УДК 821.512.111
ББК 82.3(2Рос=Чув)—6
Ч 12
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн
Ӑслӑлӑх канашӗ пичете ҫирӗплетнӗ
Редакци канашӗ:
В.С. Григорьев, В.Д. Димитриев, М.Г. Кондратьев, В.Г.Родионов,
В.П. Станьял, А.А. Трофимов, Г.Ф. Юмарт
Редакци ушкӑнӗ:
Г.А.Дегтярев, В.Г.Родионов, В.П. Станьял,
А.А. Трофимов, В.Г. Харитонова
Кӗнекене йӗркелекенӗ,
ӑнлантарусене ҫыраканӗ В.П. Станьял
Ум сӑмахне ҫыраканӗ В.Г. Родионов
Рецензентсем:
филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И. Егоров,
филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.Г. Родионов
Пухса йӗркелекенӗсем А.А. Ефимовӑпа В.П. Станьял
Кӗнекери хайлавсене ал ҫырусем тӑрӑх
Т.И. Кириллова тӗрӗсленӗ
Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2005. — 446 с.
Халӑх ӑс-хакӑлӗн чи авалхи пурлӑхӗ — ӑрӑмлӑ сӑмахлӑхӗ — ку кӗнекере пӗрремӗш хут пичетленсе тухать. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларакан 50 томлӑ ярӑма кӗрет, «Мифсем, легендӑсем, халапсем» (2004) ятлӑ пӗрремӗш томпа тачӑ ҫыхӑнса тӑрать.
Кӗнеке чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, историйӗпе, философийӗпе, тӗнӗпе, сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланакан кирек хӑш вулакана та кирлӗ.
УДК 821.512.111
ББК 82.3(2Рос=Чув)—6
ISBN 5-7670-1380-2
© Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, 2005
© Чӑваш кӗнеке издательстви, 2005
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
Яланхи сӑвапсем
Ирхи сӑвапсем
Каҫхи сӑвапсем
Апатлану сӑвапӗсем
Ҫӗнӗ атӑ-пушмак, тумтир тӑхӑннӑ чухнехи сӑвапсем .
Ҫул сӑвапӗсемпе сунӑмсем
Кӗтекенсен сӑвапӗ
Управлӑх кӗлли. Уша кӗлли
Ал валли сӑвапӗсем
Тӗрлӗ самантра каламалли ҫаврӑмсем
Шыва кӗрес умӗн
Чир-чӗртен каланисем
Харкам каламалли кӗске кӗлӗсем
Кулленхи сунӑмсем
Тархаслу
Пуҫтай
Укӗт
Ухӑт
Пилпе сунӑм-хушӑм
Пехилпе халал
Тупа сӑмахӗсем
Ҫӗр ҫыртса тупа туни
Ҫӗр ҫине выртса-ларса тупа туни
Хӗвелпе тупа туни
Тупа та Турӑшӑн!
