А. М. Русин, 1925, Çĕнĕ Выççăлккă

Эпӗ, Александр Маркович Русин, 1925 ҫулхи майӑн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах кӗнекене юратса ӳсрӗм. Ултӑ ҫулта чухнех вулама, шутлама, ҫырма вӗрентӗм. 1932 ҫулта Ҫавалҫырмари ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулӑн пӗрремӗш класне кайрӑм. Ӑна 1938 ҫулта мухтав грамотипе пӗтертӗм. Ҫав ҫулах Ҫӗрпӳри педагогика училищине ҫул тытрӑм, ӑна 1941 ҫулта вӗренсе пӗтертӗм. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вут-ҫулӑмӗ алхасма тытӑнчӗ. Ҫамрӑксемпе вӑйпитти арҫынсене фронта илме пуҫларӗҫ. Мана Нимӗчкассинчи пуҫламӑш шкулта ӗҫлеме сӗнчӗҫ.

Б. П. Порфирьев, Арçунакасси

Мана Зевин Порфирьевич Порфирьев тесе чӗнеҫҫӗ. Эпӗ 1923 ҫулта Енӗшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мана Хӗрлӗ Ҫара 1942 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗнче илчӗҫ. Командӑра иккӗнччӗ: мансӑр пуҫне Карайри Павел Панфутьев. Часах кӑтартнӑ адреспа — Мускав облаҫӗнчи Калинин ячӗллӗ поселокра вырнаҫнӑ (халӗ Калининград хули) хамӑр чаҫе — 2ОЗИБа (2-мӗш Отдельный Запасной Инжереный Батальон) ҫитрӗмӗр. Кунта пире радиостанци урлӑ сигналсем парса минӑсем (ОЗМ-152), фугассем (ФТД) лартнӑ уйсене сирпӗтме вӗрентрӗҫ. Унсӑр пуҫне подрывник ӗҫӗ, минӑна епле лартмалли тата ӑна ҫӗр айӗнчен епле майпа шыраса тупса кӑларса сиенсӗрлетмелли пирки каласа кӑтартрӗҫ. Паллах, вӗсемсӗр пуҫне ҫар ӗҫӗнче Уставсемпе наставленисемсӗр май ҫук. Вӗрентекенсем вӗсем ҫинчен те чылай чарӑнса тӑнӑ.

Н. И. Олангаев

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кайма мана 1942 ҫулхи мартӑн 16-мӗшӗнче повестка пачӗҫ. Ун чухне эпӗ Ҫавалҫырмари сакӑр ҫул вӗренмелли шкул директорӗччӗ. Маларах эпӗ Ҫӗрпӳри педтехникума, учительсен институтне, 1938 ҫулта аслӑ шкулӑн истори факультетне вӗренсе пӗтертӗм. Вӑрҫӑ ҫулӗ маншӑн вӑрӑм, йывӑр пулчӗ, анчах вӑл Ҫӗнтерӳпе вӗҫленчӗ. Красноармейски ҫар комиссариачӗ мана малтан Горький облаҫӗнчи Богородск хулинчи 6-мӗш автополка ячӗ. Кунта эпӗ «автодело» программӑна туллин вӗренсе пӗтерсе алла водитель удостоверенийӗ илтӗм. Унтан Мускав патне ҫитрӗмӗр. Кунта 299 тата 311 уйрӑм гвардейски полксем йӗркеленчӗҫ. Эпӗ — миномет полкӗн водителӗ.

С. С. Сачков

1934 ҫулта эпӗ учитель ӗҫне тытӑнтӑм. 1939 ҫулта мана Совет Ҫарне илчӗҫ. Пӗр уйӑх хушши Смоленск хулинче ҫар ӗҫне вӗрентӗмӗр. Вӑл вӑхӑтра Финляндипе вӑрҫӑ пыратчӗ. Пирӗн ҫав фронта лекмеллеччӗ. Анчах вӑхӑтлӑх килӗшӳ туни чӑрмантарчӗ. Январӗн 1-мӗшӗнче пирӗн эшелон Хӗвеланӑҫ Белоруссинчи Гродно хулине пырса чарӑнчӗ. Кунти командирсен шкулӗнче кӗҫӗн командира вӗренсе тухрӑм. Службӑна тӑсма сержант званийӗпе Литва ССРӗнчи Шауяй хулине ячӗҫ. 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ир енне нимӗҫ самолечӗсем бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ. Ҫапла вара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланчӗ. Тепӗр икӗ кунтан тӑшманӑн танкӗсем пирӗн оборонӑна аркатса тӑкрӗҫ.

