Чăваш çемйи чăвашах çитĕнтертĕр

Паянхи лару-тӑрӑва илес пулсассӑн, чӑвашсен йышӗ чаксах пырать. Пӗтӗмӗшле пӑхсан, чӑвашсен кӑна мар, Раҫҫейре пурӑнакан ытти вак халӑхсен те. Хӑшӗ-пӗри ҫакна асӑрхамасть е вуҫех пӗлмест, пӗлекенни вара шӑпрах тӑма кӑмӑл тӑвать. Мӗн тӑвас тен, йӑваш чӑваш...

Тӗрӗссипе, эпир хускатнӑ ыйту паян ҫеҫ ҫуралман. Ӗлӗкех пулнӑ вӑл. Кун ҫинчен пире Гурий Комиссаров-Вантерӑн «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши» ятлӑ статйи те ҫирӗплетсе калать. Ӑна вуласан тӗлӗнетӗн: XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мар, тинтерех ҫырнӑ пулӗ ку ӗҫе; Питӗ тарӑн та пӗлтерӗшлӗ, кивелми шухӑшсем палӑртнӑ чӑвашсен паллӑ историкӗ, тӑван халӑх культурине тишкерекенӗ. Чӑваш пӗтессине кӑтартакан хӑрушӑ паллӑсен шутне вӑл ҫаксене кӗртнӗ:

  • хастарлӑ ашшӗ-амӑшӗ вырӑнне юрӑхсӑр ачи-пӑчи пулни;
  • эрех-сӑра ӗҫме, чӗлӗм туртма юратни;
  • начар кӗлетке;
  • сывлӑх чакни;
  • ухмах ҫурални;
  • ача ҫуралманни (хунавсӑр чӑвашсем) ;
  • харпӑр хӑйне вӗлерни;
  • урӑх халӑхсемпе хутӑшса кайни;
  • чӑвашӑн хӑй ӑсӗпе тунӑ ырлӑхсем (культура) ҫукки.

Пӗр пункчӗпе те килӗшмесӗр май ҫук. Кашнин пиркиех темӗн чухлӗ калаҫма пулать. Анчах тӗп сӑлтавӗсем виҫҫӗ: 1) пӗтӗмӗшле алкоголизаци; 2) ача ҫуратманни; 3) тӑван чӗлхене хисеплеменни.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кашни ҫын пуҫне ҫулталӑкра 8 литр эрех-сӑра тивсен ку наци вилӗмӗ патне илсе ҫитерме пултарать. Пирӗн Раҫҫейре вара 12–13 литртан та иртет ҫак паллӑ виҫе. Мӗн ҫинчен пӗлтерет-ши асӑннӑ статистика. Ҫапла, савӑнмалли сахалтарах. Анӑҫ «культурин» витӗмӗпе кӑмӑл-сипет нормисем хавшаса пыраҫҫӗ, нумай пулмасть килпетсӗр тенӗ япалана «йӗрке» пек йышӑнаҫҫӗ. Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем хушшинче 92 проценчӗ 15 ҫула ҫитичченех тутанса пӑхнӑ «хаяррине». Кашни виҫҫӗмӗш — 10 ҫултах. Ӑс-тӑнӗпе психики йӗркеленсе ҫитмен «пурнӑҫ чечекӗсем» пур информацие те хӑвӑрт йышӑнаҫҫӗ. Уйрӑмах сиенлисене. Мӗншӗн тесессӗн сиенли яланах ансат. Кӑткӑссисемпе пуҫа ватас килмест вӗсен. Ҫакна шута илеҫҫӗ те суту-илӳ енче ӗҫлекенсем. Эрех-сӑра, сывлӑхшӑн сиенлӗ шӗвексемпе сӗткенсем, пирус тата ытти килпетсӗр япаласене рекламӑлакан роликсем илӗртӳллӗ, тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑпа, сӑрапа ялкӑшаҫҫӗ, кӗскен те витӗмлӗн каланӑ путсӗр сӑмахсем самантрах пуҫа вырнаҫса юлаҫҫӗ. Астивсе, тутанса пӑхас туйӑм ҫуралать тӳрех. Уйрӑм ҫын инкекӗ кӑна мар вӑл, пӗтӗм халӑх хуйхи. Эрех-сӑрапа минренӗ ҫамрӑка тек нимӗн те кирлӗ мар. Унӑн характерӗ ҫирӗпленсе ҫитеймесӗрех пӑсӑлас енне сулӑнать. Ӑнсӑртран пулаҫҫӗ-ши ҫакӑн евӗрлӗ улшӑнусем; Ҫук, паллах. Таврара, ҫемьере мӗн хуҫаланнине сӑнаса ҫавна вӗренет ача. Ҫакӑнтан килет малашне лайӑх е усал ҫитӗнесси. Ырӑ пуҫарусемпе аталанӑва ҫемьерен пуҫламалла. Ҫемье — никӗсре.

