Тин ҫуралнӑ ҫамрӑк мӑшӑр!
Ҫак ҫут куна асра тытӑр,
Тӑвансене ан пӑрахӑр,
Яланах пӗрле савӑнӑр.
Пӗрне-пӗри юрататӑр —
Вӑл ҫӳлтен панӑ туйӑмӗ,
Иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрӑр
Чӑн упӑшкипе арӑмӗ.
Нихҫан пӗр-пӗрне ан манӑр
Арлӑ-арӑмлӑ ҫамрӑксем,
Аҫу-аннӳне тав тӑвӑр,
Ҫуратса ӳстернӗ вӗсем.
Йӗппе ҫип пек туслӑ пулӑр,
Ывӑлсем кӑна ҫуратӑр,
Куллен упранса пурӑнӑр,
Пуласлӑх ҫинчен шухӑшлӑр.