Анатолий Кибеч

Сала кайăк салмашăн, ула карак улмашăн

Анатолий Кибеч Зоя Сергеевӑна мӑйӑрпа хӑналать.Эпир хамӑр та ҫавнашкал:
Кукӑльшӗн те йӑвашӑн.
Пире кукӑль памасан,
Кӑмака ани катӑлтӑр!
Пире пӑрҫа памасан,
Миххине шӑши шӑтартӑр!

Кĕлĕ. Йăлăнупа ÿкĕнÿ юррисем

Кибеч А. И. Кӗлӗ. Йӑлӑнупа ӳкӗнӳ юррисем. — Шупашкар, 2004. — 88 с.XXI ӗмӗрте глобализаци туртӑмӗ вӑйланнӑҫемӗн йышлах мар халӑхсен шӑпи пушшех йывӑрланса пырать. Ыттисемпе хутӑшса кайса пачах ҫухалас хӑрушлӑх та куҫкӗретех, уйрӑмах чӑвашсемшӗн.
Шел пулин те пирӗн пурнӑҫ хамӑрӑн шухӑшлава пӑхӑнса майлашӑнса пыраймарӗ. Хусан ханстви вӑхӑтӗнче тутар йӗрки алхасрӗ, Раҫҫейпе пӗрлешсен — вырӑс еннелли туртӑм вӑй илчӗ, коммунизм тапхӑрӗнче Маркспа Ленин вӗрентӗвӗ пуҫ пулса тӑчӗ. Пирте ытларах ыттисен ӑсӗ хуҫаланчӗ. Чӑваш шухӑшлавӗ хӑйне упранса юлма пулӑшакан пурнӑҫ йӗркипе ӗненӗве ҫирӗплетеймерӗ. Ҫавӑнпа та паян хамӑр Туррӑмӑра шанса ырӑпа асӑнни пӗртте ытлашши мар. Атьӑр-ха ҫакна йӑлӑнупа ӳкӗнӳ юрринчен пуҫлар.

Subscribe to RSS - Анатолий Кибеч