Петĕр Мульдияров: «Эпир — скифсен тăхăмĕсем»

Мульдияров Пётр– Эсир кӑткӑс тӗпчев ӗҫне илсе пыратӑр, ҫав вӑхӑтрах ревматолог врач пулса тӑрӑшатӑр. Часах 73 ҫул тултаратӑр. Мӗнлерех ӗлкӗрсе пыратӑр?

– Тавтапуҫ. Тар пур-ха. Сывлӑхӑм манӑн ҫак ҫулхи вӑтам ҫыннӑнни пек. Тата темиҫе ҫул ӗҫлеме Турӑ хал патӑр.

– Эпӗ «Лик» журналта (2 № 2006 ҫул) пичетленнӗ «Чӑваш чӗлхи тата чӑвашсем пулса кайни» статйӑра вуларӑм. Ҫакнашкалли мӗн те пулин тата ҫыратӑр-и?

– «Южносибирско-средневолжские этнотопонимические схождения» пысӑк статьяна хатӗрлесе пӗтеретӗп. Унта асӑннӑ статьян пӗтӗмлетӗвӗсене ҫирӗплететӗп. Кунта чӑваш халӑхӗ йӗркеленсе кайни ҫине ашсен, кетсен, самодисен компоненчӗсем хушӑнни ҫинчен сӑмах пырать. Вӗсем пурте Кӑнтӑр Ҫӗпӗр тата Хӗвел тухӑҫ Европа енчи скифсене ҫывӑх.

– Нивушлӗ халӑхсен, йӑхсен, юхан шывсен, тусемпе сӑртсен ячӗсемпе ҫакнашкал малалла каякан пӗтӗмлетӳсем тума пулать?

– Пулать. Пулать кӑна мар, тумалла та. Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр: Тыва Республикинче Чаваш юханшыв пур, Минусинск варӗнче — Онджабаш, Джабаш юханшывсем тата 80 километр тӑршшӗ Джебаш ту хырҫи. Джебаш вӑл — пирӗн Шупаш. Ҫакӑн пирки эпӗ пӗрре те иккӗленместӗп. Ҫак топонимсем Кӑнтӑр Ҫӗпӗрте пулнипе кӑна мар, вӗсем чӑвашла янӑрава ҫывӑх пулнипе те. Ҫак ятсем пирӗн несӗлсемпе пӗрле Кӑнтӑр Ҫурҫӗртен Атӑл ҫине килнӗ. Енчен те камшӑн-тӑр ҫак икӗ пӗрпеклӗх ӗненмелле мар-тӑк, вуншар этнотопонимикӑлла пӗрпеклӗх мӗнле кутӑна та ӳкӗте кӗртет.

– В. Ф. Каховский историк-археолог палӑртса хӑварнӑ хакас тата чӑваш пайӑр ятсен пӗрпеклӗхне те ҫаксем ҫумне хушма пулать пулӗ?

– Паллах. Унсӑр пуҫне вӑл чӗлхери тата этнографири пӗрпеклӗхсене илсе кӑтартнӑ, ҫак кӑтартусем тӑрӑх, чӑвашсене хакассем питӗ ҫывӑх. Чӑвашсенни пекех, хакассен этногенезӗнче (халӑх йӗркеленӗвӗ) те ассен, кетсен, самодисен йӑхӗсем хутшӑннӑ.

– Ҫакӑ пӑлхарсем чӑвашсен несӗлӗсем тенине хирӗҫлемест-и вара?

– Чӑвашсен несӗлӗсене чӑваш тесе Кӑнтӑр Ҫӗпӗртех чӗннӗ. Ҫакӑ пачах та чӑвашсен этногенезӗ вӗҫленнине пӗлтермест. Вӗсем асс чӗлхин пӗр диалекчӗпе калаҫнӑ. Вӑтам Атӑл патне ҫитнӗ йӑхсем чӑваш племисен пӗрлешӗвне хутшӑннӑ пулмалла. Виҫӗ саманта тӗслӗхе хурам: 1) Йӑхсем куҫса пынӑ ҫул ҫинчи (Новосибирск облаҫӗ, Иртыш тӑрӑхӗ) топонимикӑра чӑваш йӗрӗ лайӑх курӑнать; 2) Вӑтам Атӑл, Кама тӑрӑхӗсене килнӗ чылай йӑхран хӑйсен чӗлхине чӑвашсем кӑна сыхласа хӑварнӑ (ҫакӑ вӗсем ытларах пулни ҫинчен каламасть-ши?); 3) Анатри Кама патӗнче пурӑнакан аборигенсен — удмуртсемпе ҫармӑссен — чӗлхине килнӗ халӑхсен чӗлхисенчен чӑваш сӑмахӗсем ытларах куҫнӑ. Ҫак фактсем миграци вӑхӑтӗнче тата тӑрӑха алла илнӗ чухне чӑвашсем йӗркелӳҫӗ вырӑнӗнче пулнине палӑртаҫҫӗ, чӑваш чӗлхи тӗрлӗ йӑхсем хушшинчи калаҫмалли чӗлхе пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Пӑлхарсем вара Атӑлпа Кама тӑрӑхне VIII ӗмӗрте кӑна килнӗ — мигрантсен пӗрремӗш партийӗ килнӗ хыҫҫӑн 250 ҫултан. Вӗсем киличчен кунта Кӑнтӑр Ҫӗпӗртен ҫитнӗ ҫынсем ҫӗнӗ вырӑнта тӗпленме ӗлкӗрнӗ ҫеҫ мар, куҫмасӑр пурӑнакансем пек ял хуҫалӑхне ертсе пыма та вӗренсе ҫитнӗ.

– Эсир Анӑҫ енне чӑваш несӗлӗсемпе пӗрле куҫса килнӗ йӑхсене калаятӑр-и?

– Ҫак нумай чӗлхеллӗ йышра чӑвашсемсӗр пуҫне ассем (аш), асансем, кӑркӑссем, калмашсем, аринсем, дяромсем, тубинсем, койбалсем, мадурсем (матор).

– Тен, эсир «пӑлхар» сӑмах мӗне пӗлтернине те ӑнкаратӑр?

– Ӑнкарни кӑна мар, эпӗ ӑна тӗслӗхсемпе те ҫирӗплетрӗм. Скифсемпе сарматсен этнонимӗсене наукӑлла тишкерсе «пӑлхар» сӑмах «патша скифӗ» тенине пӗлтӗм. Вӗсен йӑхӗ «кашкӑр» ятлӑ пулнӑ: кет чӗлхипе — бора, тӗрӗкле — бӳре. Уйрӑм йӑхне — «патша скифне» — борук/бюгер/пӳрек тенӗ. Нумайлӑ хисепре вӑл борукар/бюрегар/пӳрекар пек янӑранӑ, унта р — нумайлӑ хисеп суффиксӗ, а — пӗрлештерекен уҫӑ сасӑ. Булгар е пӑлхар — терминӑн калаҫура усӑ курма ҫӑмӑл формисем, вӗсене скифсем пирӗн эрӑчченех усӑ курнӑ. Сӑмахӑн пӗрремӗш сыпӑкӗ ҫине пусӑм тунӑ. Пӗлтерӗшӗ — «кашкӑр». Сӑмах май, удмуртсем пӑлхарсене — бигер тени — пӳрекар сӑмахӑн кӗскетнӗ форми, вӑл уҫӑ сасӑсен гармонийӗн саккунӗ тӑрӑх, кӑштах улшӑннӑ, пӑлхар пулса тӑнӑ.

– Апла пулсан, хазар, сӑвар, авар, мадьяр тата ытти йӑхсен ятӗнчи ар сӑмах вӗҫӗпе чӑвашсен ар — «арҫын» сӑмах хушшинче нимӗнле ҫыхӑну та ҫук?

– Тӗп-тӗрӗс: нимле пӗрпеклӗх те; -р — сарматсен сӑмахлӑхӗнчи нумайлӑ хисеп суффиксӗ.

– Эсир Пӳлер ят ӑҫтан пулса кайнине ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

– Ӑнлантарӑвӗ ансат: тӗрӗкленсе кайнӑ пӑлхарсен бюру терминне тӗрӗксен -лер — нумайлӑ хисеп суффиксӗпе усӑ курнӑ; пӳрекар форма кӗскелсе пӳлер сӑмаха куҫнӑ.

– Енчен те «пӑлхарсем» скиф ӑрӑвӗн ячӗ кӑна пулсан, пӑлхарсен куҫса ҫӳрекен йӑхӗсен пӗрлешӗвӗ мӗнлерех пулнӑ вара?

