Халăхан иксĕлми пуянлăхĕ

Нумай кӗнекеллӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» кӑларӑм — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрлесе пичетлекен пысӑк ӗҫсенчен пӗри. Халӑх сӑмахлӑхне институт темиҫе хут та пухса кӑларнӑ. Туллиреххӗн пичетлени — 6 томлӑ (7 кӗнекеллӗ) кӑларӑм (1973—1987). Ку ярӑм унчченхинчен чылай пуянрах пулмалла, вӑл сахалтан та 50 кӗнекерен тӑмалла.

Кӑларӑма хатӗрлекенсем Чӑваш тӗпчев институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнчи, Шупашкарти, Хусанти, Мускаври музейсемпе вулавӑшсен управлӑхӗсенчи тӗслӗхсене пурне те шута илме тӑрӑшнӑ. Кӑларӑма сӑмахлӑх тӗсӗсем (жанрӗсем) тӑрӑх йӗркеленӗ. Кӗнекесен умӗнче сӑмахлӑх хайлавӗн тӗсне, шалти тытӑмне (поэтикине), пухса тӗпченин ҫул-йӗрне кӗскен ӑнлантарса панӑ, вӗҫӗнче вара кашни тӗслӗхе кам, хӑҫан тата камран ҫырса илнине, ӑҫта упраннине кӑтартса хӑварни пур.

Чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн аталанса пынӑ пултарулӑхӗ тишкерсе пӗтерме ҫук анлӑ та пуян. Халиччен пухса пынисене йӑлтах пичетлесе пырас пулсан кӑларӑм 10—12 теҫетке кӗнекерен иртсе каймалла. Н. В. Никольский, Н. И. Ашмарин, И. Н. Юркин, Н. Р. Романов, А. Н. Милли, КВ. Элле, И. А. Патмар, И. И. Одюков, Е. С. Сидорова, Г. Ф. Юмарт тата ытти нумай-нумай сӑмахҫӑ-фольклорҫӑ пухнисене, Г. Ф. Федоров, И. Г. Вдовина пек ӑстасем юрлани-каланисене ҫӗнӗрен хушса кӑларни те кирлӗ. Уйрӑммӑн кӑларнисен паха тӗслӗхӗсем пур. Сӑмахран, Дюла Месарошӑн «Памятники старой чувашской веры» (2000), Григорий Тимофеевӑн «Тӑхӑрьял» (2002) кӗнекисем.

Ку нумай кӗнекеллӗ кӑларӑма халӑхра ҫуралнӑ еткере ирӗксӗрех суйласа илсе, пахараххисене ытти вариантсенчен уйӑрса кӗртме тивет.

Халӑх сӑмахлӑхӗн тӗсӗсене ку чухнехи ӑслӑлӑх тарӑннӑн та туллин хаклама вӗренсе ҫитрӗ, тишкерӳ меслечӗсемпе мелӗсене тӗрӗслесе йӗркелерӗ. Ҫавна май чӑваш сӑмахлӑхӗн речӗсене, тӗсӗсене палӑртмалли виҫесем, жанр ячӗсем якалса, пайӑрланса пычӗҫ. Вӗсемпе нумай кӗнекеллӗ кӑларӑмра туллин усӑ курма тӗв тунӑ. Сӑмахлӑх халӑх пултарулӑхӗн ытти енӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Вӑл уйрӑмах юрӑ-кӗвӗпе, ташӑ-вӑйӑпа, йӑла-йӗркепе, шилӗк-уявпа пӗрле аталанать. Пуплев сӑмахлӑхӗ вӗсенчен уйӑрмасӑр пӑхсан кӑна туллин кӳрӑнать. Ҫавна шута илсе кӑларӑмра паллӑрах кӗвӗсен, ташӑсен ҫыравӗсене те кӑтартма палӑртнӑ.

Халӑх сӑмахлӑхӗ — халӑхӑн пин-пин ҫул упранса юлнӑ сӑнарлӑ ӗмӗрӗ, чунӗ, шухӑшӗ-туйӑмӗ. Пиншер ҫын чунӗ витӗр шӑранса тухса, хут ҫине ҫырӑнаймасӑр упранса пынӑ вӑл. Тен, чулпа патак ҫине, тӗрпе пир ҫине карт паллисемпе ҫырӑннӑ та пулӗ несӗлсен сӑмахӗ. Анчах пирӗн авалхи кӗнекене «хӗрлӗ ӗне» (вӑрҫӑ-харҫӑ пушарӗ) ҫисе янӑ. Халӑхӑмӑрӑн пурнӑҫпа вилӗм хушшинчи вутлӑ-тӑвӑллӑ ҫулсем ҫинче авалхи чылай хайлав-халапа ҫухатса хӑварма тивнӗ. Ҫавӑнпа аваллӑхӑн упранса юлнӑ кашни тӗпренчӗкӗ пирӗншӗн ылтӑнран та хаклӑрах. Вӑйланса аталанакан ӑслӑлӑх вӗсем тӑрӑх тӑван халӑх несӗлӗсен ҫулне-йӗрне шыраса пырать.

Сӑмахлӑхӑн пур тӗсӗсем те вӑрӑм ӗмӗрлӗ. Ҫапах та пуринчен те малтанхисем тесе уҫлӑхпа ҫӗр пулса кайни, ҫутӑ тӗнчери ӳсен-тӑранпа выльӑх-чӗрлӗх ӗрчеме тытӑнни ҫинчен калакан хаймаксемпе (мифсемпе) хачмаксене (легендӑсене) тата аваллӑх халапӗсене (преданисене) шутлаҫҫӗ. Ҫавсене пысӑк кӑларӑмӑн малтанхи кӗнекине кӗртнӗ.

Хыҫҫӑнах улӑп халапӗсем, кӗлӗсем, сӑрмансемпе сӑвапсем, пилсемпе халалсем, ӳкӗтсемпе ухӑтсем, калмаксемпе вӗрӳ-суру чӗлхисем, унтан ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем, ача-пӑча тата яш-кӗрӗм сӑмахлӑхӗ, юмахсем, юрӑсем тӑраҫҫӗ. Кӗске каларӑшсем, такмак-тупӑшмак, месек-шӳтек, имӗш-тимӗш тата ьпти хайлалӑх хӑйне уйрӑм кӗнеке пулса пичетленет.

Кил-йышпа тата кулленхи пурнӑҫ йӗркисемпе ҫыхӑннӑ сӑмахлӑх уйрӑм ярӑмпа пичетленӗ. Туй-ҫуй вылявӗ, вӑйӑсемпе уявсен сӑвви-юрри, пытарупа асӑну сӑмахӗ те ярӑм-ярӑмӑн сыпӑнса пырӗ.

Халӑх пур чухне унӑн сӑмахлӑхӗ пӗтмест. Яланах ҫапла пултӑр!

Кӑларӑмӑн редакци канашӗ