Кĕмĕл Пулкар

Шурă барс

Пӑлхар хули таврашӗнче /Тутарстан/ шурӑ барс скульптурине вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавна май мӑсӑльмансем хирӗҫ тӑма, пӑлханма пуҫланӑ иккен. Сӑлтавӗ мӗнре-ха? Ислам чӗр чунсен, ҫынсен сӑнарӗсене палӑртма чарать. Эппин Ахмед ибн Фадлан элчеллӗхӗ ҫак тӗне пирӗн тӑрӑха илсе килнӗ вырӑнта барс /чӗр чун!/ сӑнӗ-таврашӗ пулма пултараймасть имӗш. Кунашкал логика тӗрӗсех. Нимӗнле йӑнӑш та ҫук ӗнтӗ. Ҫапах та Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн гербӗнче те барс чӑннипех пулнӑ вӗт! Ку - истори факчӗ!

Чăвашсем Пăлхарта пухăнчĕç

Чӑвашсен историйӗпе культура еткерлӗхне халалланӑ наукӑпа практика конференцийӗҪакнашкал тӗлпулусем Аслӑ Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинче сайра пулса иртнӗрен-и, юлашки вӑхӑтра кунти историпе археологи заповедникӗнче пӑлхарсем ислам тӗнне йышӑннине халалласа нумай ҫурт-йӗр тума тытӑннипе-и, «чӑвашсем Пӑлхарта пухӑнчӗҫ» тесе пӗлтерни хаҫат-журналсемшӗн резонанслӑ хыпар пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та ҫак пулӑма вырӑнти администраци енчен те, Ульяновск облаҫӗнчи, Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗсен, Шупашкарти Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисенчен тимлӗх пулни хӑйне пӗр пулӑм теер.

Subscribe to RSS - Кĕмĕл Пулкар