Авалхи Тунти пасарĕ

Иртнӗ ҫулхи чỹк уйӑхӗнче 86 ҫула кайса ҫӗре кӗчӗ Чатукассинчи вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ А. Г. Львова. Пур енлӗ аталаннӑ вӗрентекен пулнӑ Антонина Герасимовна. Хӑй ӗмӗрне шкулта ӗҫлесе ирттернӗ хӗрарӑм пушӑ вӑхӑтне (тӗрӗссипе, пулнах-ши вӑл унӑн) пӗр самантлӑха та ахаль ҫӗре яман: ҫырнӑ, тӗпченӗ, фольклор материалӗ пухнӑ, яланах ҫынсем хушшинче пулнӑ... Хаҫатӑн пуш уйӑхӗнчи тӑватӑ номерӗнче эпир А. Львован "Тӑван чӗлхе - анне чӗлхи" пысӑк материалне вырӑн патӑмӑр. Нумаях пулмасть Антонина Герасимовнан ывӑлӗ Ю. Львов таврапӗлỹҫӗ редакцие амӑшӗн килти архивӗнче упранакан тепӗр ӗҫне илсе килчӗ. Эпир ӑна хаваспах йышӑнса юлтӑмӑр, пичете хатӗрлерӗмӗр. Чӑваш патшалӑх тӗп архивӗнче питӗ хаклӑ документ упранать. Вӑл ентешӗмсемшӗн, уйрӑмах ỹсекен ӑрушӑн интереслӗ пуласса шанатӑп. Шупашкарти тӗп архивӑн докуменчӗсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, ӗлӗк-авалах, 400-450 ҫул каялла Чатукассипе Ункӑҫум ялӗсем хушшинче кашни эрнерех Тунти пасарӗ пулнӑ. Кунта ҫулленех ҫур аки ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вара Тунти пуххи кӗрленӗ. Тунти пуххи е ярмаркки тунтикун мар, эрнекун пуҫланнӑ. Ҫав уяв ун чухне питӗ палӑрса тӑнӑ. Вӑл Ишек ярмарккинчен нимӗн енчен те кая юлман, уйрӑлса тӑман. Унта 15—20 ҫухрӑмри ялсенчен те халӑх килсе ҫỹренӗ. “Дело 1867 года. Ядринской уездной земской управы о состоянии торгов, базаров, ярмарок... О состоянии ярмарок, находящихся в Чебаевской Волости. Базар Унгинский: Чебаев. и 1-й Богатыревский от Ядрин 68 км, от Цивильска — 18, от Чебоксар — 30 км. Торгующих всего 30, из местных жителей — 7. Число ярмарочных лавок — 40. Предметы промышленности местные: рыбы — 3, свечь — 1, ковш — 5 р. из разных мелочей... Предметы промышленности привозные: рукавицы — 30 р. льяного — 16 р., табаку — 20, рыба — 8, свечь — 3, деревянные посуды — 10 р. соли — 1, постного масла — 1, посуды... Из различных мелочей... Волостной старшина Борисов. Волостной писарь Исторический архив Чувашской АССР, фонд № 16. Л. Захаров (Чатукасси, 1896 ҫулта ҫуралнӑ): "Эпӗ ача чухне, 1903-1905 ҫулсенче, Чатукасси питех те пӗчӗк ялччӗ. Ялӑн пӗр урам анчахчӗ. Вӑл урам та пысӑк пулман. Тӑван ялӑм ҫинчен атте, Лев Дмитриевич, питӗ нумай каласа паратчӗ. Хаклӑ ҫыннӑм ҫамрӑк чухне Чатукасси татах та пӗчӗк пулнӑ. Эпир халь пурӑнакан урам вӗҫӗнче Ефрем Лявонч пурӑнатчӗ, тепӗр енче, ял хӗрринче — Пракох арӑмӗ. Шкул хыҫӗнче те, депо патӗнче те, Мӑн ту ҫинче те ун чухне пурӑнакан пулман. 