Çăварни - çăвар тулли икерчи

Февралĕн 25-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче Станъял ялĕнчи "Чемен картишĕн" этнопаркĕнче хĕле пĕрремĕш хут ăсатрĕç. Уява ял тăрăхĕнчи 16 ялтан 14 ял хастарĕсем хутшăнчĕç. Кашни ял çăварни карчăкки туса хатĕрлерĕç, кил-картишĕсене юртан тасатса хурансем çакса ячĕç, сĕтелсем çине тĕрлĕрен икерчĕсем, апат-çимĕç хатĕрлерĕç. Атăлъялтан уява 20 ытла çын хутшăнчĕ. Лилия Матюшкинăпа Ирина Перлова çĕрулми шуратса хуранта шаркку пĕçерчĕç, Людмила Семенова чей вĕретрĕ. Тамара Шаплина вара хăнасене кăмпа икерчипе сăйларĕ, Алевтина Романова вара "кĕлчечек" икерчĕ хатĕрленĕ... Салапайкассисен хуранĕнчи пăтта Надежда Морозова пĕçерчĕ. Кипечкассисен сĕтелĕ çинче вара икерчĕллĕ саспаллисемпе хăйсен ял ятне те çырса хунă, сĕтелĕ те тулли. Хорнсорсем хăйсен ялне сăнлакан ÿкерчĕк, тĕрлĕрен икерчĕ-çимĕç хатĕрленĕ. Пур çĕрте те сĕтелсем тулли. Ачасем икĕ мăн тăвайккинчен çунашкасемпе, ватрушкăпа ярăнаççĕ. Уявра ачасемпе аслисене вара Шупашкаркасси ял старости Роза Бычкова хыçлă çуналлă лашапа, Вăрманкассинчи Юрий Степановпа Хорнсорти Андрей Маринов юр çунасемпе (снегоход) ярăнтарчĕç. Юрий Плотников вара 3 пĕчĕк çунана пĕкĕлесе шăнкăрав çакнă, илемлĕ хăйусемпе хăмпăсем çыхса илемлетнĕ. Пĕтĕмпе уява 300 ытла çын хутшăнчĕ. Уяв программине Шупашкаркассинчи клуб ертÿçи Любовь Ивановăпа Çÿлтикасси клуб ертÿçи Светлана Мартьянова ертсе пычĕç. Чи малтанах сцена çинчен уяв ячĕпе саламласа: Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, райадминистрацин культурăпа туризм пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова, Шупашкар район депутачĕ Николай Хорасев, ЧР таврапĕлÿçĕсен ертÿçи Сергей Сорокин, ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов, истори наукисен кандидачĕ, доктор Анатолий Иванов, "Сувар" пĕрлĕхĕн йăла-йĕрке пайĕн ертÿçи Григорий Сархан, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен историпе-культурăн тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ Владимир Алмантай тата жюри членĕсем: ЧР халăх пултарулăхĕн Тĕп тытăмĕн пай пуçлăхĕ Светлана Тяхлешова, ЧР халăх пултарулăхĕн Тĕп тытăмĕн методисчĕ Григорий Федоров сăмах каларĕç. Маргарита Павлова Вăрман-Çĕктерсен яланхи хастарлăхне палăртса, Çÿлтикассинчи "Палан" пултарулăх ушкăнĕн ертÿçине Владимир Мартьянова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Ертÿçĕсем çăварни эрнин кашни кунне хак парчĕç. Чи малтанах ачасем тупăшмалла тенĕ пек тăвайккисенчен ярăнса анчĕç. Çĕнĕ çамрăк мăшăр- Малти Ункăпуçĕнчи Павелпа Надежда Кольцовсем те çунашкапа тăвайкки якатрĕç. Тĕрлĕрен вăйăсемсĕр çăварни те çăварни мар. Куçсене çыхса чугун куршаксене ухватпа çĕклесе илмелли вăйăра: Хыркассинчи Светлана Семенова, Атăлъялти Тамара Шаплина, Малти Ункăпуçĕнчи Тамара Шатаева маттур пулчĕç. Михĕпе 4-шер çын тăрса сикессипе- Çÿлтикассинчи Виктор Ерманов ертсе пыракан команда мала тухрĕ. Кĕрÿсем хунямасене çунашкапа ярăнтарассипе вара Малти Ункăпуçĕнчи Вячеслав Спиридонова çитекенни пулмарĕ. Виççĕн пĕр харăс, пĕр пысăк йĕлтĕр çине тăрса 2-шер ял командисем тупăшрĕç. Хальхинче вăйа Любовь Иванова хăй те хутшăнса Питикассисене мала кăларчĕ. Çапах та вĕрен туртас енĕпе Атăлъялсене çитекеннисем пулмарĕç. Сцена çине уяв концерчĕпе: Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан "Шурăмпуç", Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан "Палан", Çĕктерти Николай Семенов ертсе пыракан "Лейся песня", Чантăрти Вячеслав Вахтеркин ертсе пыракан "Пилеш", Малти Ункăпуçĕнчи Родион Долгов ертсе пыракан "Ункă шевлисем", Шомикри (Муркаш районĕ) Кирилл Мочалов ертсе пыракан "Кинер"пе Атăлъялĕнчи Кристина Семенова ертсе пыракан "Атăл хумĕсем" тата Шарпашри Людмила Моисеева ертсе пыракан "Мерчен" пултарулăх ушкăнĕсем пулчĕç. Чантăрти клуб ертÿçи Вера Иванова, клуб 35 çул тултарнă çĕре хутшăннă çынсене тав хучĕсем парса чысларĕ. Часах уява Виталий Станъялпа Елена Османова эстрада çăлтăрĕ килсе çитрĕç. Вĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕнче те çăварни уявне тĕплĕн уявлани çинчен каласа кăтартрĕç. Жюри членĕсем 14 ялăн кил-картишне çитсе, тĕрлĕрен икерчĕ пахалăхне тĕрĕслерĕç, çăварни валли хатĕрленĕ кĕлеткесене хак пачĕç, тĕрлĕ номинацире палăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе номинаци илнĕ ялсем парнесемпе грамотăсене тивĕçрĕç. Ачасем те парнесĕр юлмарĕç. Юлашкинчен 1-мĕш çăварни карчăккин кĕлеткине Станъял ял Канашĕн ертÿçи Владислав Эльмень тивертрĕ. Унтан хĕле ăсатса, малашлăха шанса пĕр çĕре пухнă ытти кĕлеткесене те çулăм хыптарчĕç. Тепĕр кунне çăварни уявĕ Атăлъялти пĕве хĕрринче те шавлă иртрĕ. Сивĕ хĕле ăсатнă хыççăн, çуркунне- юр ирĕлсе, шавласа çырма тăрăх юхасса кĕтеççĕ ял çыннисем.

Николай Смирнов, Атăлъял

Сыпăксем: