Фольклор

Çăлтăр çÿлти тÿпере

Улатимĕр Сатур. Çăлтăр çÿлти тÿпере. Тĕнчене ăнланни, йăла-йĕрке. — Шупашкар, 2011. — 96 с., ил.Кĕнекене сувар халăх мифĕсемпе халапĕсем, юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ. Маларах çак материала тĕпе хурса вырăсла «Мир наших предков», суварла «Сувар тĕнчи» ятлă анимациллĕ фильмсем тухнăччĕ. Кĕнеке «Тĕнче тытăмĕ», «Хĕвел», «Пултарни», «Уçăмсăрри», «Асамли», «Паттăрлăх», «Кулленхи», «Этем ĕмĕрĕ» тата «Пурнăç иĕрки» пайсенчен тăрать. Унта тĕнче мĕнле пуçланса, вăпланса пырса паянхи пурнăçа çитиччен аталаннине кĕскен сăнласа кăтартнă. Сувар тĕнчи питех те аслă та пуян. Вăл çутçанталăк пулăмĕсене, тем тĕрлĕ пĕлтерĕше хăй евĕрлĕ расна ăнлантарать, хаклать. Тĕнче шайĕпе илсен, çакă вăл эпир мĕн авалах ăслăлăхра пысăк çитĕнÿсем тунине, çÿллĕ шайри культурăллă халăх иккенне ĕнентерет.

Аваллăх упранакан тăрăхра

«Атăлçи çĕрĕсем Раççей историйĕпе культуринче» грант фондне тĕпе хурса Раççей гуманитари наука фончĕпе Чăваш Республикин Правительстви ырланă «Тутарстан Республикинчи Нурлат районĕнчи чăвашсен фольклорĕ» проектпа килĕшÿллĕн 2008 çулта çулла тата кĕркунне Тутарстан Республикин Нурлат районĕнчи чăваш ялĕсенче фольклор экспедицийĕ иртрĕ. Проект ертÿçи тата ăна пурнăçлаканĕ – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ Елена Владимировна Федотова (Ермилова).

Мифсем, легендăсем, халапсем

medium_mifsyem_lyegyendasyem_khalapsyem.jpgЧăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăларакан нумай томлă ярăмăн пĕрремĕш кĕнеки — халăх хайлалăхĕн авалхи жанрĕсен пуххи — чăваш ăс-хакăлĕн нумай ĕмĕр тăршшипе пухăнса пынă тĕслĕхĕсемпе паллаштарать. Унта сĕм аваллăхра йĕркеленнĕ хайла-хачмак та (мифсемпе легендăсем), каярахпа пулса кайнă хаймак-халап та вырăн тупнă. Кĕнеке чăваш халăх историйĕпе, тĕнĕпе, сăмахлăхĕпе кăсăкланакан кирек хăш вулаканшăн та усăллă.

Subscribe to RSS - Фольклор