1910 ҫулта хальхи шкул хыҫӗнчи урам вырӑнӗ пушахчӗ, чи малтан унта Павел Захарович куҫса ларчӗ. Вӗсем ҫуртне уя лартрӗҫ. Ун хыҫҫӑн Владимир Сергеевич, Андриян Васильевич кунта тӗпленсе тымар ячӗҫ. Каярах вӑл пӗр енлӗ урам пулса тӑчӗ. Мӑн ту ҫине те ҫынсем ҫурт лартма тытӑнчӗҫ, унта тепӗр урам пулса юлчӗ. Эпӗ ача чухне депо хыҫӗнче никам та пурӑнман. Ялӑн хӗвеланӑҫ енчи урамӗнче, Павел Харитоновичсем пурӑнакан вырӑнта, ӗлӗк темиҫе кил кӑначчӗ. Халӗ унта тепӗр урам ỹссе ларчӗ". К. Степанова (Чатукасси): "Ял хыҫӗнчи Мӑн ҫырма вырӑнӗнче ӗлӗк тỹрем вырӑнччӗ, ҫерем ҫӗрччӗ. Унта, ят ҫӗрсем ҫинче, ҫынсем утӑ ҫулса илетчӗҫ. Ҫуркунне ҫитсен эпир унта пир сарма каяттӑмӑр. Сӗрен лупашки урлӑ пӗр хӑмаран каҫӑ хуратчӗҫ те ҫав хӑма варрипе пӗрре пуссах тепӗр енне каҫаттӑмӑр. Ехрем Лявонч унта пӗве тутарнӑ, анчах пурӑна киле вӗсем татӑлса кайма пуҫларӗҫ, урӑх вӗсене пӗвелемерӗҫ. Каярахпа Ҫӑка варӗ тӗлӗнче кӗпер турӗҫ. Ҫав кӗпер урлӑ лашапа та каҫса ҫỹретчӗҫ. Потресем кашни тунтикун лашапа ҫав кӗпер урлӑ Тунти пасарне килсе ҫỹретчӗҫ. Шетмӗсем вара пасара хальхи Ҫерем ҫулӗ текен ҫул тӑрӑх килетчӗҫ. Ун чухне вӑл ҫул тỹремччӗ, ҫеремлӗччӗ. Эпӗ астӑвасса, кашни тунтикунах улӑхра пасар пулатчӗ. Унта суту-илỹ тӑвакансем таҫтан та килетчӗҫ. Питӗ вӑйлӑччӗ ҫав пасар: таварсемпе те, ҫын йышӗпе те. Тутарсем те пурччӗ. Шур ҫип нумай илсе килсе сутатчӗҫ. Пачки 12 тенкӗччӗ пулас. Пасар вырӑнӗнчех 3-4 кил ларатчӗ. Унта лавккасем нумайччӗ. Тунти пуххи те халӑхӑн чи юратнӑ уявӗччӗ. Карусельсем пурччӗ. Пирӗн Клавди 3-4 ҫулта чухне Тунти пуххинче сӑнỹкерчӗксем турӗҫ. Вӗсем халӗ те упранса юлнӑ-ха. Каярах Тунти пасарӗ пӑрахӑҫа тухрӗ. Авалхи Тунти пасарӗ, Тунти пуххи ҫинчен (Ватӑ ҫынсен асаилӗвӗсем тӑрӑх) Ксения Иванова, 1882 ҫулта Шупуҫ ялӗнче ҫуралнӑ, Шӑнар ялне качча тухнӑ. Халӗ унтах пурӑнать, 85 ҫулта. Хальхи вӑхӑтра Тунти пасарӗ ҫинчен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн (1941—1945 ҫ. ҫ.) ҫуралнисем пӗлсех те, илтсех те кайман пулӗ: ҫав пасар пуҫтарӑнма пӑрахнӑранпа чылай ҫул иртрӗ. Апла пулин те, Тунти пасарӗ, ҫав шутра Тунти пуххи пирки астӑвакансем ҫук мар-ха. Ҫав пасар ҫывӑхра пулнӑран пирӗн ял ҫыннисен асӗнче яланлӑхах юлнӑ. Чылайӑшне аса илсе калаҫнине халӗ те илтме пулать. Вунӑ-ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех Тунти пасарӗ ҫинчен аса илекенсем сахал марччӗ. Вӗсем асӑннӑ пасара пӗтерсе хунӑшӑн пӑшӑрханса, хуйхӑрса калаҫатчӗҫ. Пирӗн тӑрӑхра Тунти пасарӗн ячӗпе сыхланса юлнӑ вырӑнсен ячӗсем халӗ те пур. Сӑмахран, Чатукасси ялӗнчен тухса ҫỹрекен алӑка “Пасар алӑкӗ” теҫҫӗ. Ӗлӗк пасара килекенсем ҫав алӑкран тухса суту-илỹ вырӑнне кайнӑ. Унсӑр пуҫне пасара тепӗр енчен халӑх килсе ҫỹренӗ ҫул ячӗ — “Хура тӑлла ҫулӗ” е “Ҫерем уй ҫулӗ” ятпа сыхланса юлнӑ. Ӑна хура тӑлла сырса ҫỹрекенсем ҫав ҫулпа пасара килсе ҫỹренӗрен каланӑ имӗш. Халӗ ҫав ҫула “Ҫерем уй ҫулӗ” тесе кӑна калаҫҫӗ. Халӗ ҫав ҫул вырӑнӗ — уй варринче лапамланса юлнӑ симӗс курӑк ешерекен вырӑн кӑна, ятарлӑ ҫул мар. Шел пулин те, тӑван ял, тӑван тӑрӑх 20—30 ҫул каялла епле пулни халӑха сахал