Ваттисен пехилĕ

СУВАРĂН ЙĂЛА-ЙĔРКИ — ВАТТИСЕН ПЕХИЛĔ

Агеев В. И. Памятник суварскому народному герою Чемень. 2002 г. Б., тушь, 42х36.

Халăх хăйĕн йăли-йĕркине, чĕлхине, тĕне çухатмасан анчах упранса юлать. Çавăнпа хальхи кăткăс вăхăтра пирĕн халăх сыхланса юлтăр тесе эпир çак «Суварăн кодексне» хайларăмăр.

Сувар халăх кодексне ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцинче 2011 çулта чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче эрне кун пĕр сасăллă пулса йышăннă. Конференцинче Чăваш Ен, Пушкăрт, Тутарстан, Чĕмпĕр тата Самара облаçĕсенчен килнĕ 85 çын хутшăннă.

Эсĕ «Суварăн кодексне» тивĕçлĕ пурнăçласассăн, ваттисен (несĕлсен) пилĕ (пехилĕ) сан патне те, ачасем патне те çитет, тĕрĕс çул кăтартса пама пуçлать. Çавăнпа та ваттисем ачисемпе мăнукĕсене пил хăварма тăрăшнă. Çакă ваттисене шанчăк панă, çĕнĕрен çуралсан, хăйсен пилĕ хăйсем патнех çитессе, йăх ĕмĕр-ĕмĕре пырасса шантарнă. Пурнăç ламран лама куçса пынине ăнланса çамрăксем те ваттисенчен пил илме тăрăшнă.

Subscribe to RSS - Ваттисен пехилĕ