Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Республика, каçхи кăларăм. 2018.12.18)

Чăваш наци библиотекинче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомолĕн премийĕн лауреачĕн Юрий Ювенальевăн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, культурологи кандидачĕн Владимир Алмантайăн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ. Хăтлав каçне сувар-пăлхарсен, чăвашсен Х-ХХ ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрчăкĕсен куравĕ илем кÿчĕ. Асăннă ювелир хатĕрĕсем - Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш халăх художникĕн Владислав Николаевăн пуххинчен.

Видео ҫӑлкуҫӗ: Республика 18.12.2018 на чувашском языке. Вечерний выпуск

Кĕперсем