интереслентерет. Ҫак кунсенче (июнӗн 5-мӗшӗнче) пирӗн “Герой” колхозра ял ҫыннисемшӗн пысӑк уяв — Акатуй иртрӗ. Иртнӗ ҫулсенче ку евӗр праҫнике ирттерекенсем пулкаланӑ. Ун чухне ӑна “Стадион пуххи” тесе калатчӗҫ. Ҫур аки ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ирттерекен уява хамӑрӑн мӑн асаттесемпе мӑн асаннесен, хамӑрӑн несӗлсен йӑли-йӗркипе ҫӗнӗрен вӑй илтерес тӗллевпе ӗлӗкхи пек Тунти пуххи тесе ят парсан йӑнӑш пулмӗччӗ. Тунти пасарӗ ҫинчен хамӑн кукамай каласа панине астӑватӑп. Вӑл, ҫывӑх мар пулин те, 20—30 ҫухрӑмри Тӑрӑн ялӗнчен пасара килсе ҫỹренӗ. Павел Харитонов асаилӗвӗ. Вӑл 1897 ҫулта Чатукасси ялӗнче ҫуралнӑ. “Тунти пасарӗ — авалхи пасар. Вӑл эпир ача чухне пуҫтарӑнатчӗ. Ӗлӗк вӑл ку тӑрӑхри чи пысӑк пасарсенчен пӗри шутланнӑ. Пасар Отнер ҫырми вӗҫӗнче, Ункӑҫум ялӗнчен килекен ҫулпа юнашар Выҫҫӑлккӑна кайнӑ ҫӗрте пулатчӗ. Вӑл тунтикун пулнӑран ӑна Тунти пасарӗ тенӗ. Унта лавккасем чылайччӗ. Вӗсен хуҫисем таварӗсене хуларан илсе килсе сутатчӗҫ. Суту-илỹ вӑйлӑччӗ, темӗн тӗрлӗ тавар та пулнӑ. Виҫӗ рет лавккара пӗр тӗрлӗ таварсем (мануфактура) сутатчӗҫ. Тепӗр ретӗнче аш-какай, тепринче кулачӑ, сушка, ула пӗремӗксем, канфет... Пасар вырӑнӗнчех пурӑнакансем те пурччӗ. Унтах пекарня та вырнаҫнӑччӗ. Ҫавӑнтах кулачӑ пӗҫерсе сутатчӗҫ. Юнкунран кулачӑ илсе килсе сутакансем те пурччӗ. Юнкун старикки (халӗ ятне манса кайнӑ) юрласа халӑха кулачӑ илме хӑй тавра пуҫтаратчӗ. “Шур кулачӑ ҫиекен ҫӗрте вун ҫул пурнать, тет, Хура ҫӑкӑр ҫиекен вун ҫул катӑк пурнать, тет”, — тесе юрлатчӗ. Пасарта сӑра та, эрех те сутатчӗҫ. Эрехӗ шурри ҫеҫ пулнӑ, хӗрли — ҫук. Виҫӗ тӗслӗ сӑра: Черное пиво, Ермолаевское пиво, Жигулевское пиво, пур тетчӗҫ. Сӑрине хуларан турттарса килнӗ, тет. Лавкка хуҫисем тӗрлӗ ял ҫыннисем пулнӑ: Топтолтан, Маркаран, Ҫӗньялтан... Чатук ялӗнчен те пурччӗ. Таварӗсене Шупашкартан, Хусантан илсе килетчӗҫ. Пасар ҫӗрӗ Ҫӗньял Чупай ҫӗрӗ шутланнӑ. Тунтикун пуххи вара тунтикун мар, ҫулсеренех эрнекун, Ҫӗрпỹре иртекен Майра пуххинчен икӗ эрне маларах пулатчӗ. Халӑх таврари нумай ялсенчен пухӑнатчӗ, таҫтан та килнӗ. Тунти пуххи Ишек ярмарккинчен кая юлман. Ҫулленех карусель вырнаҫтаратчӗҫ. Параппан, купӑс сасси илемлӗн янӑратчӗ. Карусель ҫине ача-пӑча ларса ҫаврӑнатчӗ. Пурӑна киле Тунти пасарне темиҫе ҫӗре те куҫарчӗҫ. Чатукассинче вӑл хальхи пӗчӗк лавкка ҫумӗнче, Михаил Кузьминсен ҫурчӗ патӗнче пулса иртетчӗ. Пасар улӑхран куҫма пуҫласан унӑн илемӗ пӗтрӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан пасара пӗтерсе хучӗҫ. Отнер ҫырми вӗҫӗнче, ӗлӗк пасар пулнӑ вырӑнта, халӗ те ҫурт-йӗр вырӑнӗсен паллисем пур. Хальхи ҫамрӑксем ӗлӗк ҫав вырӑнсенче пасар пулнине пӗлмеҫҫех ӗнтӗ. Вӗсенче ӗне ҫитерсе ҫỹрекен шӑпӑрлансем тимӗр япаласем тупни те пулнӑ. Евдокия Ерофеева (Чатукасси ялӗ, Маек Венин