Кивĕ Шешкел

Шихан тăвĕ

Тутарстан Республикипе Самар облаҫӗн чиккинчи Ҫӗнӗ Шешкел, Кивӗ Шешкел, Аксаку тата Чӑтӑрлӑ ялӗсем хушшинчи вӑрманта тӑпра йӑтса купаланӑ ту пур. Шихан тӑвӗ теҫҫӗ ӑна халӑхра. 1950 ҫул вӗҫӗнче ун ҫинче дозор вышки ларнӑ. «Тӑрринчен йӗри-таврари 30 ытла ял курӑнатчӗ», – теҫҫӗ унта хӑпарса курнисем. Йывӑҫ вышка ҫӗрсе, ишӗлсе аннӑ ӗнтӗ, анчах ҫуркунне е кӗркунне унӑн вырӑнӗ халӗ те палӑрать. Ӗлӗк, паллах, ту вӑрман варринче мар, хирте ларнӑ.

Вут-кăвартан

Чӑваш халӑхӗ икке пайланнӑ халӑх. Ӗлӗкхи йӗркепе мӗн ӗмӗртен килекен халӑх йӑлине тытса пыракансене тата мӗн ӗлӗкрен килекен тӗнпе пурӑнакансене чӑн чӑвашсем теҫҫӗ.

Çарăм тăрăхĕ, Шешкел историйĕ

Кивӗ Шешкел ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ Шунтал районне (Самар облаҫӗ) кӗрекен Тимеш ялӗнче 2007—2008 ҫулсенче археологсем хӗрӳ ӗҫ илсе пынӑ. Вӗсем Тимеш ялӗ ҫумӗнче авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑна тупнӑ. Унта археологсем тӗрлӗ япаласем: тумтир, чулран тунӑ ҫӗҫӗпе пуртӑсем, кил хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли япаласем чавса кӑларнӑ. Ҫак вырӑна 3,5 пин ҫул ытла иккен. Ҫавӑнпа та Ҫарӑм юханшывӗ тӑрӑхӗнче ҫынсем мӗн авалтанах пурӑннӑ тесе ҫирӗплетме пулать.

Кивĕ Шешкел хăçан йĕркеленнĕ?

Ӗлӗк Хусан ханствинче вӑрмансем нумай ӳснӗ. Аҫтӑрхан (Астрахань) енче вара пачах пулман. Ҫавӑнпа ҫурт валли пӗренесене Атӑл тӑрӑх сулӑсем туса ҫеҫ антарма пултарнӑ. Ҫак ӗҫсене тархансене хушнӑ. Тархансем – патшалӑх ҫыннисем, патшалӑх хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсене налук тӳлессинчен хӑтарнӑ.

Subscribe to RSS - Кивĕ Шешкел