Юрий Ювенальев

Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Вести Чăваш ен. Каçхи кăларăм. 2018.12.19)

Юрий Ювенальевпа Владимир Алмантай. Презентаци саманчӗ.

Чӑваш наци библиотекинче ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗн премийӗн лауреачӗн Юрий Ювенальевӑн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, культурологи кандидачӗн Владимир Алмантайӑн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кӗнекесен презентацийӗ иртрӗ. Хӑтлав каҫне сувар-пӑлхарсен, чӑвашсен Х-ХХ ӗмӗрсенчи кӗмӗл капӑрчӑкӗсен куравӗ илем кӳчӗ. Асӑннӑ ювелир хатӗрӗсем - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш халӑх художникӗн Владислав Николаевӑн пуххинчен.

Кĕнеке мар, хаклă чулсен арчи тейĕн

Презентаци саманчӗ«Аваллӑха, несӗлӗрсем мӗнле пурӑннине тӗпчӗр - ҫакӑ сире тата йӑхташӑмӑрсене пуласлӑха ҫул уҫма пулӑшӗ», - тенӗ техника наукисен докторӗ, Василий Николаев академик. Паянхи ӑру Василий Васильевичӑн сӑмахне шута илет, историе, культурӑна, йӑла-йӗркене шӗкӗлчет.

Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Республика, каçхи кăларăм. 2018.12.18)

Владимир АлмантайЧӑваш наци библиотекинче ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗн премийӗн лауреачӗн Юрий Ювенальевӑн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, культурологи кандидачӗн Владимир Алмантайӑн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кӗнекесен презентацийӗ иртрӗ. Хӑтлав каҫне сувар-пӑлхарсен, чӑвашсен Х-ХХ ӗмӗрсенчи кӗмӗл капӑрчӑкӗсен куравӗ илем кӳчӗ. Асӑннӑ ювелир хатӗрӗсем - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш халӑх художникӗн Владислав Николаевӑн пуххинчен.

Авалхи сувар-пулкарсен хальхи йăх-несĕлĕсем çинчен

Ювенальев Ю. Ю., Ювенальев С. Ю. Культура суваро-булгар: история предметов вооружения. — Чебоксары, 2015. — 160 с.: ил.Манӑн алӑра — Шупашкарта 1 пин экземпляр тиражпа илемлӗ ҫутӑ хут ҫине пичетлесе кӑларнӑ «Сувар-пулкарсен культури. Халӑх тӗнӗ тата ҫут тӗнчине ӑнкарни» кӗнеке. Ӑна В. В. Николаев академика халалланӑ. Авторӗсем — Юрийпе Сергей Ювенальевсем. Сӑнӳкерчӗкӗсене пирӗн ентеш — Чатукасси ялӗнче ҫуралнӑ Ю. А. Львов тата С. Ю. Ювенальев тунӑ.

Чăваш ен, каçхи кăларăм. 2015/11/02

Ирхи тĕпел. 2015.10.20 кăларăм

Ирхи тӗпел. 2015.10.20 кӑларӑм

Аваллăхпа паллашма — музея

«Сувар-пулкар культури» курав ҫинчен телекӑларӑм.

Кӑмӑл тӑвакансем халӗ йӑх-несӗлсем пирки тӗплӗнрех пӗлме пултараҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫак кунсенче «Сӑварпа пӑлхар культури» ятпа курав уҫӑлчӗ.

Куравра — ĕмĕрсен еткерĕ

Куравра — ӗмӗрсен еткерӗ

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлнӑ курав пирки чӑннипех ҫапла калама сӑлтав пур. Унта хутшӑннӑ ӳнерҫӗсем — Владимир Агеев, Владислав Николаев, Алексей Николаев, Юрий Ювенальев, Сергей Ювенальев, ыттисем — несӗлӗмӗрсен аваллӑхӗпе кӑсӑкланакансем ҫеҫ мар, ӑна тӗпчекенсем, ҫав еткере паянхи куна тавӑрса паракансем.
Курава пирӗн хушӑмӑртан яланлӑхах уйлӑлса кайнӑ Анатолий Миттовпа Анатолий Розов произведенийӗсене те тӑратнӑ.

Subscribe to RSS - Юрий Ювенальев