Хăмăртарах сăрă тĕклĕ çерçи

Кил-ҫуртри хӑмӑр ҫерҫи

Каймасть кӑнтӑра вӗҫсе,

Тухсан картишне кил хуҫи

Сикет хитрен чӗвӗлтетсе.

 

Шартлама сивӗ хӗлле

Пытанать хӳтте ларса.

Парӑр-ха кӗрпине сапса

Сырӑш ҫине ҫакса ҫӳле.

 

Ҫурхи ӑшӑ кунсенче,

Сарӑ хӗвел ҫуттинче

Чӗвелтетеҫ ял ҫерҫисем

Пӳрт ҫумӗнчи тӗм ҫийӗнче.

 

Вӑйлӑ аҫи ҫӗнтерсе

Теприне кӗрешӳре,

Канать лӑпкӑн чӗриклетсе

Амийӗ ҫумне тӗршӗнсе.

 

Пахчара юр ирӗлсен

Ӗҫлеҫ хуҫапа пӗрле.

Хӑйсен йышлӑ чӗпписене

Ӳстереҫ ҫитерсе куллен.

 

Ҫерҫи ялта пурӑнса

Илӗртет кашни ҫынна,

Чӗвӗлтетет хитрен сиксе

Чипер тӗсӗпе илӗртсе.