Кивĕ Саврăш

Пирĕн тăрăхри чи авалхи ялсем

Евгений Илюхинӑн тавра пӗлӳ енӗпе ҫырнӑ статйисене эпӗ «Суварта» питӗ кӑсӑкланса вулатӑп. Нумай тӗпчет автор, шырать, чӑваш ялӗсен историйӗпе интересленет. Манӑн «Энциклопедия чувашских сел Самарской области» (Самар, 2008) кӗнеке тухсан Самар облаҫӗнчен ман пата ҫырусем нумай килме пуҫларӗҫ. Пурте хӑйсен ялӗсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес теҫҫӗ. Пӗр кӗнеке Евгений Илюхин аллине те лекнӗ.

Шырав

Н. Павловскин пӗлтӗр «Сувар» хаҫатра тухнӑ «Саврӑш ҫӑлтӑрӗ айӗнче» статйине тепӗр хут вуласа тухрӑм. Пирӗн тӑрӑхра та питӗ нумай-ҫке авалхи цивилизаци йӗрӗсем. Самар облаҫӗнчи Шунтал (Шентала) районне кӗрекен Кивӗ Ухинкел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Григорий Альмендеевпа хамӑр тӑрӑхри истори вырӑнӗсене тӗпчесе тухрӑмӑр.

Саврăш çăлтăрĕ айĕнче

Вырӑссен историкӗ, этнографӗ В. К. Магницкий чӑвашсенчен ҫырса илнӗ 10582 арҫын ячӗ хушшинче пӗр питӗ илемлӗ ят та пур: Саврӑш. «Саватӑп» сӑмахпа «Саврӑш» ятӑн пӗр тымар – «сав». «Саватӑп» – «юрататӑп; ӑшшӑн, ҫывӑххӑн куратӑп» тенине пӗлтерет. Апла-тӑк, Саврӑш ят та юратупа, кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ. Саврӑш ят Пӑлхар патшалӑхӗнче пурӑннӑ сӑварсемпе те ҫыхӑнма пултарнӑ – «сӑвар» тата «савр» пӗр пекрехех илтӗнеҫҫӗ.

Чул палăксене кам лартнă?

Кивӗ Саврӑш ялӑн масарӗ патӗнче чулран касса тунӑ юпаЭпӗ Аксу районне кӗрекен Кивӗ Саврӑш ялӗ патӗнчен пӗрре мар иртсе кайнӑ. Ҫав ялӑн масарӗ патӗнче чулран касса тунӑ икӗ чӑваш юпи ларать. Анчах та вӗсем ҫине чӑвашла мар, арабла ҫырнӑ.

Питӗ интереслӗ: ҫак юпасене камсем тата хӑҫан лартнӑ? Ҫак вырӑнта ӗлӗк мӗн пулса иртнӗ? Кам ячӗпе лартнӑ ҫак юпасене? Мӗншӗн чӑвашла мар, арабла ҫырнӑ?

Кивĕ Саврăш кивĕ мар!

Ах, епле хитре-ҫке каҫӗ,
Сарӑ уйӑх ялтӑрать,
Лашасем шыва анаҫҫӗ,
Таҫта кӗвӗ янӑрать.

Кивĕ Шешкел хăçан йĕркеленнĕ?

Ӗлӗк Хусан ханствинче вӑрмансем нумай ӳснӗ. Аҫтӑрхан (Астрахань) енче вара пачах пулман. Ҫавӑнпа ҫурт валли пӗренесене Атӑл тӑрӑх сулӑсем туса ҫеҫ антарма пултарнӑ. Ҫак ӗҫсене тархансене хушнӑ. Тархансем – патшалӑх ҫыннисем, патшалӑх хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсене налук тӳлессинчен хӑтарнӑ.

Кивĕ Саврăш

Саврӑш ҫырми хӗррине хӑҫан ҫынсем килсе вырнаҫма пуҫланӑ? Мӗнрен пуҫланать тӑван ял историйӗ? Мӗншӗн Кивӗ Саврӑш тесе ят панӑ? Мана кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине П. Е. Пильщиков, Н. Я. Пильщиков, Д. В. Захаров, А. Г. Кузьмин хуравларӗҫ. Вӗсене итленӗ хыҫҫӑн эпӗ хӑш-пӗр ӑнлантарусемпе килӗшесшӗн пулмарӑм. Хам шухӑша ҫырса пӗлтерем.

Subscribe to RSS - Кивĕ Саврăш