Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Вести Чăваш ен. Каçхи кăларăм. 2018.12.19)

Чăваш наци библиотекинче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомолĕн премийĕн лауреачĕн Юрий Ювенальевăн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, культурологи кандидачĕн Владимир Алмантайăн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ. Хăтлав каçне сувар-пăлхарсен, чăвашсен Х-ХХ ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрчăкĕсен куравĕ илем кÿчĕ. Асăннă ювелир хатĕрĕсем - Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш халăх художникĕн Владислав Николаевăн пуххинчен.

Видео ҫӑлкуҫӗ: Вести Чăваш ен. Каçхи кăларăм. 2018.12.19.

Кĕперсем

Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации

Культура суваро-булгар: история предметов вооружения