Аркадий Русаков

Поэмăсенче – чăвашсен аваллăхĕ

Паянхи кун «Шуратӑл» литпӗрлешӳ йышӗнче поэма ҫыракансене кама та пулин асӑнма пулать-ши? Тӑруках хуравлама та ҫук пек. Пелепейри  М.Прохорова Ф. Вуколов-Эрликӗн «Телей шыракансем» повеҫӗ тӑрӑх поэма хайланӑччӗ-ха. Ӑна кӗнеке туса та кӑларчӗ. Ку вӑл икӗ автор ӗҫӗ пулни каламасӑрах паллӑ. Ялтӑр Мучин пур пӗр поэма. Малашне эпир поэма ҫеҫ мар‚ поэмӑсен ярӑмне ҫырнӑ‚ кӗнеке туса кӑларнӑ сӑвӑҫӑмӑр та пур тесе калама пултаратпӑр. Кӗнеки те сӗтел ҫинчех. «Ҫеҫенхирти пушар» ятлӑскер. Ку автора пурте пӗлетпӗр: вӑл Федоровка районӗнче ӗҫлесе пурӑнакан тухтӑр Аркадий Русаков. Пушкӑртстанри чӑваш вулаканӗсемшӗн унӑн ячӗ тахҫанах паллӑ.

Çеçенхирти пушар. Поэмăсем

Русаков А. Н. Ҫеҫенхирти пушар. Поэмӑсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2010. — 88 с.Ҫӗнӗ эрӑн саккӑрмӗш ӗмӗрӗ пуҫламӑшӗнче Каҫпи тинӗсӗ хӗрринче хӑйсен патшалӑхӗпе пурӑнакан сӑварсем кӑнтӑр енчен хӗсекен арабсене хирӗҫ нумай ҫул хушши кӗрешнӗ. Анчах, вӑйсем чакнипе, вӗсем Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче ҫиччӗмӗш ӗмӗртен пурӑнакан пӑлхарсем патне килсе вырнаҫнӑ. Сӑварсем, пӑлхарсем пекех, паянхи чӑвашсен мӑн аслашшӗсем пулаҫҫӗ.

Subscribe to RSS - Аркадий Русаков