Ача йӑтса тупа туни
Ҫӑкӑрпа тупа туни
Тӑварпа, тӑварлӑ шывпа тупа туни
Чун урлӑ алӑ парса тупа туни
Шӑпа патакӗ тытса каланӑ тупа
Чуна ҫухатасран каҫару ыйтни
Вӑй киллинче, тӳр киллинче, киреметре ҫылӑха каҫарма ыйтни
Кӑвак тӗнче ячӗпе каламалли кӗлӗсемпе сӑвапсем
Хӗвеле чӗнсе каланисем
Вут сӑвапӗсемпе кӗллисем
Ҫил ашшӗ-амӑшне чӳкленӗ чухне каламаллисем
Шыва хисеплемелли сӑмахсем
Ҫӗре тав туни
Ҫӳлти тӗнче туррисемпе ыррисене асӑнни
Аслӑ Турӑ йышне асӑнмалли кӗлӗсем
Пӳлӗхпе пӳлӗхҫисене каланисем
Кепе турра панисем
Пихампара чыслани
Хӗрлӗ Ҫыра панӑ кӗлӗ
Ан (Ана), Анахӑт турӑсене ыйтни
Хӑрпан кӗлли
Пӳртен (Пӳртем), Пуртал
Хӑтӑм (Хыт чӳк)
Кӗлилен
Питтури кӗлли
Атам ырӑ кӗлли
Турӑ Талана асӑнни
Ҫут тӗнче турри-ыррине пуҫҫапмалли кӗлӗсем
Киремете кӗлленисем
Паттӑрсемпе несӗл пуҫӗсене калани
Валӗм хуҫа кӗллисем
Сурӑма пуҫ тайни
Чура паттӑр кӗлли
Куҫтинкке мӑчавӑра хывни
Михаппар кӗтӗрӗшнене
Хӑяхван ламшар кӗллисенчен илнӗ сыпӑксем
Ҫурхи чӳк кӗллисем
Нарӑс уявӗн йӗркипе кӗллисем
Мӑнкун уявӗ
Калӑм
Ҫурта кунӗ
Сӗрен
Сӗрен юррисенчен
Хӗр аки
Ҫуллахи чӳк кӗллисем
Акатуй чӳкӗн кӗллисем
Ҫинҫе чӳкӗн кӗллисем
Ҫуллахи чӳклеме
Ҫумӑр чӳкӗ
Учук кӗллисем
Ҫӗр витӗр тухни
Питравкка (Питрекке) уявӗпе кӗлли
Кӗрхи кунсенчи кӗлӗсем
Кивӗ тырра ҫӗнетни
Авӑн чӗртни
Авӑн пӑтти (яшки, сӑри)
Кӗрхи ҫурта кунӗ
Кӗр сӑри (сӑра чӳкӗ)
Кӗрхи чӳклеме кӗллисем (тӗп килти кӗлӗсем)
Картиш пӑтти
Хӗллехи уявсен йӑли-йӗрки
Пукра (тӑпрас) ӑшши
Улах ларми
Шерни йӗрки
Сурхури (хӗл эрни)
Нартухан (Нартукан)
Вирӗм
Вӗтке, аппаланчӑк, элемет
Хӗр сӑри
Ҫӑварни эрни
Кил-ҫурт таврашӗнчи кӗлӗсем
Вӑй киллинчи кӗлӗсем
Тӳр кӗллинчи (кӗҫӗн киреметри) кӗлӗсем
Вупкӑн кӗлли
Килӗш пӑтти
Ятран пӑтӑ
Килӗш нимӗрӗ
Хӗрт-сурт пӑтти
Путама пӑтти
Ҫынсен пурнӑҫ тапхӑрӗн кӗллисем
Ача-пӑча пилӗсемпе кӗллисем
Ача ҫуралсан тӑвакан йӗркесемпе сунӑмсем
Ашшӗ-амӑшӗ ачисене ӑса вӗрентни .
