ЧНК халăх ăстисен ассоциацийĕн пайташĕсем Мускав хулинчи "Наврус" уявĕнче пулчĕç

Зинаида Воронова, Нина Наумова, Анастасия Андреева ал-ĕç ăстисем тата ЧНК "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет пайташĕ, Кÿкеçри "Бичурин тата хальхи самана" музей директорĕ Ирина Удалова Раççей тĕп хулинче хамăр республика чысне хÿтĕлерĕç.

Мускав халăхĕ "Наврус" уявĕнче чăваш культурипе, наци тумĕпе самай кăсăкланни курăнчĕ. "Паха тĕрĕ" тĕп художникĕ Анастасия Андреева уявра чăваш тĕррине эрешлемелли мелсемпе "маçтăр-класс" та кăтартса пачĕ. "Бичурин тата хальхи самана" музей директорĕ Ирина Удалова тата "Паха тĕрĕ" фирма курав йĕркелерĕç.

Пирĕн делегаци хатĕрленĕ "Чăваш культурин лапамне" Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ элчи Юрий Акиньшин, Мускаври чăваш культура обществин ертÿçи Лира Смирнова тата ытти хăнасем те пысăка хурса хакларĕç.

Хĕвĕл анăç халăхĕсен çурхи уявĕнче Лев Лещенко, Лариса Долина тата ытти Раççей халăх артисчĕсемпе пĕрле Мускаври чăвашсен "Атăл" хорĕ те юрларĕ.

ВДНХна чăваш культурине çÿллĕ шайра кăтартма килнĕ пирĕн делегаци вара узбек, таджик, пакистан, азербайджан сĕтеклĕ пловĕсене ас тивсе хак пачĕ.

Ирина Удалова, Зоя Яковлева.
(Сăнÿкрчĕк Ирина Удаловăн)
Сыпăксем: