Этемĕн ырăлăхĕ – ырă ĕç туни

«Сартӑш йӑли-йӗрки ҫылӑха укҫа е сӑмах панипе каҫармасть. Кашни сиенлӗ ӗҫе икӗ хут ырӑ ӗҫ тунипе тӳрлетмелле», — ҫапла палӑртать авалтан килекен халӑх сӑмахлӑхӗ. «Сувар» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем те ялан ырӑ ӗҫ кӑна тумаллине асра тытаҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи «Аслӑ ыр» кивӗ масар вырӑнӗнче культурӑпа истори еткерлӗхӗн ҫӗнӗ объектне — палӑк — уҫрӗҫ. Республика пӗлтерӗшлӗ масар Ылтӑн Урта /XIII-XIV ӗмӗрсенчи/ вӑхӑтӗнчиех. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫар паттӑрне Чемене кунта пытарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче авалхи йӑла-йӗркене туса ирттерме ҫак вырӑна тӑхӑр ялтан ҫынсем пуҫтарӑннӑ. Мероприятие истори наукисен докторӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн директорӗ Виталий Иванов, асӑннӑ фондӑн директорӗн ҫумӗ, культурологи кандидачӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Алмантай, ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев, философи наукисен докторӗ Галина Петрова профессор, РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧР халӑх художникӗ Владислав Николаев ювелир, медицина наукисен докторӗ Людмила Герасимова профессор, Евгений Михайлов археолог, Сергей Дмитриев-Суварин тавра пӗлӳҫӗ-тӗпчевҫӗ, Патӑрьел районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика, ял хуҫалӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кузнецов, Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гаврил Медведев тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

«Эпир, Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн ӗҫченӗсем, ку мероприятие хавхаланса килтӗмӗр. Кун пек ырӑ ӗҫсем туни ҫав тери кирлӗ Чӑваш Енре. «Сувар» утар паркӗн ертӳҫине, Аслӑ Чементе ҫуралса ӳснӗ Анатолий Туптова, Владимир Алмантая уйрӑммӑн мухтас килет. Ялсенче аслашшӗсен вырӑнӗсене палӑртас енӗпе нумай ӗҫлеҫҫӗ вӗсем. Евгений Михайлов археолог Чӑваш Енри археологи карттине тӑвас енӗпе самай вӑй хучӗ. Ҫав кӗнекере паян уҫакан вырӑна та кӑтартнӑ», — терӗ Виталий Петрович. <...> «Паян пурте халӑх тымарӗсене пӗлме тӑрӑшать. Аваллӑха пӗлни аталанма, ытти халӑх культурине, хӑйне евӗрлӗхне ӑнланма пулӑшать. Анатолий Туптов пек меценатсем пулсан пуласлӑх пур», — палӑртрӗ Леонид Валерьевич.

«Этемлӗхӗн ырлӑхӗ — ырӑ ӗҫ туни. Пилрен хакли ним те ҫук. Пилсӗр ҫын — виҫӗ ҫула, пилли – пин ҫула. Халӑх хӑйӗн историйӗпе, аваллӑхӗпе интересленме пӑрахмасть. Ҫак ӗҫе халӗ ҫамрӑксем те хутшӑнаҫҫӗ», — палӑртрӗҫ «Сувар» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем. <...>

Ҫӑлкуҫ: http://hypar.ru/cv/etemen-yral...

Роза ВЛАСОВА. Автор сӑн ӳкерчӗкӗ