Салтака ӑсатни
Туй пилӗсемпе кӗллисем
Ӗҫкӗ-ҫикӗ кӗллисем
Ятлӑ курка яни
Мунча кӗллисемпе сунӑмсем
Чир-чӗртен калакан кӗлӗсемпе сӑмахсем
Ача-пӑчапа ҫыхӑннӑ кӗлӗсемпе сӑмахсем
Вилсе кайнӑ ҫынна тирпейлени
Сасӑ кӑларни
Масар ҫине ӑсатни. Пытару сӑмахӗсем
Асӑну йӗркипе кӗлли-юрри
Асӑнӑва чӗнмелли йӗрке
Хывни
Асӑну кӗллисем
Виле тытасран калакан кӗлӗсем
Камалсӑр вилнисене асӑнни
Виҫҫӗмӗш кунӗнче асӑнни (виҫҫӗш)
Эрне каҫсенчи асӑнусем
Ҫиччӗмӗш кунӗнче асӑнни (ҫиччӗш)
Хӗрӗх кунне асӑнни (хӗрӗхӗшӗ)
Ҫулталӑкне тата виҫӗ ҫулне асӑнни
Юпа туса асӑнни
Атан сӑринче асӑнни
Тыр-пул ӗҫӗн кӗллисем
Вӑрлӑх пӑтги
Суха кӗллисем
Ака пӑтти
Вырма
Ана вӑйне илни
Авӑн пӑтти
Выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗн кӗллисем
Карта пӑттинчи кӗлӗсем
Ӗне ырри
Кӗтӳ кӑларни
Чир-чӗр е инкек-синкек ерсен калакан кӗлӗсем
Выльӑх мурне хӑвалани: тимӗр карта, вут хапха, ҫӗр хӑвӑлӗ Ҫӑм каснӑ чухнехи кӗлӗсем
Выльӑх пуснӑ чухне калакан кӗлӗсем
Хурт-хӑмӑр чӳкӗ
Ӗҫ ӑстисен кӗллисем
Ҫурт-йӗр ӗҫӗн кӗллисем
Сӑра ӗҫӗн сӑмахӗсем
Тӗрлӗ ӗҫ кӗллисем
Кӗскетсе усӑ курнӑ ятсем
Кӑтартусем
Библиографи
Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене кала- малли йӗркесем
Ҫимӗк — ҫуллахи сиплӗ вӑхӑтри таса уявсенчен пӗри, ваттисене асӑнмалли кун.
Уяв ячӗ «ҫиме» тенинчен тухнӑ. Ҫимӗкре вилнисене пӗрле апатланма, ӗҫме-ҫиме чӗнеҫҫӗ, масар ҫине кайса ӑсатаҫҫӗ. Ҫимӗкчен ача-пӑчан ҫичӗ тӗслӗ кӗпҫе ҫимелле, ҫичӗ хут шыва кӗмелле, ҫичӗ пусарлӑх чӗп курмалла. Ҫимӗкре яш-кӗрӗм вӑрмана кайса турат касса килнӗ.
Ваттисене ҫулталӑкра тӑватӑ хут асӑннӑ чухне пӗр йышши кӗлӗсемех каланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫимӗкӗн те, Юпан та хӑйсене расна сӑмахлӑхӗ пур. Тӗрӗссипе, кашни йӑлан мӗнле те пулин хӑйӗн кӑна кӗлли-сӑмахӗ палӑрать.
Ҫимӗк — кил-йышпа, ратнепе ирттерекен йӑла. Вӑхӑчӗ — кӗҫнерни кун, Мӑн кун хыҫҫӑн ҫичӗ эрнерен (ҫураки тӑсӑлса кайсан каяраха та хӑварнӑ). Ваттисем киле пухӑнса, кӑмака сакки ҫине ларса ирхине — килте, кӑнтӑрла иртсен масар ҫинче хӑналаннӑ. Елӗк тӑван-хурӑнташа ҫӑва ҫине масар-масарӑн, кашни йӑх-несӗлӗн уйрӑм кӗтесне пытарнӑ. Ҫавӑнпа мӗнпур тӑвана пӗр ҫӗре пухӑнса ӑсатма меллӗ пулнӑ. Вырӑс тӗнӗ килсе кӗнӗ хыҫҫӑн ҫынсене тӗрлӗ ҫӗре пытарма пуҫланӑ, вара ваттисене асӑнма ку чухне темиҫе масар ҫине ҫитме тивет.
Ҫимӗк эрнин пӗрремӗш кунне Аслӑ Ҫимӗк тенӗ, юлашкине — Кӗҫӗн Ҫимӗк.
Ҫимӗкпе ҫинҫе вӑхӑчӗ ача-пӑчапа яш-кӗрӗмӗн вӑййисен тапхӑрӗпе пӗр килет. Вӑйӑсем икӗ-виҫӗ эрне пыраҫҫӗ, хӗр парса хӗр илесси те вӑйӑ вӑхӑтӗнче пулса иртет. Питравккара вӑйӑ пӑрахаҫҫӗ.
Ҫимӗк йӗрки
297
Ҫимӗке чӑвашсем Мункун иртсен ҫичӗ эрнерен, кӗҫнерни кун, тӑватчӗҫ. Ҫимӗк кун ирхине, тул ҫутлачченех, хӗрсем вӑрмана кайса темиҫе тӗрлӗ курӑк татса килетчӗҫ те мулча хутатчӗҫ, татса пуҫтарнӑ курӑка чукунпа пӗҫеретчӗҫ, мулчара вара ҫав шывпа ҫӑвӑнатчӗҫ, пӑртак ӗҫетчӗҫ. Ҫимӗк мулчине кӗме тул ҫутӑлсанах тӑратса илсе каятчӗҫ, унта пире курӑк шывӗпе ҫӑватчӗҫ, ӗҫме те паратчӗҫ. Мулчаран тухсан пурте шур пиртен ҫӗленӗ ҫӗнӗ кӗпесем тӑхӑнаттӑмӑр.
Кӑнтӑрла ҫитсен вилнисене хыватчӗҫ. Вӗсене Мункун чухнехи пекех хыватчӗҫ, алӑк патне ҫурта анчах лартмастчӗҫ. Хӗвел каҫ еннелле сулӑнсан вилнисене асӑнма ҫӑва ҫине каятчӗҫ. Ҫемьере ҫын вилсен ӑна асӑнма ҫӑва ҫине виҫӗ Ҫимӗкре каятчӗҫ, виҫӗ ҫултан вара кайма пӑрахатчӗҫ. Ҫӑва ҫине кайнине «Ҫимӗке каяс» тетчӗҫ. Ҫимӗк кунӗ унта халӑх пасар пек нумай пухӑнатчӗ. Пурте лайӑх тумсем тӑхӑнса шор лашапа, шӑнкӑравпа пыратчӗҫ. Виле тӑпри ҫине кӗҫҫе саратчӗҫ, унта сӑра, эрех кӑларса лартатчӗҫ, ҫӑмарта, ҫуллӑ пӑтӑ, пыл, икерчӗсем, кулачӑсем кӑларса хуратчӗҫ. Ҫимӗке пынисем тупӑк тӑпри тавра ларса вилнӗ тӑванне асӑнса хыватчӗҫ, хӑйсем те ӗҫетчӗҫ, ҫиетчӗҫ, ҫынсене те ӗҫтерсе ҫитеретчӗҫ.
Мӑн Ҫырма ялӗнче Ҫимӗк чух тата Сӗрен тӑватчӗҫ. Ҫамрӑксем (каччӑсемпе хӗрсем) хӗвел ансанах пӗрле пухӑнатчӗҫ те килтен киле юрласа шӑпӑр каласа ташласа ҫӳретчӗҫ. Кил хуҫисем вӗсене кӳртсе сӑра ӗҫтерсе яратчӗҫ, икӗ ҫӑмарта, пӗр кулачӑ паратчӗҫ. Ачасем сӑвӑ каласа юрлатчӗҫ «Ик ҫӑмарта, пӗр кулач» тесе. Тул ҫутӑлсан вӗсем ялтан тухатчӗҫ те таса ҫӗрте Турра ҫӑмартапа, кулачӑпа чӳклетчӗҫ. Чӳклесе пама вӗсем патне пӗр ватӑ ҫын тухатчӗ.
298
Ҫимӗке вырӑссен Троицинчен малтан, кӗҫнерни кун, ирттернӗ. Уяв тӗлне сӑра вӗретнӗ. Уяв кунӗ ирхине икерчӗ, ҫӑмарта хӑпартни пӗҫернӗ, сӗт вӗретнӗ. Кӑнтӑрлахи апата тӑвансене пухнӑ та пӗр-пӗрин патӗнче хӑналанса «ӗрет хывнӑ». Вилнисене асӑннӑ, икерчӗсене тӗпретсе кашни вилнӗ тӑвана ятран уйрӑммӑн ҫапла каланӑ:
- Асатте, пехил ту!
Пухӑннӑ татӑксене кил хапхи ҫумне тухса тӑкнӑ.
Кайран вара пӗтӗм тӑвансем ҫӑва ҫине «шилӗке» тухаҫҫӗ. Унта хӑпартнӑ ҫӑмарта, ҫӑкӑр, сӑра илеҫҫӗ. Кашни ҫемье ыттисенчен уйрӑм ушкӑна ларать. Ачасене вилнисен пуҫӗ вӗҫне лартаҫҫӗ. Кашни ҫемье уйрӑм кӗлӗсем калать:
Эй, Турӑ, ҫак ватӑсем пире пиллесе вилнӗ, вӗсем канлӗхре пулччӑр. Мӗн айӑпа кӗнӗ, айӑпран хӑтӑлччӑр. Мӗн ӗҫ туса ҫылӑха кӗнӗ, ҫӑлӑнччӑр. Атте Турӑ, вӗсем санӑн аллӑнта, чӑнлӑхра. Канлӗхлӗ вырӑнта, ҫӳлти патшалӑхра пулччӑр. Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! Эпир сире вӑхӑтпа асӑнатпӑр, эсир те пире вӑхӑтсӑр ан асӑнӑр. Эпир ӗнтӗ сире сума суса ҫӑкӑрпа, ҫимӗҫпе асӑнатпӑр, эсир те пире вӑхӑтсӑр ан асӑнӑр.
Кӗлӗ хыҫҫӑн апатланма пуҫлаҫҫӗ. Ҫӑкӑр татӑкӗсене пуҫ юпи патне хываҫҫӗ. Кайран киле таврӑннӑ чухне кӳршисене хӑйсем патне хӑнана чӗнеҫҫӗ. Хӑнасем пырсан ҫапла калаҫҫӗ:
- Асаттесем-асаннесем патне килтӗмӗр.
Килте асӑнни
299
Малтанхи икерчӗ пиҫсе тухсан ӑна алӑк умӗнчи сак ҫине хурса ак ҫапла калаҫҫӗ:
Эй, ваттисем! Эпир паян сире асӑнатпӑр, эсир пире ҫиленнӗ пулсан каҫарса ҫак пӗлӗме ҫисе ярӑр.
Асатте, асанне, пил ту, атте, анне, пил ту. Пӗр турам пӗр ҫӑк пултӑр. Сӗт кӳл ҫинче пул, мамӑк минтер ҫинче пул!
Унтан тата кӑшт тӑрсан витрене сӑра ярса икерчӗ тураҫҫӗ те урама пӗр кӗтесе тухса тӑкаҫҫӗ. Ҫав тӑкнине пӗр-пӗр йытӑ пырса ҫисен пире ваттисем хапӑл илсе ҫисе ячӗҫ теҫҫӗ. Тата ҫырмаиа, вилнисене тӑхӑнма тесе, пӗр-пӗр кивӗ кӗпе пӑрахаҫҫӗ.
- Эй, ватӑ ҫынсем, эсир пире ан пӑрахӑр, эпир асӑннине хапӑл илӗр, эсир кайнӑ ҫӗре никам та каймасӑр юлмасть, — теҫҫӗ.
Ҫапла кӗлтусан ҫиме пуҫлаҫҫӗ.
Масар ҫинче асӑнни
300
...Тепӗр сехетрен тем чул урапа пӗри теприн ҫумне ҫитсе чарӑнчӗ. Ҫӑва ҫине халӑх пухӑнса ҫитсен тӑватӑ мучи масар варрине тухрӗ. Унтан арӗ-арӑмӗ ҫавсем тавра пухӑнса тӑчӗ. Мучисем хуллен кӗлӗ калама пуҫларӗҫ, чӑн ҫӗре кайнисем валли Турӑран канӑҫлӑх тархасларӗҫ. Унтан вӗсем чӗркуҫленчӗҫ те, пӗтӗм халӑх чӗркуҫленсе тӑчӗ.
