ЧНК халăх ăстисен ассоциацийĕн пайташĕсем Мускав хулинчи "Наврус" уявĕнче пулчĕç

Зинаида Воронова, Нина Наумова, Анастасия Андреева ал-ӗҫ ӑстисем тата ЧНК "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет пайташӗ, Кӳкеҫри "Бичурин тата хальхи самана" музей директорӗ Ирина Удалова Раҫҫей тӗп хулинче хамӑр республика чысне хӳтӗлерӗҫ.

Мускав халӑхӗ "Наврус" уявӗнче чӑваш культурипе, наци тумӗпе самай кӑсӑкланни курӑнчӗ. "Паха тӗрӗ" тӗп художникӗ Анастасия Андреева уявра чӑваш тӗррине эрешлемелли мелсемпе "маҫтӑр-класс" та кӑтартса пачӗ. "Бичурин тата хальхи самана" музей директорӗ Ирина Удалова тата "Паха тӗрӗ" фирма курав йӗркелерӗҫ.

Пирӗн делегаци хатӗрленӗ "Чӑваш культурин лапамне" Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчи Юрий Акиньшин, Мускаври чӑваш культура обществин ертӳҫи Лира Смирнова тата ытти хӑнасем те пысӑка хурса хакларӗҫ.

Хӗвӗл анӑҫ халӑхӗсен ҫурхи уявӗнче Лев Лещенко, Лариса Долина тата ытти Раҫҫей халӑх артисчӗсемпе пӗрле Мускаври чӑвашсен "Атӑл" хорӗ те юрларӗ.

ВДНХна чӑваш культурине ҫӳллӗ шайра кӑтартма килнӗ пирӗн делегаци вара узбек, таджик, пакистан, азербайджан сӗтеклӗ пловӗсене ас тивсе хак пачӗ.

Ирина Удалова, Зоя Яковлева.
(Сӑнӳкрчӗк Ирина Удаловӑн)
Сыпăксем: