Юрий Львов

Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

Нумаях пулмасть районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцине таврапӗлỹҫӗ, фотоӑстаҫӑ, республикӑри «Сувар» тата историпе культура тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фонд кӑларакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗпчев кӗнекисен редколлеги членӗ Ю. А. Львов кӗчӗ. Юрий Анатольевич хӑйӗн амӑшӗ, паллӑ таврапӗлỹҫӗ, Чатукассинчи вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ А. Г. Львова иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсен варринче ҫырса хӑварнӑ пӗр ӗҫне сӗтел ҫине кӑларса хучӗ.

Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

Ҫав кунсен ҫухалмӗ чапӗВӑхӑт пӗр шелсӗр малалла васкать. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Чатукасси ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчен 1941 — 1945 ҫулсенчи вӑрҫа 473-ӗн тухса кайнӑ, вӗсенчен 225-шӗ паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫне хунӑ е хыпарсӑр ҫухалнӑ. Паян пурӑнакансем 4-ӑн. Фронтовиксен асаилӗвӗсем ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани панӑ ҫӗрте калама ҫук пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Каччӑсемпе хӗрсене ентеш-салтаксен паттӑрлӑхӗпе паллаштарас тӗлӗшпе эпир 1975 ҫулта, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 30 ҫул тултарас умӗн, Чатукасси шкулӗн никӗсӗ ҫинче фронтовиксен тӗлпулӑвне йӗркеленӗччӗ.

Subscribe to RSS - Юрий Львов