Кӗлӗ пӗтсен кашни харпӑр хӑй лавӗ патне кайса ӗҫме-ҫиме илсе килчӗ, хӑйсен тӑванӗсен тӑприсем ҫине йӑтса кайрӗ. Кашни пӗри вил тӑпри ҫине, ура вӗҫне, пӗр виҫ аршӑн тӑршшӗ шалча ҫапса лартрӗ, шалча тӑррине шурӑ тутӑрсем, вӑрӑм сӗлкӗсем ҫака-ҫака ячӗ. Унтан вил тӑпри ҫине кам мӗн пултарнӑ таран темиҫешер аршӑн пир тӑрӑхӗ сара-сара тухрӗҫ, юрлӑраххисем пӗрер татӑк пир тӑрӑхӗпех ҫырлахрӗҫ. Пир тӑрӑхӗ ҫине икшер пысӑк йывӑҫ чара лартрӗҫ те вара мӗнпур апат-ҫимӗҫне пӗр чари ҫине кӑлара-кӑлара лартрӗҫ. Апат-ҫимӗҫӗ темех мар: пуҫламан ҫӑкӑр, тулӑ е урпа кулачисем, тӑпӑрчӑ икерчисем, чӑкӑт кӑшӑлӗсем, пӑтӑ таврашӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑна ваттисем валли чаплӑ кучченеҫ — шӑрттан татӑкӗсемпе сурӑх ашӗ илсе килнӗ. Сӑра пичкисемпе эрех савӑчӗсене те вил тӑпри патне йӑтса килсе лартрӗҫ. Вара кашни вил тӑпри патӗнче пурте пӗр вӑхӑтра ӗлӗкхи йӑлапа асӑнма пикенчӗҫ. Аслисенчен тытӑнса ҫичӗ-сакӑр ҫулхи ачасем таранах кашни ҫимӗҫренех пӗрер татӑк алӑ валли хуҫа-хуҫа илчӗҫ, пӗрер ҫӑвар ҫыртса пӑхрӗҫ те ваттисене ҫапла каласа асӑнчӗҫ:
Эпир сире асӑнатпӑр, сирӗншӗн темскер те шеллеместпӗр, сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, витӗнетпӗр, тархаслатпӑр. Ӗнтӗ эсир те тӑнӑҫ тӑрӑр, ан хирӗҫӗр, ан ятлаҫӑр, пире хӗн-асап ан ярӑр, вӑхӑтсӑр пырса-туса ан ҫӳрӗр!
Унтан вил тӑпри пуҫ вӗҫне кӗпесем, тӑласем, ҫӑпатасем, пуянраххисем тата кивӗрех сӑхмансем пыра-пыра хыврӗҫ. Хӑйсем вара уйрӑлса кайнӑ тӑванӗсемпе чарӑна пӗлмесӗр, чӗрӗ ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫрӗҫ те калаҫрӗҫ...
301
...Кил-йыш нумай пулмасть вилнӗ ҫын тӑпри тавра пухӑнать, пир-авӑр тӗркине, халатне-шупӑрне сарса хурать те ӗҫме-ҫиме кӑларса лартать.
Вил тӑпри умӗнче виҫӗ хутчен пуҫ тайнӑ хыҫҫӑн халь хаҫҫӑн вилнӗ ҫынна асӑнма, унӑн пурнӑҫри ырӑ ӗҫӗсене калама пуҫлаҫҫӗ. Унтан пуҫ юпи ҫине сурпан ҫакаҫҫӗ, вил тӑпри ҫине шӑтӑк тӑваҫҫӗ, унтан алтӑрпа сӑра тултарса тытаҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ:
- Тав сана, пирӗн сывлӑхшӑн кӗлӗ ту. Пире инкек-синкекрен упра та леш тӗнчере тӗрӗс-тӗкел пурӑн. Пуян пул та хаваслӑ ҫӳре. Эпир ватӑлса ҫитиччен пире ху патна ан ил вара...
Асӑнакансенчен кашниех шӑтӑка сӑра тумлатать, хӑйне панӑ ҫимӗҫрен пӗр татӑкне катса хурать.
302
... Вӗсем масар ҫине ҫитсен лашисене масар тулашне тӑварса хӑвараҫҫӗ те харпӑр хӑй тӑванӗсен виллисене пытарнӑ тӑпри ҫине тӑрса:
— Пил тӑвӑр! — тесе ҫӳхисем, икерчӗсем, хӑпартусем таткаласа пӑрахаҫҫӗ тата сӑра-эрех тӑка-тӑка акӑ ҫапла вилли ятне асӑнса ӗҫсе ҫиеҫҫӗ:
Эпир ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр, умӑнта пултӑр! Эпир сана ҫӑвӗн-хӗлӗн асӑнатпӑр, эсӗ те пире ан пӑрах. Сан чунушӑн эпир кӗлтӑватпӑр, эсӗ пире хӑ(вӑ)нтан юлнисене хапӑл туса лайӑх ҫулпа пыртар.
Ҫапла пур тӗрлӗ ялтан пырса харпӑр хӑй раттинчи виллисене асӑнса хываҫҫӗ. Вӗсем унта пӗр-пӗринпе вилесем савӑнччӑр тесе юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ.
303
Масар ҫинче ӑратти-ӑраттипе хӑйсен вилнӗ ҫыннисене пытарнӑ тӑприсем патне пырса хываҫҫӗ, кашни ӑратне хӑйсен вилнӗ ҫыннисене ытти ҫынсем вилнӗ ҫынсенчен ӑрасна ҫӗре — пурте пӗр ҫӗре пытараҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫимӗкре кашни ӑратне хӑйне ушкӑн пуҫтарӑнса хываҫҫӗ. Хываҫҫӗ тӳрех ҫӗре, ҫимӗҫпе пӗрле тата камӑн пурри симӗс сухан хывать, унтан эрехпе сӑра хываҫҫӗ. Кашни татса пӑрахмассерен вилнӗ ҫынсене асӑнаҫҫӗ:
Ҫавӑн умӗнче пултӑр, ҫавӑн умӗнче пултӑр, эпир асӑнатпӑр, эсир ан асӑнӑр. Сӗт кӳлӗ пултӑр умӑнта.
Унтан вара ҫавӑнтах ӑратнипе ларса ӗҫсе ҫиеҫҫӗ.
304
Атте, анне... сана икерчӗ хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Атте, анне... сана пӳремеҫ хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Хӗрлӗ ҫӑмарта хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Сӑра хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Эрех хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Ачасене пехиллӗхне пар, выльӑха-чӗрлӗхе уҫлӑхне пар. Вӑхӑтлӑ пырса, вӑхӑтлӑ кил. Йӑмӑксене, тӑвансене, тетесене, инкесене, ачамсене, шӑллӑмсене — пурне те умӑрта пултӑр. Пил ту, пехиллӗхне пар. Пӗлнисене, пӗлменнисене те, тӑлӑхсене, ҫулта вилнисене те, шыва кайса вилнисене те, ҫын ҫапса вӗлернисене те, пурне те умӑнта пултӑр, пил ту. Пехиллӗхне пар!
305
Ҫимӗк каҫ кашни килтен сӑра, эрек тата тӗрлӗ ҫимӗҫсем илсе масар ҫине вилнисене хывма каяҫҫӗ. Вӗсем ҫимӗҫӗсене илеҫҫӗ те харпӑр хӑй тӑванӗн тӑпри ҫине тураҫҫӗ. Туранӑ чухне ак ҫапла сӑмахсем калаҫҫӗ:
Акӑ сире тӗрлӗрен ҫимӗҫ хыватпӑр, тата сӑрапа хыватпӑр, ҫак ҫимӗҫпеле ӗҫсе-ҫисе савӑнса ташласа кайӑр, эпир сире асӑнар, эсир пире ан асӑнӑр.
