Çула тухатăп эп ирех...

Валем Ахун Ҫула тухатӑп эп ирех...: Сӑвӑсем, поэмӑсем.— Шупашкар: Чӑваш кӗн. изд-ви, 1986, 127 с.ББК 84.3Чув
А 95 7—5
 
Валем Ахун
Ҫула тухатӑп эп ирех...: Сӑвӑсем, поэмӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1986, — 127 с.

Поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекипе тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисемпе поэмисем кенӗ Хӑйӗн произведенийӗсенче автор совет ҫыннисен сумлӑ ӗҫне хӗлне, вӗсен мухтавлӑ кӗрешӗвне сӑнарлать. Халӑхӑмӑрӑн иртнӗ саманари пурнӑҫӗпе ҫул йӗрне те поэт ӗненмелле укерсе пама тӑрӑшать.

© Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986 ҫ.

Тиесе ил PDF, 3,2 МB

 

Кӗперсем

 

Тупмалли

Кункӑш кайлк —шурӑ кайак
Вучахӑм! Ҫун ҫулти хастар ҫынсемшӗн
«Тӑван аннем — Тӑван ҫӗршывӑм...»
«Тытрӑм автӑ, алтрӑм хӳхӗм алтӑр...»
Сӑваплӑ туртӑм
Ҫӗр ҫаврӑнать — ӑна чараймӑр!
Вӑл пулнӑ Арҫын...
«Хура тӑпран ҫап-ҫут йӑранӗ...»
«Ӗҫ аллийӗ, ылӑм, хытӑ...»
«Юхать кӑваккӑн пӑсланса ҫӗр пӑвӗ...»
Сӗрет сӑра Селем акка
Чунпа тӑнлап Байкалӑн халапне
«Анаткас урамӗ...»
«Шур катан хӗрсем ҫапаҫҫӗ...»
«Аннем паян уҫать каҫалӑк...»
«Халь вӗҫес пек капансем...»
Кӗркунне (Этюд)
Ҫӗнӗ кин
«Сарана пек сар чечеклӗ...»
«Икӗ сӑртӑн хушшинче...»
«Кӗрсем иртсен, юрсем ҫусан...»
«Ялӗ ҫывӑх мар...»
«Ҫӗр каҫа виҫ хут вӑрантӑм...»
«Ҫил лӑпланчӗ, выртрӗ хутланса...»
«Шурӑ ҫил! Ан ашкӑн, шурӑ ҫил...»
«Сӑртсем ҫинчен ҫухалчӗ шурӑ юр...»
«Ан ҫунтарччӗ леш кас хӗрӗ...»
Ах, хитре Апаш тӗпекӗ
«Хӗле кӗретпӗр. Кӑмака юсарӑм...»
«Ачашшӑн эс мана чӗнеттӗн...»
«Кункӑш кайӑк — шурӑ кайӑк...»
«Кӑлин карттус, сатин кӗпе...»
«Ҫатан ҫинче — автан, чӳлмек...»
«Эс, аннем, мана хура ҫӳҫ парнелерӗн...»
Ҫеҫке ҫурать аху тусем ҫинче
Инҫе ҫулта шалун кӗрлерӗ
кИккӗн ларнӑ каҫсене...»
«Лӗпкӗ тинӗс! Лӑпкӑ тинӗс!..»
Юрӑ, ташӑ — чун хевти
«Сӑрта ак илтӗмӗр эпир...»
«Тинӗс хумлӑ та кӑварлӑ...»
«Луҫра калпак, шинель — ҫире...»
«Ҫеҫке ҫурать аху тусем ҫинче...»
«Шӑлан ҫеҫки тӗвленӗ ҫырлине..»
«Ҫӳҫне-пуҫне тустарнӑ йӗрӗх пек...»
«Тинӗс тӗксӗм. Вичкӗн норд вӗрет…»
«Сив тинӗс шавлать...»
Кӗске сӑвӑсем
«Эс ман — ҫырма-ҫатраллӑ, ват вӑрманлӑ...»
Хӗрлӗ парӑс
«Вӗршӗн, ҫивчӗ вӗршӗн...»
Чанклаттар, янратар такан
«Хӗвел явкай енне тамалчӗ...»
«...Ҫӑтӑр чӗрчӗ типӗ хӑмӑл...»
«Эп сире ниҫта хураймӑп...»
«Пӑва вокзалӗ. Шатдр сивӗ...»
«Куккам, мӗн-ма салху ларатӑн?..»
Шурӑ палӑк умӗнче
Икӗ баллада
Виҫӗ йӗкӗт ывӑл эп ҫуратрӑм
Ӗпхӳ чипер, Ӗпхӳ чипер
«Инҫе ҫултан ырса килсессӗн...»
«Кунҫул али тиркевлӗ, вӗтӗ...»
Чинарӗм пултӑр тетӗп туслӑха
I. «Салам, Баку, чечен Баку!..»
II. «Ак утатПӑр санпа Кӗвак кӳл хӗррипе...»
III. «Умра мӑнаҫлӑ ват Кяпаз...»
IV. «Эп сана хальччен курманччӗ…»
V. «Хазарӑм ҫиҫрӗ йӑлтӑр-йӗлтӑр...»
VI. Ларта хӑвартӑм эп те пӗр чинар
VII. Сывпуллашу каҫӗнче каланӑ сӑмах
Ирхи вӗрманта
«Юррӑм эс, Пӑва...»
«Ейӳ кайса шавллть Сӗве...»
Каҫхи ӳкерчӗк
Чирленӗ вӑхӑтра
Чанклаттӑр, янратӑр такан…
Ан кашла эс, ҫумӑр, ҫӗрӗпе…
Ыррӑн юлтӑр сан урун йӗрри
Упра, сыхла вӑрман тӗсне
«Ма манпа эс шӳт тӑватӑн...»
«Шур тӑрнийӗ килчӗ те ташларӗ...»
«Эп, тӑванӑм, камакаҫӑ...»
«Тытасчӗ манӑн яшлах чӗкеҫне...»
«Юрӑҫ терӗн — юрӑ юрласан...»
Сиктӗрме кӗввисем
I. «Мерттес! Ҫакна чунтан эп кӗтрӗм...»
II. «Сиктӗрме таврашӗ симӗс тумлӑ...»
III. Эпир куҫ хывнӑ хӗр
IV. «Шавларӗ ҫумӑрпа Ӗнче...»
Ларатап та шур чул ҫине
«Кунта :<ашни чул кӑшкӑрать...»
Ӗнче хӗрри — чаканлӑ хӑмӑш…
«Каҫ та пулчӗ. Тӗксӗм тӑмана...»
«Утӑм, ан вылятчӗ шуххӑн ӳрчӳне...»
«Ах, Пӑлхарӗ, шем Пӑлхарӗ...»
«Тан! Тан! Чанк! Чанк! янрать хавха...»
«Шавлӗ, ҫиллӗ Атӑл. Ансӑр ҫул...»
Ларатӑп та шур чул ҫине...
«Хам ӑша эп хам кӗретӗп...»
«Багдад хулин селемлӗ мулӗпе...»
Эп илтеп сассӑра...
Легенда. Поэмӑсем
Хура тамха. Легенда
Ухӑ ятӑм хырлӑх леш енне... Поэма
Мунча. Поэма
Салтак хирӗ. Поэма