Тӑван-пӗтенсене палламасан, кил-йышшӑн хаклӑ, пӗлтерӗшлӗ япаласене пуҫтармасан, вӗсене упраса йӑхран-йӑха памасан питех те япӑх. Аслашшӗ-асламӑшӗ хӑш йӑхран, мӗн ӗҫлесе пурӑннине кашни ачанах пӗлмелле. Ку тӑванлӑх туйӑмне аванрах палӑртма пулӑшать, чӑваш йӑхне малалла тӑсма, йышлӑлатма хавхалантарать.

Чӑваш ҫемйи яланах йышлӑ та туслӑ пулнӑ. Пӗр ҫуртрах ват аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗ, ачисем пурӑннӑ. Килтен уйрӑлса тухакансем — питӗ сахал. Арҫыннӑн йывӑҫ лартмалла, ҫурт ҫӗклемелле, ача ҫитӗнтермелле — ҫакӑнта чӑваш халӑхӗн мӗнпур философийӗ. Ҫут тӗнчене килекен кашни ачана Турӑ парни вырӑнне хунӑ. Никамӑн та пепкене ҫураличченех вӗлерес, планласа ҫуратас текен шухӑш пулман. Халӗ — пачах урӑхла ӳкерчӗк. Ытти халӑхсен витӗмӗпе чӑвашсем те ҫак серепене ҫакланчӗҫ. Ача ҫуралмасан, ҫӗнӗ ӑру ҫитӗнсех пымасан наци пӗтес хӑрушлӑх тухса тӑрать. Тепӗр ен те палӑртмалла кунта. Ача шучӗ пулни халӑх пӗтмест тенине пӗлтермест-ха. Чӑвашранах вырӑс «ҫитӗнсен» мӗнле пуласлӑх; Харпӑр хӑй чӗлхине хисеплеменни илсе пырать те вилӗм патне. «Ху чӗлхӳне ан хурла!..» — тесе ят панӑ Ҫ. Элкер 1917 ҫулта «Хыпарта» пичетленнӗ пӗр статйине. Унта вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Кам хӑй чӗлхине юратмасӑр унтан йӗрӗнсе тӑракансене Турӑ та юратмӗ, ун пек халӑхсем Турӑ умӗнче те, ытти халӑхсем умӗнче те малалла каяймӗҫ, вӗсем пурӑннӑҫем пӗтсе ҫӗр ҫинчен ҫухалсах пырӗҫ... »

В. Г. Родионов палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн пек ют халӑх патшалӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен чӗлхе ыйтӑвӗ яланах тӗпре тӑнӑ. Официаллӑ чӗлхе тӑван чӗлхе мар пулсассӑн атте-анне чӗлхин сумӗпе пӗлтерӗшӗ чылай кая юлать, вӑл кил-йышра усӑ курмалли чӗлхерен ҫӳлерех ҫӗкленеймест.

Чӑваш халӑхӗ — этемлӗх йывӑҫӗн пӗр турачӗ, эпир вара — ҫав турат ҫинчи ҫулҫӑсем. Хӑрса ӳкме парас марччӗ ҫав турата. Ун ҫинчи кашни ҫулҫа упрасчӗ!

Ольга ПӐРТАС.

Путь победы
. — 2009. — Ҫурла, 26.