă. Кайран чăваш хĕрарăмĕсене мĕн пулнă-ши? Сталин влаçĕ вăхăтĕнче вĕсене лаша вырăнне кÿлсе ĕçлеттернĕ. Ача çуратни‚ пăхса ÿстерни хисеплĕ ĕç шутланман. Ача çуратсанах хĕрарăм ĕçе тухнă‚ «харампыр» пуласран хăранă. Хальхи Раççейри ĕç-хĕл унчченхинчен те кăткăсрах. Сăлтавĕсем: пурнăç хаклăланни‚ чухăнлăх‚ арçынсемпе хĕрарăмсене танлаштарни‚ православи тĕнĕпе пурăнакан арçынсем пачăшкăсем пекех эрехе юратни‚ арçынсен шучĕ чакни‚ чылайăшĕ çĕнĕ пурнăçа хăнăхайманни тата ытти те.

Идеологи (шел пулин те‚ хальхи вăхăтра ку — тĕн) ыйтăвĕ

Чăваш халăхĕ ĕрчеменнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри — Христос тĕнне йышăнса вырăсланма пуçланинче пуль. Тен‚ çавăнпах ĕнтĕ юлашки 20 çул хушшинче мăсăльман тĕнне йышăннă (чăваш пулма пăрахнă) хĕрарăмсен шучĕ темиçе хут ÿсрĕ. Чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев вара хăйĕн халалĕнче чăваш халăхĕн пуласлăхне пĕтĕмпе вырăс халăхĕн вăй-халĕпе çыхăнтарать. Шел пулин те‚ вырăс халăхĕ хăй те йышланса пыракан халăхсен шутĕнче мар. Вăл çулсерен сахалланса пырать. Çакăнта хăрушă паллăсем нумай: вырăс хушшинче эрехпе иртĕхекенсем‚ хăйсен ирĕкĕпе вилекен чунсем пайтах. Ку тĕлĕшрен пирĕн çĕршыв малти ретре.

Нацилĕх палли

Упăтене кашăк кирлĕ мар‚ анчах апата кашăкпа çиме пултарни çеç чĕр чуна этем шайне çĕклеймест çав.

Этем — чăваш‚ пушкăрт‚ вырăс‚ нимĕç‚ акăлчан пулмасан‚ кам-ши вăл? Çут çанталăк е биологи чунĕ. Анчах çут тĕнчере упăтен кăна национальноçĕ çук. Кашни çыннăн нацийĕ‚ халăхĕ‚ тăван чĕлхи пур.

Тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ

Ача-пăча тăван чĕлхе урлă пĕлÿ илни — шутсăр пĕлтерĕшлĕ. Ку — аксиома. Ăна вырăс ăсчахĕсем М. Ломоносов‚ К. Ушинский‚ Н. Пирогов ĕненмелле уçса панă. Анчах киревсĕр политикăна пăхăнса‚ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче кашни предмета — математикăран пуçласа истори таран — вырăсла вĕрентме пуçланă. Ют чĕлхе ачан пуç мимин тытăмне (структурине) улăштарать. Мĕншĕн тесен кашни чĕлхе — урăхла е уйрăм менталитет (шухăш çуралăвĕ‚ майлашăвĕ‚ йĕркеленĕвĕ) ‚ тавракурăм‚ пурнăç философийĕ‚ хăвна тытмалли программа. Çирĕплетекен факт: хальхи вăхăтра чăвашлăха сума суман ентешсем пурте вырăс чĕлхиллĕ ача пахчинче‚ шкулта чăвашлăха хисеплемен учительсем патĕнче вăтам пĕлÿ е «вырăс университетĕнче» аслă пĕлÿ илнĕ çынсем. Чăваш шкулĕнче вĕренни тăван халăха юратать‚ тутарла вĕренекен — тутар халăхĕпе мăнаçланать. Вырăс ачисем акăлчан шкулĕнче вĕренеççĕ пулсан Европăри е Америкăри çĕршывсене куçса кайма тăрăшаççĕ.

Интеллигентсем

Хăйсен ачисене чăвашлăхран татакансем хушшинче ытларах халăхăмăршăн ырă тĕслĕх пулса пурăнмалли «интеллигентсем». Ĕненетĕр-и‚ çук-и‚ анчах пирĕн халăхăмăрăн чи пултаруллă çыннисен хушшинче пурте тенĕ пек «юлашки чăвашсем» çеç. Çакă сире Ходжа Насреддин хăй ларакан йывăçа пăчкăпа каснине аса илтермест-и?

Тепĕр тесен пирĕн халăхра интеллигентсем пур-ши? Шел пулин те‚ çукпа пĕр! Мĕншĕн тесен ун евĕр çын аллинче университет пĕтернине ĕнентерекен виçĕ диплом пулмалла. Аслашшĕн‚ ашшĕн‚ мăнукĕн… Ак тамаша! Капла пулсан «интеллигентсене» интеллигентсем тесе тивĕçсĕр вăрçмастпăр-и эпир? Шел пулин те‚ Сталин тăрăшнипе Раççей халăхĕсем хушшинче интеллигентсем хальччен пулман‚ халĕ те вĕсем кирлĕ пек кондицие çитсе‚ пиçсе ĕлкĕреймеççĕ пулас. Аталанса пынă тапхăртах чăваш интеллигенцийĕн ăру сыпăкĕ çĕрнĕ сăнчăр евĕр татăлать. Пуçлăх‚ усламçă‚ инженер‚ профессор‚ писатель‚ учитель çемйинче ача чăваш пулса ÿстĕр тесе тĕп тĕллев лартмаççĕ (йĕркелеймеççĕ‚ тавçăраймаççĕ‚ пĕлмеççĕ). Çавăнпа хăйĕн çемйинче (е несĕлĕнче те!) вăл чăвашлăха тĕп тăвакан‚ малалла яман‚ тымарĕсемпе хунавĕсене вăтăрса тăракан юлашки чăваш пулса пырать. Ахальтен мар 2009 çулта ЮНЕСКО Раççейри 136 халăха‚ çав шутра чăвашсене те‚ пĕтекен халăхсен йышне кĕртнĕ.

