Суварсем

Ĕмĕр сакки сарлака: Суварсем

Пулкарта Асӑну юпи патӗнче. Людмила Семёнова Сарханран интервью илет.

Людмила Семёнова хатӗрленӗ «Ӗмӗр сакки сарлака» передачӑн 2018 ҫулхи «Асӑну ҫӳревӗ» ҫинчен «Суварсем» ятлӑ кӑларӑм.

Căвара кайса килни

Июнӗн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарти «Сувар» ятлӑ наукӑпа тӗпчев фончӗн ушкӑнӗ несӗлсен ҫӗрӗ ҫине кайса килчӗ. Пирӗн халӑхӑн авалхи тӑван ҫӗршывӗн историллӗ вырӑнӗсене курса ҫӳреме пире фонд пуҫлӑхӗ Владимир Алмантай ертсе кайрӗ. Ушкӑнра 15 ҫын. Унта наци интеллигенцийӗн представителӗсемпе ҫамрӑксем кӗреҫҫӗ. Ҫула тухас умӗн каякансем Шупашкарти залив хӗрринчи Анне-управҫӑ палӑкӗ умне тӑрса несӗлсенчен пил ыйтрӗҫ.

СУВАРСЕНЕ РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦЙĔНЧИ НАЦИОНАЛЬНОÇСЕН СПИСОКНЕ КĔРТНĔ

Ҫуралнине ӗнентерекен хут. Мадуров Терентий Дмитриевич

Раҫҫей Федерацийӗнчи экономика аталанӑвӗн министерствин Патшалӑх статистикин федераци служби пуҫлӑхӗ А.Е. Суринов 27.10.2012 ҫ. кӑларнӑ 74 № “2010 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн Л формӑллӑ Ҫырав хутӗнче 7-мӗш ыйтӑва тата 9-мӗш пайри ыйтусемпе пухӑнакан материала автоматизм мелӗпе пӗтӗмлетмелли нормативлӑ-справкӑллӑ документсене ҫирӗплетесси ҫинчен” хушӑвӗнче “Хӑш халӑх ҫынни пулатӑр” 7-мӗш ыйтупа пулма пултаракан хуравсен алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ списокне вырӑс (2-мӗш код), тутар (3-мӗш код), украин (4-мӗш код), пушкӑрт (5-мӗш код),  чӑваш (6-мӗш код), чечен (7-мӗш код) т. ыт. танах сувар национальноҫне (1191-мӗш код) те кӗртнӗ.

Камсем эпир? Хăш йăхран?

Шел пулин те, хамӑр халӑх историне ҫуррине те пӗлсех каймастпӑр пулас эпир. Мӗншӗн тесен шкулсенче халиччен, тӗпрен илсен, вырӑс е ют ҫӗршывсен историне кӑна вӗрентнӗ пире. Сӑвар е пӑлхар ячӗсене вӗренӳ программисенче халӑхсен хутшӑнӑвӗ е Атӑлӑн вӑтам тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ ҫӗрсемшӗн пынӑ вӑрҫӑсем ҫинчен сӑмах тапратнӑ май ҫеҫ асӑнкаланӑ.

Subscribe to RSS - Суварсем