Пулкарсем

Тенеялĕнче — Пăлхар хăнисем

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тенеяльне пысӑк хӑнасем килсе кайрӗҫ. Ялти тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллашма Пӑлхар ҫӗр-шывӗнчи София хулинчи паллӑ ӑсчахсем кӑмӑл тунӑ: Ружа Нейкова профессор, Болгари наука академийӗн этнографӗсем Иво Леонкев тата Славян Стоилов. Вӗсемпе пӗрле ЧПУ профессорӗ, истори наукисен докторӗ Геннадий Ильич Тафаев, Атӑлҫи Пӑлхар обществӑлла фондӑн учредителӗ Юрий Витальевич Дадюков, фондӑн яваплӑ секретарӗ Анатолий Павлов пулчӗҫ.

Шурă барс

Пӑлхар хули таврашӗнче /Тутарстан/ шурӑ барс скульптурине вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавна май мӑсӑльмансем хирӗҫ тӑма, пӑлханма пуҫланӑ иккен. Сӑлтавӗ мӗнре-ха? Ислам чӗр чунсен, ҫынсен сӑнарӗсене палӑртма чарать. Эппин Ахмед ибн Фадлан элчеллӗхӗ ҫак тӗне пирӗн тӑрӑха илсе килнӗ вырӑнта барс /чӗр чун!/ сӑнӗ-таврашӗ пулма пултараймасть имӗш. Кунашкал логика тӗрӗсех. Нимӗнле йӑнӑш та ҫук ӗнтӗ. Ҫапах та Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн гербӗнче те барс чӑннипех пулнӑ вӗт! Ку - истори факчӗ!

Чул палăксене кам лартнă?

Кивӗ Саврӑш ялӑн масарӗ патӗнче чулран касса тунӑ юпаЭпӗ Аксу районне кӗрекен Кивӗ Саврӑш ялӗ патӗнчен пӗрре мар иртсе кайнӑ. Ҫав ялӑн масарӗ патӗнче чулран касса тунӑ икӗ чӑваш юпи ларать. Анчах та вӗсем ҫине чӑвашла мар, арабла ҫырнӑ.

Питӗ интереслӗ: ҫак юпасене камсем тата хӑҫан лартнӑ? Ҫак вырӑнта ӗлӗк мӗн пулса иртнӗ? Кам ячӗпе лартнӑ ҫак юпасене? Мӗншӗн чӑвашла мар, арабла ҫырнӑ?

Subscribe to RSS - Пулкарсем