юмахсем

Çăлтăр çÿлти тÿпере

Улатимӗр Сатур. Ҫӑлтӑр ҫӳлти тӳпере. Тӗнчене ӑнланни, йӑла-йӗрке. — Шупашкар, 2011. — 96 с., ил.Кӗнекене сувар халӑх мифӗсемпе халапӗсем, юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ. Маларах ҫак материала тӗпе хурса вырӑсла «Мир наших предков», суварла «Сувар тӗнчи» ятлӑ анимациллӗ фильмсем тухнӑччӗ. Кӗнеке «Тӗнче тытӑмӗ», «Хӗвел», «Пултарни», «Уҫӑмсӑрри», «Асамли», «Паттӑрлӑх», «Кулленхи», «Этем ӗмӗрӗ» тата «Пурнӑҫ иӗрки» пайсенчен тӑрать. Унта тӗнче мӗнле пуҫланса, вӑпланса пырса паянхи пурнӑҫа ҫитиччен аталаннине кӗскен сӑнласа кӑтартнӑ. Сувар тӗнчи питех те аслӑ та пуян. Вӑл ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене, тем тӗрлӗ пӗлтерӗше хӑй евӗрлӗ расна ӑнлантарать, хаклать. Тӗнче шайӗпе илсен, ҫакӑ вӑл эпир мӗн авалах ӑслӑлӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тунине, ҫӳллӗ шайри культурӑллӑ халӑх иккенне ӗнентерет.

Subscribe to RSS - юмахсем