Андрей Тимофеевич Тимофеев, 1919 ç. ç

Эпӗ 1919 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче Шӑнарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чатукасси пуҫламӑш шкулӗн 4 класне вӗренсе пӗтертӗм. Малалла вӗренме май килмерӗ. Тӑван хуҫалӑхра вӑй хутӑм. 1940 ҫулхи июнӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне илчӗҫ. Пире, повестка илнӗ яшсене, вакунсене лартрӗҫ, ҫул Мускав урлӑ Петрозаводск (Мурманск) еннелле выртрӗ. Карели-финн чиккинче, Ухта ҫывӑхӗнче вырнаҫрӑмӑр. Июнь уйӑхӗн вӗҫӗ. Мунча кӗртрӗҫ, салтак форми пачӗҫ. Халӗ эпӗ 118 стрелковӑй полк йышӗнче.

Леонид Трофимович Смирнов, 1907 ç. ç.

Эпӗ 1907 ҫулта Арҫунакасси (Итмар) ялӗнче ҫуралса ỹснӗ. Сахал вӗреннӗ: вырӑнти шкулӑн тӑватӑ класне ҫеҫ пӗтернӗ. Ҫакна ҫеҫ калам: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин кунӗсене аса илсен халӗ те ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сивӗ чупма тытӑнать. 1941 ҫулта эпӗ Красноармейскинчи Госбанк уйрӑмӗнче ӗҫлеттӗм. Вӑрҫӑ пуҫлансанах нумай та вӑхӑт иртмерӗ, мана районти ҫар комиссариатне чӗнсе илсе бронь хучӗҫ, ҫавӑнпа та тӑхӑр уйӑх иртсен ҫеҫ мобилизаци йӗркипе ҫара илчӗҫ. Ун чухне хамӑр тӑрӑхри вӑйпитти мӗнпур арҫынсем фронтраччӗ, халӑх хушшине тухса ҫỹреме те аванмарланса ҫитрӗм. Ҫар комиссариатне кайса хам ирӗкпе вӑрҫӑ хирне яма ыйтрӑм, «ӗлкӗрӗн-ха», терӗҫ.

Федотов Владимир Федотович (1923 ç. ç.)

Эпӗ 1923 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Чатукасси ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Сакӑр ҫул тултарсан шкул сукмакне такӑрлама тытӑнтӑм. Паян кун та пӗрремӗш учителе — Елизавета Тимофеевна Волкована ӑшшӑн аса илетӗп. Вӑл пире 1931— 1935 ҫулсенче, 4 ҫул хушши, вулама-ҫырма вӗрентрӗ. Шкулӑн йывӑҫ ҫурчӗ урама тӑрӑх ларатчӗ. Чатукассинчи пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн 5—7 классене (1935—1938) Выҫҫӑлккӑна ҫӳрерӗм.

Валентин Прохорович Прохоров (1907 ç. ç.)

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 10 уйӑх ҫитрӗ. Пирӗн ял-хуласем пӗрин хыҫҫӑн тепри ирсӗр тӑшман аллине куҫаҫҫӗ. 1942 ҫулхи апрелӗн 7-мӗшӗнче мана та вӑрҫа кайма повестка пачӗҫ, ҫапла вара эпӗ районти ҫар комиссариачӗ урлӑ фронта лекрӗм. Малтанах пире пӗр вӑхӑт Ҫӗрпӳре ҫар ӗҫне вӗрентрӗҫ. Часах ҫул хӗвеланӑҫнелле выртрӗ.

Димитриев Константин Димитриевич (1924 ç. ç.)

Эпӗ 1924 ҫулхи нябрӗн 14-мӗшӗнче Пулайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта Ҫавалҫырмари ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухрӑм, ун хыҫҫӑн «Новое дело» хуҫалӑхра ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫак тапхӑрта суха тунӑ, тырӑ акнӑ, вырнӑ, авӑн ҫапнӑ. 1940 ҫулта колхоз правленийӗ хастарлӑха кура ферма сыснисене пӑхма шанчӗ. Кунта ҫулталӑк ҫурӑ ытла вӑй хутӑм. 1941 ҫулхи июньте хӑрушӑ хыпар сарӑлчӗ: Гитлер вӑрӑ-хурахӗсем пирӗн юратнӑ ҫӗршыв ҫине сӗмсӗррӗн тапӑннӑ.

Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ

Литература вулавӗ. Пӗчӗкҫӗ пӗрчӗ

Пособине 1-мӗш класс валли хатӗрленӗ. Вӑл литература вулавне вӗрентмелли вӗренӳ комплексӗн компоненчӗ. Ӑна ҫӗнӗ вӗрентӳ стандартне тӗпе хурса программӑпа килӗшӳллӗ йӗркеленӗ.

Пособи тӗллевӗ — ачасен вулавҫӑ (итлевҫӗ) хӑнӑхӑвӗсӗне аталантарасси:

  • ачасен харкам ӳсӗмне тивӗҫтерекен литература хайлавне итлес (вулас) кӑмӑлне амалантарасси;
  • хайлав тексчӗпе ӗҫлемелли пуҫламӑш хӑнӑхусене калӑпласси;
  • ӑс ҫемми хайлавсене туллин ӑнланса ӑша хывма пулӑшасси.

Pages

Subscribe to Сувары RSS