– Араб авторӗн Ибн Рустен хайлавӗсенчен эпир пӑлхарсен виҫӗ «йӑхӗ» ҫинчен пӗлетпӗр. Вӗсен ячӗсем блкар, аскл тата берсула/барсил (Ӑнлантарни: араб ҫырӑвӗнче уҫӑ сасӑсене ҫырманпа пӗрех, вӗсене вулаканӑн контекста кура хӑйӗн шухӑшласа ҫитермелле). Блкар/пӑлхарсем ҫинчен эпӗ каларӑм ӗнтӗ. Аскл/аскул/аскӳл/эсегел сӑмахсем ас/аш «скиф» терминпа тан. Унта ас — «скиф» тенине пӗлтерет, к — йӑх пулнине пӗлтерекен суффикс, ул/ӳл/ил/эл — «юханшыв», «ҫӗршыв». Берсула/барсил ят барс тата ил/ул сӑмахсенчен тӑрать. Аса илтерер: барс ӳкерчӗкӗ Атӑлҫи Пӑлхарсен тӑхӑмӗ (символӗ) пулнӑ. Паянхи кун вӑл Тутарстан Республикин гербӗн элеменчӗ пулса тӑрать. Анат Кама тӑрӑхӗнче Берсут ял пур; ассен чӗлхинче ҫакӑ «барссем» тенине пӗлтернӗ. Сӗве патӗнче Ашель/Ошель хула пулнӑ (Тутарстанри Пӑва районӗнчи Элшел чӑваш ялӗ пур), ҫак ятӑн пӗлтерӗшӗ — «ассен/ашсен ҫӗршывӗ». Атӑлҫи Пӑлхар халӑхӗн йышне буртассем (пӑртассем) те кӗнӗ. Ҫакӑн ҫинчен Тутарстан, Чӑваш Ен ялӗсен ячӗсем калаҫҫӗ. «Буртас» сӑмах этимологийӗ ҫакнашкал: бюрут + ас; пӗлтерӗшӗ — «кашкӑр асӗ» — пӑртассем те ассен йӑхне кӗнине ӑнлантарать.

Ҫапла майпа чӑваш, калмаш, асан, кӑркӑс, аскул, буртас сӑмахсенче пуринче те «скиф» тенине пӗлтерекен ас/аш, этнонимсем пур. Ҫавӑнпа та Атӑлҫи Пӑлхара пирӗн скифсен тӑхӑмӗсен ҫӗршывӗ тесе калама тулли ирӗк пур, ҫак ятпа эсир скифсене, сарматсене, алансене пӗрлештеретпӗр.

Ман шутпа, Кубань ҫывӑхӗнчи Кубратӑн Аслӑ Пӑлхарӗ салансан ассен пӗр пайӗ хӑйсен пӳрекӗсем ертсе пынипе пӑртассен ҫӗрӗсем урлӑ Анат Кама ҫине куҫса ларнӑ. Ҫакӑ вӗсен тӗллевлӗ куҫӑвӗ пулнӑ. Пӳрекарсем/пӑлхарсем хӑйсен ҫӗршывне ҫӗнӗрен чӗртесшӗн пулнӑ ахӑр. Куҫса ҫӳрекен ҫӗршывӑн хӑвачӗ пӗрлешӳри йӑхсен шутӗнчен тата хисепӗнчен килет. Пӑлхарсем хӑйсен йышне тӑванла пӑртассене кӗртесшӗн пулнӑ. Унтан ытларах вӗсем Кама тӑрӑхне маларах килсе тӗпленсе ял хуҫалӑх ӗҫне алла илнӗ тӑванла йӑхсене пӑхӑнтарасшӑн пулнӑ. Пӑртассен, хӑшӗсен хӑйсен ирӗкӗпе, хӑшӗсен ирӗксӗр пӑлхар йӑхӗсен пӗрлешӗвне кӗме тивнӗ. Куҫса ҫӳрекен йӑхсем пӗр вырӑнта пурӑнакансенчен яланхилле вӑйлӑрах пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та пӑлхарсем тӗпленнӗ йӑхсене ҫӑмӑлпа пӑхӑнтарнӑ. Ҫак лару-тӑру чӑваш йӑхӗсен пӗрлешӗвӗн шӑпине татса панӑ. Унӑн элитин ытларах пайне куҫса килнӗ пӑлхарсемех салатса яма пултарнӑ.

– Тавтапуҫ калаҫушӑн.

– Манӑн тӗпчевсемпе кӑсӑкланнӑшӑн хӑвӑра тав.

Ю. Янилкин калаҫнӑ.
Сувар. — 2008. — Юпа, 17. — 42 (772) №