Надежда Смирнова

Владимир Алмантай: «Хамăр халăх кун-çулĕн çуррине те пĕлместпĕр»

Владимир АлмантайВулаканăмăрсене паян паллаштарас текен çын çинчен йăхташăмăрсенчен чылайăшĕ илтнĕ çеç мар, ăна лайăх пĕлет те. Вăл - Владимир Иванов /Алмантай/, «Сувар» общество организацийĕн ертÿçи, сувары.рф сайт йĕркелÿçи. Вăл пуçарнипе 2007-2008 çулсенче сăвар-пăлхар-чăваш халăхĕн X-XIII ĕмĕрсенчи пурлăх культурине, çавăн пекех Чăваш Ен, Тутарстан тата Чулхула облаçĕн территорийĕсенчи XIV-XVIII ĕмĕрсенчи вилтăпри палăкĕсене тĕпчес тĕлĕшпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе, Тутарстанри Пăлхар хулинчи историпе архитектура музей-заповедникĕпе пĕрле ăслăлăх экспедицийĕсем ирттернĕ. Аллă çул каялла - 1966 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче - Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕçырта кун çути курнă. Çĕнĕ Пăва вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1984-1986 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă, ун хыççăн Хусан патшалăх педагогика институтĕнче "географи" специальноçпа пĕлÿ илнĕ. Иртнĕ çул Славян культурин патшалăх академине /Мускав/пĕтернĕ. Специальноçĕ - "культурăн теорийĕпе историйĕ" /культурологи/. Владимир Иванова хăйĕн шăпине тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе çыхăнтарма мĕн хистенĕ-ши?

Subscribe to RSS - Надежда Смирнова