Василий Димитриев

Василий Димитриевич Димитриев ăсчах пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ

Василий Димитриевич Димитриев2013 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, иркӳлӗм, 5 сехетре, Василий Димитриевич Димитриев паллӑ ӑсчахӑн чӗри тапма чарӑнчӗ. Чӑваш халӑхӗн авалхи кун-ҫулне ҫур ӗмӗр ытла ырми-канми тӗпченӗ пӗтӗм тӗнче пӗлекен историк, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн истори пайӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫтешӗ пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Василий Димитриевич тӑванӗсемпе, пӗлӗшӗсемпе пӗрле чун-чӗререн хурланатпӑр.

Subscribe to RSS - Василий Димитриев