Георгий Кудряшов

Тĕн тĕшмĕшлĕхĕ тата унпа кĕрешесси

medium_tehn_tehshmehshlehkheh.jpgПирӗн республикӑра христиансемпе мусульмансен тӗн юлашкисемпе пӗрлех чӑвашсен авалхи тӗн юлашкийӗсем те халичченех сыхланса юлнӑ. Турра ӗненекен ҫынсен ӑстӑнӗнче ҫак тӗшмӗшлӗх вара христиансен ӗненӗвӗсемпе тачӑ хутшӑнса кайнӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ турра ӗненекен чӑваш ҫыннин тавракурӑмӗ икӗ тӗрлӗ ӗненӳрен килет. Турра пуҫҫапакансенчен нумайӑшӗ язычествӑран та хӑтӑлса ҫитеймен, православи тӗнне чӑннипех ӗненекенсен шутне те кӗреймен. Ҫапла вара, турра ӗненекен паянхи чӑваш ҫынни ҫурма язычник та, христианин та шутланать. Ку уйрӑмлӑхсене шута илмесӗр халӑх хушшинче наукӑллӑ-атеизмлӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ туса пыма йывӑр. Ҫак ыйтусем ҫинче автор кӗнекере тӗплӗн чарӑнса тӑрать, атеизм ӗҫӗнчи пропагандистсемпе агитаторсене тӗн тӗшмӗшлӗхӗпе кӗрешес ӗҫре усӑллӑ канашсем парать.

Subscribe to RSS - Георгий Кудряшов