Скарабей тислӗкӗн пӗчӗкҫӗ нӑрри —
Египтянсен ӗненӳ амулечӗ,
Ҫакса ҫӳресен чир-чӗртен хӳтӗлет,
Ӗмӗрӗпе ӗнентерсе илӗртет.
Скарабей пуҫӗ ҫийӗнчи шӑлӗсем —
Хӗвелпе пӗр евӗрлӗ пайӑркисем,
Чармаҫҫӗ малти пуклаклӑ урисем
Ҫӗр чакалама шӑллӑ тунисене.
Авалхи сӑмахра чаплӑ скарабей
Хӗвел Турӑсен ҫылӑхсӑр чӗрчунӗ,
Тӗнче уҫлӑхӗн хисеплӗ символӗ,
Хыҫран сӗтӗрет тӳпере хӗвеле.
Нил — ҫут тӗнчери пит вӑрӑм юханшыв,
Улт пин ҫурӑ километр ытлашшипех,
Шӑварать ҫумӑрсӑр Египет ҫӗрне —
Хура тӑпраллӑ ӑшӑ патшалӑхне.
Египтянсем мӑнаҫлӑн «Кемет» тенӗ
Нил айлӑмӗнчи, шыв пырӗ хӗрринчи
Хӑйӑрлӑ-юшкӑнлӑ кӑпӑш тӑпрана,
Тупӑшлӑ тырпул паракан вырӑна.