Ӑслӑлӑх: Археологи карттин иккӗмӗш томне кӑларнӑ

Археологическая карта Чувашской РеспубликиЧӑваш кӗнеке издательствинче "Чӑваш Республикин археологин картти" кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Пӗрремӗш томӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ, пичете асӑннӑ издательство хатӗрленӗ.

Çынсен ячĕсем — халăх историйĕн пайĕ

Ҫынсен ячӗсенче, тӗрлӗ вырӑнпа ял-хула тавраш ячӗсенче халӑх культури, унӑн кулленхи пурнӑҫӗ тата истори аталаннӑҫемӗн ытти этноссемпе вӑл е ку ҫыхӑнура пулни укерӗнсе юлать. Тӗрлӗкультура ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑннӑ май ятсем тепӗр халӑх чӗлхине кӗрсе ҫирӗпленеҫҫӗ, темиҫе халӑх хушшинче сарӑлнӑ ятсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та вӗсем хӑйсен "тӑван" халӑхӗн ӑс-хакӑл пурлӑхӗ пулма пӑрахмаҫҫӗ, ун наци символӗсем пулса юлаҫҫӗ.

Кашни ҫемьен йӑх-ӑру ячӗ ("кӑк ят") пулнӑ, вӑл ӗмӗрсем иртнӗҫем ламранлама куҫса ӑрӑвӑн ырӑ енӗсене аталанма-ҫирӗпленме пулӑшнӑ. Ҫавӑнпа та тин ҫуралнӑ ачана унӑн несӗлӗсемпе, Тӑван ҫӗр-шывпа, тӑван ҫут ҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ ят панӑ.

ЮПА – 2014

2014 ҫулхи октябрӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Владимир Алмантай ертсе пыракан «Сувар» фонд Тутарстан Республикинчи Пӳлер таврашӗнчи Валем хуҫа ҫӑлӗ патне Юпа лартнӑ. Ҫак мероприятие ҫӳлерех асӑннӑ тӗпчев фончӗ, К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культура тӗпчевӗсен фончӗ пуҫарнӑ. Чӑваш Республикин «Культура еткерлӗхӗн управӗн патшалӑх центрӗ» пулӑшу панӑ.

Чатукассисем ял пуçланнăранпа 900 çул çитнине паллă турĕç

Аринӑпа Артем Семёновсем, Владислав Николаев, Сархан Семёнов, Владимир АлмантайИстори ҫӑл куҫӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хальхи Чатукасси ялӗн территорине Бибарс кнеҫ хӑйӗн отрячӗпе килнӗ. Документсенчен ял пуҫланнӑ вӑхӑт Атӑл ҫи Пӑлхар мӑсӑльмансен патшалӑхӗ пулнипе те паллӑ. Ку тӗне йышӑнман ҫемьесем 1114 ҫулта ҫӗр-шыв хӗрринчи Пысӑк ҫул ҫине уйрӑлса тухнӑ. Ҫакӑнтан Чатукасси ялӗ пуҫланнӑ та. Хазарсем пуҫ пулса тӑма пӑрахнӑ хыҫҫӑн тин Атӑл ҫи Пӑлхар ирӗклӗх илнӗ. Чӑваш ҫӗрӗ урлӑ иртекен чи кирлӗ ҫул Биляр — Хусан — Муром пулнӑ. Унӑн никӗсӗ ҫинче ХIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче «Мускав — Муром — Хусан» Ҫӗпӗр ҫулӗ уҫнӑ. Вӑл пирӗн районти Дворик (Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ), Кӳлҫырма (Пикшик ял тӑрӑхӗ), Чатукасси (Чатукасси ял тӑрӑхӗ) тата Ванюшкасси (Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ) ялӗсен ҫывӑхӗпе иртнӗ.

Уксак Тимĕр Пÿлере илни çинчен

Ҫавӑ Пӳлер хулинче
Пӑлхар патши пурӑнать,
Пур ҫӗрте те ҫар халӑх
Вӑрман пекех курӑнать.
Улт-ҫич ҫухрӑм хушшине
Ыткӑнаҫҫӗ уххисем;
Ӑҫта пӑхсан та курӑнать
Пӗлӗт пек ҫын юхнисем.
Вӑрҫса илес тесессӗн,
Пурте вилсе пӗтӗпӗр,
Тем пек чаплӑ ҫар ятне
Намӑспа ҫеҫ витӗпӗр.

Тусай ялне — 600 çул

Ҫитес ҫул Упи ял тӑрӑхне кӗрекен Тусай ялне никӗсленӗренпе 600 ҫул ҫитет. Ҫак пысӑк датӑна хатӗрленсе ирттерес тӗлӗшпе ял тӑрӑхӗнче йӗркелӳ комитечӗ туса хунӑ. Унӑн икӗ ларӑвӗ иртнӗ те ӗнтӗ. Йӗркелӳ комитечӗн йышне ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне, тавра пӗлӳҫӗне, Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ М. П. Прохорова та кӗртнӗ. Михаил Прохорович тӑван ялӗн историйӗ пирки райхаҫата материал сӗнчӗ. Эпир унпа вулакана паллашма сӗнетпӗр.

Сумлă ентеш ячĕпе

Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен мухтавлӑ ентешне асра тытаҫҫӗ. Ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Раҫҫей халӑх артисчӗн, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Филипп Лукин (1913—1994) композиторӑн Асӑну каҫне вырӑнти тавра пӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсемпе журналистсем, ветерансем, Филипп Миронович тӑванӗсем йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Палăк умне — чечексем

Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта Василий Васильевич Николаев историк ученӑйӑн палӑкӗ умне — вӑл ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа — чечексем хунӑ.

Ку мероприятие Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн членӗсем, ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин, чӑваш наци культурине пулӑшакан «Сувар» фондӑн тата пултарулӑх интеллигенцийӗн представителӗсем хутшӑннӑ.

Шăпи ăмсанмалăх пур

Шупашкар хӑнисемпе ҫыннисем кӳлмек еннелле утнӑ чухне Василий Николаев академике асӑнса лартнӑ палӑка асӑрхаҫҫех. Пур ҫавӑн пек ҫынсем ҫут тӗнчере. Вӗсен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ӗмӗрлӗхе историре юлать. Ун пеккисем пирки каласа кӑтартма та ансат, ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс та. Шӑпах ҫавӑн пек пулнӑ производствӑн паллӑ йӗркелӳҫи, пултаруллӑ ӑсчах, тӑван халӑхӑн кӑвар чӗреллӗ ывӑлӗ Василий Васильевич Николаев. Шел, ӗмӗрӗ кӗске килчӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл нарӑсӑн 11-мӗшӗнче 75 ҫул тултаратчӗ.

Чатукассисем паллă ентеше манмаççĕ

Участники Дня памяти и Круглого стола в деревне ЧадукасыЫрӑ йӑла пур Чатукассисен. Вӗсем ҫулсеренех, нарӑс уйӑхӗн виҫҫӗмӗшӗнче, хӑйсен паллӑ ентешӗн, педагогӑн, публицистӑн, хор дирижерӗн, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, РСФСР халӑх артисчӗн, Чӑваш тата Дагестан АССРӗсен искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Филипп Миронович Лукинӑн Асӑну каҫне пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ.

Pages

Subscribe to Сувары RSS