Пӗлни пулӗ, пӗлменни пулӗ, эсир ан асӑнӑр, ваттисем ҫамрӑккисене валеҫсе парӑр. Пӗр турамран пин турам пултӑр.
Ҫӑтмахра пул, тутӑ пул, эпир ӗҫнине эсӗ те ӗҫ. Пӳлӗх пӳрсен эсир те ӗҫӗр.
Вил тӑпри ҫине сӑра тӑкнӑ чухне каланӑ.
Тепӗр киличчен чипер пурӑнӑр, хисепсӗр ан пырӑр, кӗркуннеччен ан пырӑр.
Масар ҫинчен тухас умӗн каланӑ.
306
Телейрен иртекен ҫутӑ тӗнче,
Пирӗнтен те юлӗ ҫак тӗнче...
Асран кайми хаклӑ тӑвансем —
Никӗс тӗппи аслӑ асатте,
Несӗл тӗппи аслӑ анне!
Вӗсен мӗнпур ачи-пӑчисем,
Ватӑлнисем, яшла кайнисем!
Сирӗн ятсем пирӗнпе пӗрле,
Сирӗн ырӑ ӗҫсем халӑхпа пӗрле,
Ҫавӑнпа асӑнатпӑр ҫулсерен,
Ҫавӑнпа ыр сунатпӑр кунсерен.
Ӗмӗртен иртекен ҫутӑ тӗнче,
Йӑхран-йӑха ан ман, ҫут тӗнче!
Кайӑк-кӗшӗк килет кӗрлесе,
Ватӑ ҫынсен сасси ҫавӑ вӑл.
Шурӑм пуҫӗ тухать кӗрлесе,
Ватӑ ҫынсен сӑнӗ ҫавӑ вӑл.
Кайӑк-кӗшӗк кӗр каять те ҫур килет,
Эсӗ пӗр кайсан килес ҫук.
Ҫулҫӑ кӗр тӑкӑнать те ҫур чӗрӗлет,
Эсӗ пӗр такӑнсан тӑрас ҫук.
Ятсӑр ялта шур пӳрт лартрӑмӑр,
Чӳречисем умне сат чӗртӗр.
Тӑвансемпе килсен пӗрле ларӑпӑр,
Эпир килессине ан кӗтӗр.
Сат пахчине сар кайӑксем пухӑнчӗҫ,
Эп юратнӑ кайӑк сасси ҫук.
Тӑванӑмсем пӗрле пухӑнчӗҫ,
Хаклӑ тӑван, санӑн сассу ҫук.
Ӑсату сӑмахӗсем
307
Эпир сире асӑнатпӑр, тутлӑ ӗҫме-ҫиме паратпӑр, мӗн пуррине пӗрле пайлатпӑр. Аслӑ турӑсене, ырӑсене кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр, витӗнетпӗр. Кӗске ӗмӗрӗмӗрсене сирӗн пекех чыслӑ ирттерме тупа тӑватпӑр. Несӗл ятне ҫӗртекене кун ан парӑр, тӑван ятне ҫӗклекене сӑвап ярӑр. Ентӗ эсир те тӑнӑҫ тӑрӑр, ан хирӗҫӗр, ан ятлаҫӑр. Тавлашу тухсан ӑспа сӳтсе явӑр. Сирӗн ӑшӑ кӑмӑлӑрсем тӑванлӑха упраччӑр.
Масар ҫинчен киле таврӑннӑ чухне вилнӗ ҫынсене ячӗсенчен калаҫҫӗ:
...*, халӗ сире асӑнма килтӗмӗр, тепӗр ҫулччен ан тухӑр, пире, пирӗн ача-пӑчамӑрсене хӗн-асап парса ан ҫӳрӗр, выльӑха-чӗрлӗхе хӗн-асап ан парӑр.
* Вилнӗ ҫынсен ячӗсем.
PDF тиесе ил (0,1 Mb)