Юлашки чăвашсем

Чăн та‚ чăваш «интеллигенчĕн» çемйинче ача-пăча чăваш пулса ÿснĕ тĕслĕхсем çукпа пĕр. Тен‚ Хусанкайсем? Анчах вĕсем те икĕ сыпăкран иртеймен. Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче чăваш чĕлхине çухатман Никитин-Ефимовсен интеллигент династийĕ пур-ха. Урăх тĕслĕхсене эпĕ пĕлместĕп. Тÿнтер тĕслĕхсем — шутсăр‚ вĕçĕ-хĕррисĕр!

Хăйсен çемйинче юлашки хут чăваш пулса историе кĕнĕ генисене аса илни вырăнлă пуль. Вĕсем: Китай чĕлхипе историне тĕпченĕ Иакинф Бичурин (1777-1853) ‚ Санкт-Петербург архитекторĕ Петр Егоров (1731-1789) ‚ чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев (1848-1930) ‚ академик‚ тăпра тĕпчевçи Иван Антипов-Каратаев (1888-1965) ‚ космонавт Андриян Николаев (1929-2004) ‚ Гурий Комиссаров (1883-1969) тата Александр Тихонов (1931-2003) ăсчахсем‚ Антонина Нухрат (1900-1983) тата Иван Гурьев (1912-1960) халăх хастарĕсем… Павел Миронов (1861-1921) çутта кăларакан ăсчахăн‚ Константин Ивановпа (1890-1915) Ираида Петрова-Нарс (1913-1983) çыравçăсен тата Прасковья Корина (1900-1992) юсавçă-художникăн ачи-пăчи пулман. Вĕсем пурте кăвар чĕреллĕ чăваш пулса пурăннă çынсем.

Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ

Тăван халăха Çĕр чăмăрĕ çинче сыхласа хăварас‚ аталантарас тесен ĕмĕр тăршшĕ йăла-йĕркене çирĕп тытса пурăнни кирлĕ. Ахальтен мар пуль ĕлĕк чăваш çынни хурăнташĕ патне килсе кĕрсен чи малтан: «Асатте-асаннесен йăли-йĕркисене манмарăр-и‚ çĕнĕ йăласем кăлармарăр-и?» тесе кăсăкланнă.

Халăх пуласлăхĕ — халăх аллинче

Пин çул пирĕн халăх интеллигенцисĕрех аталаннă. Совет университетĕнче панă суя пĕлÿпе пурăнакан е пур-çук пĕлÿпе çырлахакан интеллигенци (пуçлăхсем‚ тÿресем‚ учительсем‚ мулласемпе пачăшкăсем‚ ыттисем) тăван халăха ним те мар сутма пултарать. Историре ун пекки нумай пулнă. Ахальтен мар В. И. Ленин «киселе ăшанă интеллигентсене» юратман. Интеллигенци çине шанăç пысăк марри куç кĕрет. 922 çулта Атăлçи Пăлхарăн пуçлăхĕсемпе тÿрисем мăсăльман тĕнне йышăнсан хура халăх вĕсене пăрахса кайнă. Пин çул этем кĕреймен çатра вăрмансем хушшинче хăй пĕлнĕ пек пурăннă‚ чĕлхине упранă‚ йăла-йĕркисене тытнă‚ аталаннă.

Çăлăнăç çулĕ пур-ши?

Асаттесем пиллесе хăварнă пуян еткере (чĕлхене‚ йăла-йĕркене‚ халăхăн историне) упрамалла‚ тивĕçлипе хаклама вĕренмелле‚ профессиллĕ шайра аталантармалла.

Кашни чăваша пуйма вĕрентмелле‚ анчах кашнине асăрхаттармалла: чăн-чăн телей укçапа мулта мар‚ тăван халăха пулăшнинче‚ тăван чĕлхене аталантарнинче‚ йăла-йĕркесене тытса пынинче.

Тĕн (идеологи) — тухăçлă бизнес‚ анчах вăл хура халăхшăн мар‚ олигархсен интересĕшĕн анчах. Тĕн вĕсене çылăха кĕме ирĕк парать: чиркÿшĕн укçа тăкса тăрсан — хуть хăш çылăхран та хăтăлатăн (суя индульгенци).

Демократиллĕ çĕршывра халăх пĕрлĕхĕсем нумай пулмалла‚ вĕсене йышлăлатмалла‚ вĕреннĕ çынсене политикăпа кăсăклантармалла‚ партисене кĕртмелле‚ чăваш элчисене депутата тăратмалла‚ тÿре-шарана вырнаçтармалла. Коррупцие пĕтермелле.

Çĕршыври тата тĕнчери тĕрлĕ халăх пĕр-пĕрне пулăшса пурăнмалла. Çĕр чăмăрĕ çинче пĕр чĕлхене те‚ наци культурине те пĕтерме юрамасть.

Çĕршыври пурнăç условийĕсене Европа стандартне çитермелле.

Ф. Каблуков.
Урал сасси. — 2010. — Авăн 16.

 

Разделы: