Кĕлĕсем

Çимĕк кĕллисем

Çимĕк — çуллахи сиплĕ вăхăтри таса уявсенчен пĕри, ваттисене асăнмалли кун.
Уяв ячĕ «çиме» тенинчен тухнă. Çимĕкре вилнисене пĕрле апатланма, ĕçме-çиме чĕнеççĕ, масар çине кайса ăсатаççĕ. Çимĕкчен ача-пăчан çичĕ тĕслĕ кĕпçе çимелле, çичĕ хут шыва кĕмелле, çичĕ пусарлăх чĕп курмалла. Çимĕкре яш-кĕрĕм вăрмана кайса турат касса килнĕ.
Ваттисене çулталăкра тăватă хут асăннă чухне пĕр йышши кĕлĕсемех каланă. Çав вăхăтрах Çимĕкĕн те, Юпан та хăйсене расна сăмахлăхĕ пур. Тĕрĕссипе, кашни йăлан мĕнле те пулин хăйĕн кăна кĕлли-сăмахĕ палăрать.
Çимĕк — кил-йышпа, ратнепе ирттерекен йăла. Вăхăчĕ — кĕçнерни кун, Мăн кун хыççăн çичĕ эрнерен (çураки тăсăлса кайсан каяраха та хăварнă).

Subscribe to RSS - Кĕлĕсем