кукамӑшӗ). “Тунти пасарӗнче лашасем те сутатчӗҫ. Лаши-ҫунипех сутакансем те пулкалатчӗҫ. Питех те вӑйлӑ иртетчӗ Тунти пасарӗ. Кӗркунне ҫитсен вара пасара виҫшер лаша кỹлсе ҫара каякан каччӑсем салтак юррисем юрласа пырса кӗретчӗҫ. Пасар тавралла тутӑр вӗҫтерсе юрласа ҫаврӑнатчӗҫ. Пӗтӗм халӑха хӑйсем ҫине пӑхтаратчӗҫ. Хӑш ял ачисем, кам ывӑлӗн салтак ячӗ тухнипе пурте интересленетчӗҫ. Салтака каякансем халӑхпа сывпуллашса юрӑ шӑрантаратчӗҫ. Пасарта темӗнпе те суту-илỹ тӑватчӗҫ. Речӗ-речӗпе лавккасенче тӗрлӗрен пулӑччӗ. Хусантан илсе килсе сутатчӗҫ. Виҫикассинчи Яков Ефимовичсем виҫшер лавпа хӗрарӑм таварӗсем сутма килнӗ. Тунти пуххине пурте ҫитме тӑрӑшатчӗҫ. Уйрӑмах вӑл ҫамрӑксемшӗн хаклӑ уяв шутланнӑ. Вӗсем юлташӗсемпе, тӑванӗсемпе пӗрле ҫỹретчӗҫ. Ушкӑнӑн-ушкӑнӑн, ретӗн-ретӗн утма тытӑнатчӗҫ. Пур халӑха хӑйсем ҫине пӑхтаратчӗҫ. Тавралла купӑс сасси янӑраса тӑратчӗ. Питех те савӑнӑҫлӑччӗ. Тунти пуххи ҫитес умӗн ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем пурте тенӗ пекех сӑра туса хатӗрленӗ. Ун чухне Чатукасси ялӗнче килӗренех ӗҫкӗ пулнӑ. Пухха килнӗ ҫынсем тӑванӗсем патне кӗмесӗр, ӗҫсе-ҫисе, юрласа савӑнмасӑр килӗсене саланман. Тунти пасарӗ патӗнчех пысӑках мар, уйрӑм ҫурт-чавсавай ларатчӗ. Шалта турӑшсем, ҫурта лартмалли пурччӗ. Инкек-синкек пулсан халӑх унта кайса пуҫ ҫапнӑ, укҫа пӑрахнӑ, ҫурта лартнӑ. Каярахпа Тунти пасарне улӑхран кантур ялне — Ҫӗньяла куҫарчӗҫ. Ун хыҫҫӑн пасар Чатука куҫрӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул ҫак пасара пӗтерчӗҫ”. Хурӑнлӑ ҫул - хурлӑх ҫулӗ Павел Харитонов каласа панинчен. “Ӗлӗкхи хурӑнлӑ ҫул чӑнахах хурӑнлӑччӗ. Ҫулӑн икӗ енӗпе икшер рет хурӑн ешеретчӗ. Йывӑҫӗсем питӗ ҫӑра та ҫỹллӗччӗ. Варринче ҫеремлӗ ҫул. Вӑл сарлакаччӗ: 12 чалӑш тетчӗҫ, вӑл 24 метр пулать. Ҫулӗ ҫинче курӑк лайӑх, ҫӑра ỹсетчӗ. Вӑл питех те илемлӗ, капӑр ҫул шутланнӑ. Эпир унта ача чухне, каярах каччӑ ҫулӗсенче лаша ҫитерме ҫỹренӗ. Хурӑнлӑ ҫул Чулхуларан Хусана каякан ҫул пулнӑ. Урӑх яла кӗмесӗрех ҫав ҫул Ҫӗрпỹ хулине ҫитернӗ. Ҫӗрпỹрен — Хусана. Пирӗн патӑртан Чулхула еннелле каяс пулсан, чи малтан Шупуҫне, унтан Юнкуна (хальхи Мӑн Шетмӗпе Дворик ялӗсем), Тỹрекасси ялӗ патӗнчен Енехмет ялӗ витӗр Чӑваш Сурӑмне, унтан Сарьялне, Етӗрнене ҫитнӗ. Етӗрнерен Чулхулана выртнӑ ҫав ҫул. 1915 ҫул. Салтак ячӗ тухас умӗн пирӗн Етӗрнене призыв комиссине каймалла пулчӗ. Эпир ун чухне Етӗрне уесне кӗнӗ-ҫке. Лашапа кайрӑмӑр. Етӗрнене ҫитичченех ҫав ҫулӑн икӗ енӗпе те икшер рет хурӑн ешеретчӗ. Сӑр ҫинче ларакан ҫав хулана хам ҫитсе курнӑ. Кӗтерне патша тутарнӑ тетчӗҫ ҫав ҫула. Ӑна хута яма чылай ҫыннӑн асап тỹсмелле пулнӑ, ун тӑрӑх ҫынсем питӗ йышлӑн ҫỹренӗ, тетчӗҫ. Салтаксем те ҫав ҫул тӑрӑх иртсе каятчӗҫ. Каторгӑна ҫынсене конвойсем ҫав ҫулпах илсе кайнӑ, судпа айӑпланнисене те. Ҫул ҫинчи ҫынсем пирӗн яла хваттере кӗре-кӗре выртатчӗҫ.
