Аваллăхпа та мăнаçланмалăх пур пирĕн

Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗ, республикӑри тухтӑрсен пӗлӗвне анлӑлатакан институт тата К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчев фончӗ пуҫарнипе вӗсен ученӑйӗсемпе тӗпчевҫисен пӗр ушкӑнӗ пирӗн тӑрӑхра ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулчӗ. Наука кандидачӗсемпе докторсен тӗллевӗ вырӑнта упранса юлнӑ истори палӑкӗсемпе паллашасси пулчӗ. Археологи картти ҫине кӗртнӗ-ха вӗсене. Анчах ҫамрӑк ӑру патне чӗрӗ калаҫу ҫитерес тесен куҫпа курмалла. Вырӑнти халӑхпа куҫа-куҫӑн тӗл пулни мӗне тӑрать тата. Ӗҫлемелли, тӗпчемелли нумай наука ӗҫченӗсен.

Район историйӗ те пуян пирӗн. Вӑл пиншер ҫул каяллах пуҫланнӑ. Историпе культурӑн 12 палӑкне патшалӑх управа илнӗ.

Тикеш хулашне илер акӑ. Кунти вырӑн культурӑпа тата археологи енӗпе ыттисенчен малта тӑрать. Хулашӑн Х-ХIII ӗмӗрти историне 1956 ҫулта А. Смирнов, 1985-1989 ҫулсенче Г. Федоров наука ӗҫченӗсем ертсе пынипе тӗпченӗ.

Хулаш хальхи Тикеш ялӗн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. 2 гектар ытларах лаптӑк йышӑнать. Пысӑк тӗмеске айккинченех курӑнать. Тӑпра купаласа ҫаврӑннӑ пулнӑ ӑна.. Унтан канав чавнӑ. 4 йӗр тӗмескепе 3 йӗр канав уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ. Авалхи палӑка аса илтерекен паллӑ пур-ха кунта. Анчах ҫакӑ ҫеҫ ҫителӗксӗр. Тӗпчевҫӗсем Тикеш хулашӗн историйӗ малашне те упранса юлтӑр тесен ҫӗнӗлӗхсем кӗртесшӗн. Ыйтӑва вара Патшалӑх Канашӗ таранах ҫӗклеме сӗнеҫҫӗ. Район администраци пуҫлӑхӗ Р. Селиванов ҫак шухӑша ырларӗ. Пирӗн тӑрӑхра курмалли, сӑнамалли, тӗпчемелли вырӑнсем тата ытларах пуррине палӑртрӗ. Хулашра чавса кӑларнӑ орнаментсемпе илемлетнӗ чӳлмексене, чашӑксене, ӗҫ хатӗрӗсене, ытти япаласене упрама вырӑнта музей пулсан та тем пекех аванччӗ.

Ученӑйсемпе тӗпчевҫӗсем ҫавӑн пекех Аслӑ Чементи "Сувар" этнографи утарӗнче те пулчӗҫ. Ӑна А. Туптов фермер тытса пырать. Анатолий Семенович хула ҫынниех. Ялта амӑшӗ пурӑнать. Пасар экономики тапхӑрӗнче пӗрлештернӗ хуҫалӑхсем саланма пуҫласан колхоз садне пӑрахӑҫа кӑларас темен. Ӑна тирпейленӗ. Утар тытма пуҫланӑ. Паянхи куна вӗлле хурчӗсен ҫемйисем ҫителӗклех. Этнографи паркӗ те илӗртӳл лӗ, тирпейлӗ. Йӗри-тавра пӗр ҫумкурӑк та ӳсмест. Ҫӑл шывӗ тапса тӑрать.

" Авалхи сӑвар-пӑлхар халӑхӗсен эткерлӗхне сыхласа упрас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр паянхи ҫул ҫӳл ҫӳреве. Маларах кӳршӗллӗ Елчӗк районӗнчи ялсенчи авалхи палӑксемпе паллашрӑмӑр. Килӗшрӗ пулас пурне те. Кирлӗ материалсем тупрӗҫех тӗпчевҫӗсем. Пирӗн тӗллев: ҫак аваллӑх историне ҫитӗнекен ӑру патне ҫитересси", _ терӗ каялла ҫула тухас умӗн гуманитари наукисен институчӗн директорӗ П. Краснов.

А. Астраханцева

Ҫӑлкуҫ: "Авангард" (Патӑрьел районӗн хаҫачӗ)

Сыпăксем: