Истори

Чӑвашсен историпе культури пирки кӗнеке тухнӑ

Чуваши Присвияжья: история и культураШупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн "Чӑвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура" кӗнеке серин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ӑна "Чуваши Присвияжья: история и культура" ят панӑ.

ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере Сӗве тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен историпе культурине ҫутатса панӑ. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йӑлисене, пултарулӑхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ.

Тусай ялне — 600 çул

Ҫитес ҫул Упи ял тӑрӑхне кӗрекен Тусай ялне никӗсленӗренпе 600 ҫул ҫитет. Ҫак пысӑк датӑна хатӗрленсе ирттерес тӗлӗшпе ял тӑрӑхӗнче йӗркелӳ комитечӗ туса хунӑ. Унӑн икӗ ларӑвӗ иртнӗ те ӗнтӗ. Йӗркелӳ комитечӗн йышне ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне, тавра пӗлӳҫӗне, Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ М. П. Прохорова та кӗртнӗ. Михаил Прохорович тӑван ялӗн историйӗ пирки райхаҫата материал сӗнчӗ. Эпир унпа вулакана паллашма сӗнетпӗр.

Subscribe to RSS - Истори