Сӑкӑт ял ачи Юхма Мишши
Ҫуралнӑ шурӑмпуҫ ҫуттинче,
Шура барс ҫӗнтернӗ ҫулӗнче,
Ака-суха пуҫламӑшӗнче.
Сӑкӑт ял ачи Юхма Мишши
Ҫуралсан ыйтнӑ амӑшӗнчен:
«Кала хӑв ятна мана, анне,
Итлес килет аттен сассине».
Сӑкӑт ял ачи Юхма Мишши
Каланӑ ашшӗне кӗрсенех:
«Лар ҫывхарса ывӑлу патне!
Юрласа пар сӑпка юррине».
Сӑкӑт ял ачи Юхма Мишши
Ҫуралнӑ Пӑла шыв ҫумӗнче,
Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ ҫуттинче,
Шухӑшласа йӑх-несӗл ҫинчен.