 


 

«Ах, Пӑлхарӗ, шем Пӑлхарӗ...»

Хаяр тӑшмансем Пӑлхар патшалӑхне кӗл айне туни пӗр ҫулталӑк ҫитсен пӑлхарсем пӑлхав ҫӗкленӗ. Вӗсене Чике ятлӑ тимӗрҫӗ ертсе пынӑ.
Легендӑран
Тан! Тан! Чанк! Чанк! янрать хавха,
Чӗнсе пуҫ уснӑ халӑха.
Сасси чӑн хурҫӑ пек Чикен,
Итле, Туҫи те Сӑваръен!
Тӑнла, Пӑлхар, Пӳлер, Тилҫе —
Хӗрӳ чӗреллӗ тимӗрҫе:
— Тӑшман валли хӗртеп йӗрле*,
Ана, пӑлхар, эс тыт, йӗрле.
Паян тӑрсан пурте пӗрле —
Урта арканӗ пуҫхӗрле!
Упа ан тыт, ан пер сӑсар,
Сунар чупмашкӑн вӑхӑт мар.
Уйна-хирне таптать хурах,
Ҫӗклен, пӑлхар, атя карах! —
Тан! Тан! Чанк! Чанк! пӑлхав хавхи:
— Кӑвар ҫинче—чӗрем талхи!
Йӗрлем ҫинче — ӑру тамхи,
Хӑртам ҫинче — Пӑлхар тамхи!
Эсрел пуҫне вакла хӗҫпе,
Ҫӳрет вӑл ирсӗр ӗмӗтпе! —
 
Чике ҫӗклерӗ халӑха,
Чӑтас-и ҫакӑ хурлӑха?!
Сикет пӑлхавӑрлӑ кӑвар —
Тытать чукмар Пӑлхар, Сӑвар:
— Хуҫа ан пул, пусах, эс тек,
Ылхан сана, юхха инкек!.. —
 
... Чике! Эп те ҫӳреп санпа —
Пӑлхар юнпа, чӑваш чунпа.
Эп те пӗрлех кӑвайт чӗртеп,
Ҫич ют йышне вутпа иртеп.
Утап ялан пӑшал йӑтса,
Тӑшман ятне йӗрле тытса.
Тусем-сӑртсем, шывсем урлах,
Кӗперсӗр-мӗнсӗр, ҫуранах,
Пӑлхавӑр тӑвӑл пек каҫап,
Килен ҫӗннишӗн ҫапӑҫап.
Паян та пур улпут-пусах,
Тӗнче тытасшӑн ҫав йӑх-ях.
Хуҫа пуласшӑн ҫаратса,
Пире лартасшӑн тӑлласа:
— Ан пултӑр чухӑншӑн тӗпел,
Ан тухтӑр,— тет,— ирпе хӗвел. —
Ҫакна кура, вӗри юнпа
Ҫӳретӗп эпӗ те санпа.

* Йӗрле (авалхи сӑмах) —ухӑ йӗппин тимӗртен тунӑ ҫивӗч вӗҫӗ.