Скифсем

П. Мульдияров: «Пирĕн пурнăçлайманнине тумалла»

«Ӑчӑвӑш» сӑмахран пулнӑ вӑл, «ӑчӑ» скиф тенине пӗлтерет, «вӑш» — вӗсен туррине. Вырӑсла каласан вӑл «божественный человек» тенине пӗлтерет. Кашни сӑмахӑн хӑйӗн историйӗ, акӑ кӑркӑссен «чоож» сӑмахне илер, -чо сыпӑк -ӑчӑ сыпӑкпа пӗр ӑнлавлӑ, каярахпа малти протеза, уҫӑ сасӑ, тухса ӳкнӗ те -чӑ юлнӑ.

Петĕр Мульдияров: «Эпир — скифсен тăхăмĕсем»

Чӑвашсен несӗлӗсене чӑваш тесе Кӑнтӑр Ҫӗпӗртех чӗннӗ. Ҫакӑ пачах та чӑвашсен этногенезӗ вӗҫленнине пӗлтермест. Вӗсем асс чӗлхин пӗр диалекчӗпе калаҫнӑ. Вӑтам Атӑл патне ҫитнӗ йӑхсем чӑваш племисен пӗрлешӗвне хутшӑннӑ пулмалла. Виҫӗ саманта тӗслӗхе хурам: 1) Йӑхсем куҫса пынӑ ҫул ҫинчи (Новосибирск облаҫӗ, Иртыш тӑрӑхӗ) топонимикӑра чӑваш йӗрӗ лайӑх курӑнать; 2) Вӑтам Атӑл, Кама тӑрӑхӗсене килнӗ чылай йӑхран хӑйсен чӗлхине чӑвашсем кӑна сыхласа хӑварнӑ (ҫакӑ вӗсем ытларах пулни ҫинчен каламасть-ши?); 3) Анатри Кама патӗнче пурӑнакан аборигенсен — удмуртсемпе ҫармӑссен — чӗлхине килнӗ халӑхсен чӗлхисенчен чӑваш сӑмахӗсем ытларах куҫнӑ. Ҫак фактсем миграци вӑхӑтӗнче тата тӑрӑха алла илнӗ чухне чӑвашсем йӗркелӳҫӗ вырӑнӗнче пулнине палӑртаҫҫӗ, чӑваш чӗлхи тӗрлӗ йӑхсем хушшинчи калаҫмалли чӗлхе пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Пӑлхарсем вара Атӑлпа Кама тӑрӑхне VIII ӗмӗрте кӑна килнӗ — мигрантсен пӗрремӗш партийӗ килнӗ хыҫҫӑн 250 ҫултан. Вӗсем киличчен кунта Кӑнтӑр Ҫӗпӗртен ҫитнӗ ҫынсем ҫӗнӗ вырӑнта тӗпленме ӗлкӗрнӗ ҫеҫ мар, куҫмасӑр пурӑнакансем пек ял хуҫалӑхне ертсе пыма та вӗренсе ҫитнӗ.

Subscribe to RSS - Скифсем