Тĕнче тытăмĕ

Авалхи суварсен мифӗсемпе юмахӗсенче тӗнче виҫӗ хутран — ҫӳлти тӗнчерен, эпир пурӑнакан тӗнчерен тата леш (аялти) тӗнчерен — тӑрать тесе каланисем пур. Ҫӳлти тӗнчепе леш тӗнче хӑйсем тата виҫшер сийрен тӑраҫҫӗ имӗш. Пурӗ пӗтӗмпе ҫичӗ сий пулать.

Ҫӗр ҫинче нумай-нумай тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Суварсем хамӑр тӗнчери ҫӗр кӑвапинче, варринче пурӑнатпӑр тесе ӗненнӗ. Кӑвак тӳпене ҫӗр варринче ама йывӑҫ (тӗнче йывӑҫҫи), тӗнчемӗрӗн кашни тӑватӑ енчен ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр тата чул юпасем тӗревлесе тӑраҫҫӗ тенӗ. Кашни юпа тӑрринче йӑва, йӑвара виҫшер ҫӑмарта, вӗсен ҫинче пӗрер кӑвакал ларать.

Ҫут тӗнчен чи ҫӳлти сийӗнче Аслати пурӑнать. Вӑл аслӑ тӗнчере мӗн пулса ирптнине пӗтӗмпех пӗлсе, пӑхса тӑрать: ҫирӗпленнӗ йӗркене никам та пӑсмасть-и, килӗшӳсӗр хӑтланмасть-и; унашкалли пулсан ҫийӗнчех тӳрлетет. Ҫилленсессӗн Аслати кӗмсӗртетме пуҫлать, айӑплисене ҫиҫӗмпе ҫунтарать, тенӗ ҫынсем. Чарусӑр арҫурисене тӗрлӗ айӑпсемшӗн Аҫа ҫапса пӗтернӗ те ӗнтӗ. Юр, пӑр, ҫумӑрсене ҫӗр ҫине Аслати ярать. Вӗсене анлӑ Ҫӗр-аннемӗрӗн кӑкӑрӗ тӑрӑх варкӑш е ашкӑнма юратакан ҫил ачисем салатаҫҫӗ. Ҫил ҫемйинче ҫил ашшӗпе амӑшӗ тата ҫил ачисем пурӑнаҫҫӗ.

Пирӗн тӗнчене килме хатӗрленекен чунсем тӗнчен ҫӳлти сийӗнче тӑраҫҫӗ. Вӗсем ача пулса ҫут тӗнчене ҫуралнӑ ҫӗре Пӳлӗхҫӗ пырать. Тин ҫуралнӑ этемӗн ҫамки ҫине вӑл унӑн шӑпине ҫырса хурать, ун ячӗпе тӳпере ҫӗнӗ ҫӑлтӑр ҫутать. Этем вилсен тӳпере унӑн ячӗпе ҫутнӑ ҫӑлтӑр та ӳкет, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тӳперен ҫӑлтӑр ӳкнине курсан суварсем: «Манӑн ҫӑлтӑр ҫӳлти тӳпере!» — теҫҫӗ. Вилнӗ ҫыннӑн ҫылӑхсӑр чунӗ ҫип пек ансӑр кӗперпе Асмат кӗперӗ ҫине каҫать те тӗнчен ҫӳлти сийне каялла хӑпарса каять. Ҫылӑхлӑ чун кӗпер урлӑ каҫаймасӑр тамӑка ӳкет.

Темлерен Шывпа Вут тавлашса кайнӑ. Кашниех хӑйне тепринчен вӑйлӑрах, аслӑрах тесе шутланӑ. Анчах та ҫакна теприне кӑтартса ӗнентермелле-ҫке-ха. Иккӗшӗ халиччен пулман хаярлӑхпа тытӑҫма пуҫлаҫҫӗ. Пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун хирӗҫеҫҫӗ. Никамӑн та парӑнас килмест. Ҫак хушӑра тавралӑха ним латти ҫук аркатса пӗтереҫҫӗ. Акӑ Вут халне ҫухатать те чакма пуҫлать. Унтан тарса ӳкет, чул ӑшне кӗрсе пытанать. Халӗ те, унтанпа темӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ пулин те, чулпа чула шаккасан ҫулӑм сирпӗнет. Ку вӑл шӑпах сивӗ чул ӑшӗнчен чӑлт-чалт вут тухать.

Ҫӗр чӑмӑрне тинӗс-океан хупӑрласа тӑрать. Ҫӗрӗн кашни тӑватӑ кӗтессинче пирӗн тӗнчене тӗрлӗ усал-тӗселтен хӑватлӑ та асамлӑ паттӑрсем сыхлаҫҫӗ тесе ӗненнӗ суварсем.

Ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрчун Пихампара пӑхӑнса тӑрать. Енчен те кама та пулин тискер кайӑк тапӑнас-тӑвас пулсан: «Пихампар, хӑвӑн йыттуна хӑв чар!» — темелле. Вара пысӑк шурӑ кашкӑр килсе тухать те тапӑнакан усал-тӗселе хӑваласа ярать.

Кашни килтех Хӗртсурт пулать. Вӑл пӳрт стени ӑшӗнче пурӑнать тесе шутлаҫҫӗ. Ҫемьерисем пурте ҫывӑрса кайсан, Хӗртсурт урай варрине тухса ҫӑм арласа ларать. Ҫакна кам та пулин курас пулсан, ӑна чӑрмантармалла мар. Вара унӑн ӗҫӗ кал-кал пулать. Килте Хӗртсурт пулмасан лайӑх мар, телей пулмасть. Ҫемье пӗр хваттертен тепӗр хваттере куҫнӑ чухне суварсем: «Хӗртсурт, атя пирӗнпе ҫӗнӗ ҫӗрте пӗрле пурӑнма!» — тесе чӗнеҫҫӗ.

Хӗртсурт кӑмӑлне кайсан картари выльӑх-чӗрлӗх ӑратлӑ пулать. Вӑл хӑй килӗштернӗ лашан ҫилхине ҫивӗтлесе ярать.

Ҫемьере ытлашши шавлӑ, хирӗҫсе те харкашса пурӑннине чӑтаймасть Хӗртсурт. Вӑл унашкал ҫуртран пӑрахса каять.

Аялти тӗнчере акӑш-макӑш хаяр вут ҫунса тӑрать. Ҫав ҫулӑм ҫинче тӑхӑр хуран, хуранӗсенче ҫылӑхлӑ ҫынсен чунӗсем нуша кураҫҫӗ. Ҫӗр ҫинче ҫӗр хӑвӑлӗсем е шӑтӑксем пур. Аялти тӗнченех ҫитекеннине какӑр теҫҫӗ. Хӑватлӑ паттӑрсем ун тӑрӑх леш тӗнчене анса хӑйсен савнӑ ҫыннисене, ҫывӑх тусӗсемпе тӑванӗсеие тамӑкран хӑтарма пултараҫҫӗ.