Тăван чĕлхе

Хам хамах е çын мĕлки?

Ҫав шӗл кӑвар — чӑваш сӑмахӗ,
Чечен чӗлхи — чӑваш чӗлхи.
Вӑл упрансассӑн — хам хамах эп,
Упранмасан — эп ҫын мӗлки...
П. Хусанкай.

Тăван чĕлхене сăвапласа: сăвăсем

Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем
Парсам пӑлхавлӑ чунӑма.
Пӗр чӑнлӑх, савӑнӑҫ, илем,
Пар ирӗк – ҫутӑрах ҫунма.
Ӗшеннисемшӗн ҫул ҫинче
Эс – шанчӑк ҫӑлтӑрӗ ялан.
Тискер тӑманлӑ каҫсенче
Йыхравлӑ чан пек янӑран.
Ҫунат паратӑн ҫамрӑка,
Ватта чун канӑҫӗ кӳрен.
Сӳнсе кӗлленнӗ кӑмрӑка
Вуткайӑк сывлашӗ кӗртен.
Хыпса ҫунан ҫӗршывӑма,
Чӗлхем, сипетлӗ ҫумӑр яр.
Хӗвел хӗм патӑр сывлӑма
Мала та пӗр тумлам сыптар.

Пĕтес марччĕ

Юлашки ҫулсенче чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн кулянма пуҫларӑм. 1956 ҫулта пирӗн халӑх шучӗ 2 миллиона ҫитме пуҫланӑччӗ. Ун чухне 97 проценчӗ чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе тесе палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра чӑваш йышӗ хӑвӑрт чакма пуҫларӗ. Кун пек пулсан 21-мӗш ӗмӗр вӗҫнелле йӑлтах пӗтетпӗр. Халӑхӑн тӗп палли — чӗлхе. Вӑл пулмасан халӑх та пӗтет. Пӗр тӗслӗх илсе кӑтартатӑп. Эпӗ институт пӗтернӗ хыҫҫӑн Мордвара 9 ҫул ӗҫлерӗм. Манӑн мӑшӑр чӑваш мар. 1972 ҫулта эпир Чӑваш Ене куҫса килтӗмӗр. Икӗ ачаччӗ — 4 тата 7 ҫулта. Чӑвашра тепӗр ача ҫуралчӗ. Аслисем чӑвашла пӗлмен. Вӗсем вырӑнти ачасен хушшинче 4—5 уйӑхрах чӑвашла лайӑх калаҫма пуҫларӗҫ. Кӗҫӗнни садике ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗренчӗ. Виҫҫӗшӗ те чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илчӗҫ, чӑвашла ҫырма, вулама, калаҫма пултараҫҫӗ. Отличниксемччӗ.

Çырма çăмăл...

Мана пӗр япала ҫав тери тӗлӗнтерет. Кам кӑна кулянмасть чӑваш чӗлхи пӗтсе пынипе! Ун пек тумалла, кун пек тумалла тесе вӗрентеҫҫӗ, патшалӑха ӳпкелешеҫҫӗ. Хӑйсем вара чӗлхе сыхланса юлтӑр тесе мӗн туни ҫинчен пӗри те ҫырмаҫҫӗ. Камӑн ӗҫлемелле вӑл упрантӑр тесен, учительсен кӑна-им? Никам та нимӗн те тумасть тесе ҫырма ҫӑмӑл, ӗҫне ӗҫлеме яланах йывӑр пулнӑ. Тӗрӗссипе каласан, манӑн ку ӗҫре хӑй мӗн те пулин тунӑ ҫынна кӑна шанас килет. Чӗлхе вӑл калаҫура аталанать. Ҫынпа калаҫмасӑр чӗлхене аталантараймастӑн.

Малтан хăвăрăнне вĕрентĕр!

Чӑваш пӗрлешӗвӗсен пухӑвӗсенче, конференцийӗсенче тухса калаҫакансен, чӑвашлӑхшӑн чунтан тӑрӑшнӑ пек кӑтартакансенех, хулара е район центрӗнче пурӑнакансен ачисем вырӑс пулса ӳсеҫҫӗ. Вӗсемех чӑвашсен шучӗ сахалланса пынишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ пулсан, мӗншӗн-ха хӑйсен ачисемпе вырӑсла калаҫаҫҫӗ, тӑван чӗлхерен пистереҫҫӗ? Кам кӑкӑр шаккаса мухтанма пултарать хулара е райцентрта пурӑнса ачине чӑвашла вӗрентетӗп тесе? Мӗншӗн сассӑрсем илтӗнмеҫҫӗ? Манӑн ачасем, кӗҫӗннисем 1-мӗш класранах Сызраньте вӗренме тытӑнчӗҫ пулин те, эпӗ вӗсемпе яланах чӑвашла калаҫнӑ. Вӗсем пурте чӑн чӑвашсем пулса ӳсрӗҫ.

Çĕнĕ чĕлхе саккунĕ кирлĕ

ЮНЕСКО эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, ҫитес 50 ҫулта Раҫҫейре 136 чӗлхе (ҫав шутра чӑваш чӗлхи те) пӗтес хӑрушлӑхра. Ҫӗршывра чи йышлӑн пурӑнакан 10 халӑх йышне кӗрекен чӑвашсем малашне хӑй чӗлхине манаҫҫӗ текен шухӑшпа пӗрре те килӗшес килмест. Ҫавах та юлашки ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсем чӑнах та савӑнтармаҫҫӗ. Регионсенче 2002 ҫулпа танлаштарсан, чӑвашсен шучӗ 10-шар пине чакрӗ. Чӑваш Енре хӑйӗнче те чӑваш тесе ҫыртаракансен йышӗ 74,5 пин ҫынна сахалланчӗ. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче шӑпах чӑваш чӗлхипе культурине упраса аталантарас ыйтӑва Правительство представителӗсем, чӑваш интеллигенцийӗ, чӗлхеҫӗсем, массӑллӑ хыпар хатӗрӗсен ӗҫченӗсем, тӑван чӗлхен шӑпишӗн пӑшӑрханакан тата ытти ҫынсем ҫавра сӗтелте сӳтсе яврӗҫ.

Чăваш çемйи чăвашах çитĕнтертĕр

Паянхи лару-тӑрӑва илес пулсассӑн, чӑвашсен йышӗ чаксах пырать. Пӗтӗмӗшле пӑхсан, чӑвашсен кӑна мар, Раҫҫейре пурӑнакан ытти вак халӑхсен те. Хӑшӗ-пӗри ҫакна асӑрхамасть е вуҫех пӗлмест, пӗлекенни вара шӑпрах тӑма кӑмӑл тӑвать. Мӗн тӑвас тен, йӑваш чӑваш...
Тӗрӗссипе, эпир хускатнӑ ыйту паян ҫеҫ ҫуралман. Ӗлӗкех пулнӑ вӑл. Кун ҫинчен пире Гурий Комиссаров-Вантерӑн «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши;» ятлӑ статйи те ҫирӗплетсе калать. Ӑна вуласан тӗлӗнетӗн: XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мар, тинтерех ҫырнӑ пулӗ ку ӗҫе; Питӗ тарӑн та пӗлтерӗшлӗ, кивелми шухӑшсем палӑртнӑ чӑвашсен паллӑ историкӗ, тӑван халӑх культурине тишкерекенӗ. Чӑваш пӗтессине кӑтартакан хӑрушӑ паллӑсен шутне вӑл ҫаксене кӗртнӗ:

Subscribe to RSS - Тăван чĕлхе