Куля, Микуль, Микулай,
Эс ҫуралнӑ ҫуркунне:
Малтан курма аннӳне,
Ӗмме унӑн кӑкӑрне.
Пӑхнӑ эс аҫу ҫине
Кӑвак куҫпа йӑл кулса,
Сарӑ хӗвел ҫуттине
Палӑртнӑ йӑлтӑртатса.
Ҫуралнӑ эс ҫуркунне
Юратса пуш уйӑхне,
Курнӑ тӗнче илемне —
Хӗрарӑмсен уявне.
Куля, Микуль, Микулай,
Пуплеместӗн эс нумай:
Хӑвӑн ӗҫне пӗлетӗн,
Пур ҫӗре те ҫитетӗн.