Пирӗн ҫывӑхри Юнкунта, Хурӑнсурта арестленӗ ҫынсене хупмалли казенӑй ҫуртсем пулнӑ. Арестленисене ҫав ялсенче кӑна вырттарнӑ, ытти ялсене кӗртмен тата юраман. Ҫавӑн йышши ҫуртсем Хурӑнлӑ ҫул хӗррипе вырнаҫнӑ ялсенче малалла кайсан татах пулнӑ. Вӑхӑт иртрӗ. Ҫав илемлӗ ҫула сыхласа хӑвараймарӗҫ. Колхозсем тӑвиччен ҫул хӗрринчи хурӑнсене вутӑ ҫук пирки ялсенче пурӑнакансем касса пӗтерчӗҫ. Хурӑнсем питӗ ҫӑраччӗ. Кашни метртанах ỹснӗ пулӗ. Ҫулла каҫ пулсанах ял ҫыннисем хурӑн касма, милӗк хатӗрлеме кайма хатӗрленетчӗҫ. Касаканнисене тытсан хытӑ айӑпланӑ, тӗрмене хупни те пулнӑ. Темӗн чухлӗ сыхласан та халӑх чарӑнмарӗ”. Перасковия Антонова каласа панинчен. “Иккӗмӗш Кӗтерин патша Чӑваш ҫӗршывӗ урлӑ Мӑн ҫул хывтарнӑ. Ҫав ҫула чухӑн хресченсене хӗсӗрлесе тутарнӑ. Ун тӑрӑх хресченсен хурӑн лартмалла пулнӑ. Хурӑнӗсем 4 рет пулнӑ. Ҫавӑнтанпах асӑннӑ ҫула Хурӑнлӑ ҫул тенӗ. Хурӑнлӑ ҫул пирӗн тӑрӑхри хальхи Чатукасси, Ункӑҫум патӗнчен Шупуҫ, Кỹлҫырма, Мӑн Шетмӗ ҫумӗнчен иртнӗ. Вӑл Ҫӗрпỹрен Етӗрне хулинелле кайнӑ. Ун тӑрӑх ямшӑксем почтӑпа ҫỹренӗ. Хурӑнлӑ ҫул тӑрӑх пуянсене хирӗҫ тӑракансене Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Ӗлӗкхи ҫынсем каланине астӑватӑп, ҫак ҫулпа Емельян Пугачев Ҫӗрпỹ хулине кайнӑ, имӗш. Е. Пугачев хресченсене, хура халӑха хỹтӗлекенскер пулнӑ. Ҫав ҫул вырӑнӗ халӗ те паллӑ. Хӑш-пӗр ҫӗрте хурӑнсем е вӗсен хунавӗсем юлнӑ”. Чӑпта ҫапни Колхозсем тунӑ ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра чӑпта ҫапас ӗҫе ҫӗнӗрен йӗркелесе ячӗҫ. Ун чухне ӑна кустпром (кустарно-промысловая артель) тетчӗҫ. Артель ячӗ “Стрела” пулнӑ (вӑл 1930—1950 ҫулсенче ӗҫленӗ). Кустпром Енӗшкасси ялӗнче 1932 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн председателӗнче нумай ҫул хушши Ф. Егоров ӗҫлерӗ. Артель вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кӑна хӑйӗн ӗҫне чарса лартрӗ. Вӑл тапхӑрта кунта вӗрен пӗтӗрсе явтарнӑ. Фронта пулӑшас тӗллевпе артельте ытти тӗрлӗрен ӗҫсене те пурнӑҫланӑ. Пирӗннисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Ҫӗнтерỹпе вӗҫлесен Филипп Егорович ҫак ӗҫре мӗн ватӑличченех тимлерӗ. Вӑл 1965 ҫулта ҫӗре кӗчӗ. Кустпромӑн ӗҫне унӑн правленийӗ йӗркелесе пыратчӗ. Правлени членӗ пулса Егор Кузьмич ӗҫлерӗ. Технорукра Егор Кузьмин, счетоводра Федор Гаврилов вӑй хучӗ. Кустпромӑн бухгалтерӗ пулса чылай ҫул хушши Михаил Миронович Лукин тӑрӑшрӗ. Вӑл ҫамрӑклах, 44 ҫултах пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Ҫак артельте10 ял ҫыннисем чӑпта ҫапнӑ, члента тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем колхозра та тар тӑкнӑ. Ирхине 1—2 сехетре тӑнӑ та 8 сехет хушши ӗҫленӗ. Кӑнтӑрла тӑван хуҫалӑх ӗҫне кỹлӗннӗ. Курӑсне аякран турттарса килме тивнӗ (200 ҫухрӑм е унтан та