Ӗлӗкхи Египет скарабей нӑрра
Ырланӑ чӑмӑр унама пӗлнӗшӗн,
Ҫак чамӑра хӗвеле май тӗртнӗшӗн,
Тӑрӑшса Турӑсен халӑх чапӗшӗн.
Хушса юрламалли:
Пехетлӗ скарабей, илемлӗ нӑрӑ.
Ювелир ӗҫӗ малтанах тытӑнать
Скарабей нӑрӑ сӑваплӑ сӑнӗпе,
Ӑшшӑн юратса Египет илемне,
Пирамида, Фараонсен ҫӗршывне.
Хушса юрламалли.
Ӗҫе юрӑхлӑ е хаклӑ чулсенчен
Тунӑ нӑрӑ кӗлеткисем, теттесем,
Ҫакса ҫӳремелли хаклӑ эрешсем,
Амулетсем, пичетсем, эмблемӑсем.
Хушса юрламалли.
Луксор ҫумӗнчи Чиркӳллӗ Карнакра
Ларать тернек ҫинче чуллӑ скарабей
Сыхласа Нил ҫумӗнчи сфинксен ҫӗрне,
Чи ӗлӗкхи Египет историне.
Хушса юрламалли.