Çырусем

Хыпар: Халăха сыхласа хăварас ĕç кил-йышран пуçланать

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру«Халӑха сыхласа хӑварас ӗҫ чи малтан кил-йышран, ҫемьерен пуҫланать. Тӑван килте ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗринпе, ҫав хушӑрах ачисемпе те чӑвашла калаҫсан, вӗсене халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, ташши-юррипе мӗн пӗчӗкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вӗрентсен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ.

Патшалӑх органӗсенче вӑй хуракансен, культурӑпа вӗренӳ ӗҫченӗсен, халӑх пӗрлешӗвӗсен пайташӗсен чӑвашлӑха сыхласа хӑварас ӗҫре чи малта пулмалла.

Пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем хамӑрӑн пуян культурӑпа тата историпе мухтанма-мӑнаҫланма пуҫласан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех тӑрсан кӑна халӑхӑмӑр сыхланса юлас шанчӑк пур. Нумай ҫул аталанса пынӑ халӑх ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалмалла мар. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрсах ӗҫлемелле».

Чăваш халăхě аслă Сталин патне янă çыру

Юратнӑ Тӑван аттемӗр Иосиф Виссарионович!
Хамӑрӑн республика 25 ҫул тултарнӑ кун Сире, хаклӑ Иосиф Виссарионович, пӗтӗм халӑхпа чӗререн салам яратпӑр, пирӗн телейшӗн нумай ҫулсем пурӑнма ырӑ-сывлӑх сунатпӑр.

Subscribe to RSS - Çырусем