инҫерех). Артель питех те тӑрӑшуллӑ ҫынсене пӗтӗҫтерсе тӑнӑ, вӑл тӗллевсене яланах ирттерсе тултарнӑ. Артель Шупашкарти Чувашторпромсоюза пӑхӑннӑ. Кустпромӑн курӑс склачӗсем Енӗшкасси ялӗнчеччӗ. Ҫынсем унта лашапа кайса курӑс тиесе килетчӗҫ, чӑпта ҫапатчӗҫ. Каярах кустпромӑн курӑс склачӗсене ытти ялсенче те ҫӗклесе лартрӗҫ. Чатукассинче Иван Ефимовичӑн (Петр Ивановичӑн ашшӗ) килӗнче склад та пулнӑ. Унӑн сарайӗнче курӑс туллиехчӗ. Вӑл Енӗшкассинчи чӑпта артелӗн склачех пулнӑ. “Стрела” артель ӗҫченӗсем канӑвне те аван йӗркеленӗ. Артель “Спартак” спорт командине тытса тӑнӑ. Хӗлле йӗлтӗрҫӗсем аван кӑтартусемпе савӑнтарнӑ. Кун пирки акӑ мӗн каласа панӑ Августина Матвеева: “Эпир Шупашкара походпа тата тӗрлӗрен ӑмӑртусене час-часах тухса ҫỹренӗ. Нихӑҫан та кайри вырӑнта пулман. Ҫав сӑнỹкерчӗксем халӗ те упранаҫҫӗ. Асӑннӑ ӑмӑртусене Семен Андреев, Евдокия Исакова, Николай Воротников тата Харитон Михайлов (шел, вӑл иртнӗ вӑрҫӑран таврӑнаймарӗ) тӑтӑшах хутшӑннӑ. Анна Русина, Августина Лукина, Василий Коньков, ыттисем вӑхӑт таппипе тан пынӑ. Шкул ачисем тӗрлӗрен мероприятисенчен аякра тӑман. Артельте эпир шумовой оркестр та йӗркеленӗччӗ. Ҫамрӑксем ялтан яла ҫỹресе спектакльсем кӑтартнӑ, ытти артельсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Евдокия Мироновна (1893—1976) Ҫавалҫырмари чӑпта хуҫин хӗрӗ пулнӑ. Вӑл Анатри Шурҫырмана качча тухнӑ. Ҫав ялтах пурӑннӑ. Акӑ еплерех аса илнӗ вӑл ҫав тапхӑра: “Эпӗ ача чухне, ҫитӗнсе ҫитсе хӗр пулсан та, пирӗн атте ҫынсене чӑпта ҫаптаратчӗ. Пирӗн складсенче курӑс туллиехчӗ. Курӑсне ҫармӑсран, Мордва тӑрӑхӗнчен лавпа кайса тиесе килетчӗҫ. Каярахпа ҫынсене чӑпта ҫаптарнӑшӑн пире курайман. Совет влаҫӗн малтанхи ҫулӗсенче пирӗн ҫуртсене пӑсса илсе кайма пуҫларӗҫ. Мӗн чухлӗ сарай, кӗлет турттарса тухмарӗҫ пулӗ? Ҫакӑншӑн мӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхтарман-ши эпир? Пирӗн Шурҫырмари мӑнакай пуян ҫын хӗрӗ пек те мар, питӗ ырӑ кӑмӑллӑскер, ӗҫлеме юратаканскер. Ӗлӗк-авал ашшӗ-амӑшӗ пуян хуҫа пулнишӗн вӑл пачах та айӑплӑ мар-ҫке?” Л. Захаров асаилӗвӗ: “Авалхи вӑхӑтри чӑпта историйӗ пирки манран Н. И. Олангаев темиҫе хут та ыйтрӗ. Пирӗн тӑрӑхри ялсем Чупай (Ҫӗньял) вулӑсне кӗнӗ. Вӗсенчи ҫынсем, пирӗн Чатукасси енче пурӑнакансем те, кӑштах укҫа ӗҫлесе илес тӗллевпе чӑпта ҫапнӑ. Ҫак ӗҫ чи йывӑррисенчен пӗри шутланнӑ. Ҫынсем талӑкӗ-талӑкӗпе унран уйрӑлмасӑр тар тӑкнӑ. Ӗлӗк-авал чӑпта ҫапассипе уйрӑм артельсем пулман. Ялсенче уйрӑм хуҫасем пулни паллӑ. Чи авал пирӗн тӑрӑхри Потрере чӑпта хуҫи пурччӗ. Ӑна Партас тетчӗҫ. Вӑл Ҫавалҫырмари Мирон Дмитриевичран чылай малтан чӑпта ҫаптарнӑ халӑха. Сӑмах май ҫакӑн ҫинчен каласа хӑварам: Партас хӗрне Матвей Миронович качча илнӗ. Ӑна ӗлӗк Партас Васси тенӗ. Вӑл чӑпта хуҫин хӗрӗ, упӑшки, Матвей Миронович, чӑпта хуҫин ывӑлӗ пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑх питӗ пуян таврашран шутланнӑ. Ҫавалҫырмара та чӑпта хуҫи ӗлӗк-авалах пулнӑ. Вӑл Мирон Дмитриевич ятлӑччӗ. Вӑл пачах хутла пӗлмен. Эпӗ ача чухне пирӗн килте те вӗсем патӗнчен илсе килнӗ курӑспа чӑпта ҫапатчӗҫ. Эпӗ йӗп туртаттӑм. Чӑпта хуҫисем пурте пуянччӗ. Вӗсен ҫурчӗсем нумайччӗ, выльӑхӗ йышлӑччӗ. Вӗсем курӑсне ҫармӑсран илсе килнӗ, ӑна Атӑл тӑрӑх нумай антаратчӗҫ. Чӑпта ҫапма Мордва тӑрӑхӗнчи чӗртаварпа та усӑ курнӑ. Каярах Ҫавалҫырмара тепӗр чӑпта хуҫи вӑй илсе аталанчӗ. Вӑл Сергей Степанович ятлӑччӗ. Чӑпта хуҫисем хушшинче хирӗҫỹсем те сиксе тухатчӗҫ”. Перасковия Федорова: “Иван Корнилович ашшӗ Корнил Прокопьевич ятлӑ пулнӑ. Вӑл хутла пӗлмен. Иван Корнилович амӑшӗ Сухви ятлӑ, пирӗнпе пӗрле вӗренчӗ. Корнил Прокопьевич чӑпта ҫапнӑшӑн панӑ укҫине шутласа илме Сухвине чӗнетчӗ. Эпӗ 7 ҫулта чухне йӗп ачи пулнӑ. Ҫавӑн чухне 100 чӑпта ҫапнӑшӑн 50 процентне асли илнӗ, курӑс чӗрекен 30, йӗп ачи 20 процент илнӗ. Каярах 100 чӑпташӑн 12 тенкӗ пама пуҫларӗҫ. Октябрьти Аслӑ революции хыҫҫӑн Корнил Прокопьевич чӑпта ҫаптарман, вӗсене хӗстерме пуҫларӗҫ. Матвей Миронович колхоз тӑвиччен Ҫавалҫырмара пурӑннӑ чухне чӑпта ҫаптаратчӗ. Вӗсем Выҫҫӑлккӑна колхозсем йӗркеленӗ тапхӑрта куҫрӗҫ. Каярахпа вӑл урӑх чӑпта ҫаптарман. 16 ҫулта чухне эпӗ хам та чӑпта ҫапма пуҫланӑ. Эрнере 100-шер чӑпта ҫапнӑ. “Стрела” артель йӗркелесен 100 чӑпташӑн 60 тенкӗ паратчӗҫ. Чӑпта ҫапакансем тата ҫитсӑ илнӗ, ҫак чӗртавар ун чухне лавккасенче пулман. Чӑпта лайӑх ҫапнӑшӑн мана путевкӑпа Кавказа ямалла турӗҫ. Епле савӑнман-ши? Сухумипе Сочи хушшинчи Афоньская Гора ҫине илсе хӑпарчӗҫ. Ҫỹлте — чиркỹ. Кавказри нумай-нумай хулана ҫитсе куртӑмӑр. Вӑл ӗмӗрлӗхех асра юлчӗ. Унтан таврӑнсан пире хаҫат редакцине илсе кайрӗҫ. Эпир Кавказа мӗнле кайса килни ҫинчен тӗплӗн ыйтса пӗлчӗҫ. В. Бараев кӗнеке ҫырса кӑларчӗ. Унта эпир Кавказа кайса килни ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ. Ун хуплашки ҫинче ман сӑн пурччӗ. Ҫав кӗнекене эпӗ паян кун та упратӑп”. В. Бараевӑн “Кавказ хӑнисем” кӗнекерен. Кӗнекере Перасковия Федорова ҫинчен ҫырнӑ хӑш-пӗр сыпӑксем: “Поезд ҫине пирвайхи хут ларсан, хӑть кама та хумхантарать, тӗлӗнтерет. Праски, халиччен Шупашкарта ҫеҫ пулнӑ чӑптаҫӑ, ударницӑсен слетне автобуспа ҫеҫ кайса курнӑскер, вӑрӑм ҫула малтанхи хут тухнӑ...(114 стр.). Трак районӗнчи чӑпта ҫапакансен “Стрела” эртел ятне илтсенех куҫ умне ҫак уҫӑ кӑмӑллӑ хӗр — Праски тухса тӑрать. Вӑл иртнӗ сезонра, Чӑваш Республики 15 ҫул тултарнӑ ячӗпе пыракан ӑмӑртӑва хутшӑнса, хӑйӗн планне 200 процент тултарнӑ, 2150 чӑпта тӗртме ӗлкӗрнӗ. Праски хӑй тӗртсе тунӑ чӑпта пирӗн ҫӑмӑл промышленноҫра тавар тӗркисене чӗркемелли паха тарӑ пулса тӑнине, вӑл пулмасан ун вырӑнне хаклӑ пир-авӑр е ҫитсӑ таврашӗ тивӗҫсӗр сая каясса лайӑх ӑнланать. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ӗҫне пикенсех тума юратать... (115 стр.). Праскипе пӗрле экскурсине тата 9 ҫын каяҫҫӗ. Вӗсем пурте чӑпта ӗҫне маттур туса пыракан паллӑ ударниксем. Ҫавӑнпа та вӗсене Чӑвашкультпромсоюз пысӑк преми парса инҫетри Кавказа кайса курмалла тунӑ...(115 стр.). Колхоз туни А. Васильев асаилӗвӗ: “1929 ҫулта Виҫикассинче коммуна йӗркелерӗҫ. Чатукасси ялӗ ҫав коммунӑн пӗр пайӗ пулнӑ. Ӑна “Цех Ильича” тетчӗҫ. Анчах ку хут ҫинче кӑна пулнӑ, ӗҫӗ йӗркеленсе пӗтеймерӗ. Халӑхӑн ҫӗрӗсем ун чухне уйрӑм шутланнӑ. 1929 ҫулта ял халӑхне пухса Чатукасси шкулӗнче пуху йӗркелерӗҫ. Воронцов ятлӑ коммунист, чӑваш килнӗччӗ. 1930 ҫулта пӗрлешỹллӗ хуҫалӑх теме пуҫларӗҫ. Ун чухне эпир колхоз теме те пӗлмен. Колхоз йӗркелеме Горькинчен (Чулхуларан) КПСС ретӗнче тӑракансем ҫитрӗҫ. Пӗри Липатов ятлӑччӗ, вырӑс. Ытти ялсенче урӑх ҫынсем пулнӑ. Вӗсем пире коммуна мар, колхоз тӑватпӑр, терӗҫ. Чи малтан Сергей Ефимович председатель пулчӗ (Манькка ашшӗ). Вӑл тӑватӑ ҫул вӗреннӗ. Питӗ ӑслӑ, тавракурӑмлӑ ҫынччӗ. Ун хыҫҫӑн колхоза Никифор Трофимович ҫырӑнчӗ. Вӑл малтан кантурта ӗҫленӗ. Нумай пӗлетчӗ, хӑюллӑччӗ. Унтан Григорий Павлович кӗме килӗшрӗ. Евдокия Ерофеева та (Наҫтуҫсен, Маексен амӑшӗ) колхоза кӗчӗ. Вӑл питӗ активлӑ хӗрарӑмччӗ. Ун чухне колхоза 20 хуҫалӑх патнех ҫырӑнчӗҫ. Колхоз председателӗнче Сергей Ефимович ӗҫленӗ чухне правлени ҫуртне Максим Титович пỹртӗнче турӗҫ. (Кивӗ ял совечӗ вырӑнӗнче. Тита Макҫӑмне раскулачить тусан хӑй мунчинче пӗрер ҫул пурӑнчӗ, кайран ӑна ялтан кӑларса ячӗҫ). Колхозӑн счетовочӗ чи малтан Михаил Ермолаевич (Сухви упӑшки) пулчӗ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен таврӑнайман. Сергей Ефимовича пӗр ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн колхозӑн ҫӗр улмине ҫӗртнӗ тесе пуҫлӑхран кӑларчӗҫ. Колхоз председательне Лев Петровича (Герман ашшӗ) суйларӗҫ. Вӑл пӗр ҫулталӑк хушши тӑрӑшрӗ. Унтан пуҫлӑх пуканне Аркадий Васильевич йышӑнчӗ (1932 ҫ.). Правлени З. Дубровин килне куҫрӗ. Вӑл пушӑ пỹртчӗ. Пӗр ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн тилхепене тытма Кондратий Филипповича шанчӗҫ. 1933—1934 ҫулсенче колхоз председателӗнче Никифор Трофимович тӑрӑшрӗ, 2—3 ҫул ӗҫлерӗ. Каярах хуҫалӑх пуҫӗнче Никифор Кондратьевич (1936—1938), Даниил Афанасьевич (1939—1940), С. Т. Тимофеев (1941—1942, Семен Тимофеевич фронтра пуҫне хунӑ), Д. Я. Яковлев (1942—1943),Терентий Васильевич (1944), А. Н. Николаев (1945—1948) тӑнӑ. Нумай тапхӑр хуҫалӑха Николай Павлович Харитонов тӗрӗс-тӗкел ертсе пычӗ. Вӑл 1962 ҫулта ҫӗре кӗчӗ. Николай Павловичах клуб ҫуртне ҫӗклесе лартма май ҫитерчӗ. Ӑна 1952 ҫулта хута ячӗҫ. Унта колхоз правленийӗ, клуб, вулав ҫурчӗ куҫнӑ. Ҫӗнӗ правлени ҫурчӗ 1962 ҫулта хута кайрӗ.
А. Львова