Çутă кунхи лĕпĕшсем

Сӗм авалтан ҫепӗс лӗпӗшсем —

Асамат кӗперӗ тусӗсем.

Чипер тӗрӗллӗ ҫуначӗсем —

Хаклӑ йышши чулсен тӗсӗсем.

 

Ӗмӗтри-шухӑшри лӗпӗшсем —

Тӗрӗсех чечексен теттисем,

Тӗсӗсемпе пӗрешкел вӗсем,

Пӗрле черченлӗ эрешсем.

 

Алмаз пек кӗтеслӗ куҫӗсем

Пӗлтереҫ тӑшман ҫывхарнине,

Икшерӗн вырнаҫнӑ урисем —

Вӗҫӗмсӗр ӗҫлӗхлӗ тунисем.

 

Ик енчи вӑрӑмрах уссисем —

Ырӑ шӑрш пӗлмелли тӗкӗсем,

Сӑмсине ӳстерсе лӗпӗшсем

Ӗҫеҫ пиҫнӗ ҫырла сӗткенне.

 

Лӗпӗшсем илӗртеҫ атьсене

Вӗҫсе чечекрен чечек ҫине,

Ача-пӑча шӑппӑн киленсе

Йӗрлеҫ чиперкке лӗпӗшсене.

 

Кӑнтӑра вӗҫтереҫ кӗркунне

Ҫемйипе пӗр тӗслӗ лӗпӗшсем.

Ҫӗкленсе килелле ҫуркунне

Ҫиҫкӗн вӗҫеҫ хӑйсен тӗнчине.